Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Юлташсем! — терӗ Ятман, — ку пирӗн паттӑр Хӗрлӗ Ҫар ҫӗнтерӗвӗ ҫеҫ мар, пӗтӗм халӑх ҫӗнтерӗвӗ, мӗншӗн тесен Хӗрлӗ Ҫара пирӗн пӗтӗм халӑх пулӑшса тӑрать.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«ВКонтакте» социаллӑ сетьре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ Посолӗсем» конкурс иртни ҫинчен вуларӑм, ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ Волонтерӗсем» обществӑлла юхӑмӑн Тӗп штабӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022
Вӑлах Пӗтӗм тӗнчери, Пӗтӗм Раҫҫейри, регионсем хушшинчи фольклор фестивалӗсенче ытларах чухне 1-мӗш степеньлӗ диплом хуҫи пулса тӑчӗ.
Чӑваш йӑлисене тытса асра Хастаррӑн, вӑхӑтпа тан утӑмлать // Ольга МИКУШИНА. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%87a%d0 ... 85a%d1%82/
Пӗтӗм ҫӗршыв ыйхӑран вӑранать, пӗтӗм чӗр чун вырӑнтан хускалса кӗшӗлтетме пуҫлать, мӗн пур ӳсен-тӑран нӳрӗпе те ӑшӑпа йӑл илсе чечеке те ҫеҫкене ларма васкать.
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑнпа кӗтӳҫ хӑйӗн пӗчӗк савӑнӑҫне пӗтӗм вӑрмана, пӗтӗм тӗнчене пӗлтересшӗн.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫук, Эрнепи тӑхтамарӗ, пӗтӗм чунтан сехӗрленсе ӳкнӗскер, вӑл сасӑпах макӑрса ярса Ахтупай чӗннине пӑхмасӑр пӗтӗм вӑйпа ялалла чупрӗ.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Савнине манас ҫук тени» — Соньӑн чӗрине тивмен, вӑл пӗтӗм чунтан, пӗтӗм чӗререн юратса ҫырасса кӗтнӗ пулнӑ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шел, анчах та, ҫакна та ҫынни пурӑннӑ чух, ҫынни пӗтӗм вӑй-халӗпе ӗҫленӗ чух, пӗтӗм чун-чӗрипе ӗҫлес кӑмӑллӑ чух калама тавҫӑраймарӗҫ.
XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Эпӗ пӗтӗмпех ӑнлантӑм, тупа турӑм, — вӑл ыйтнӑ пекех ӑшӑмра шухӑшларӑм: «Ак эпӗ ун умне халех хамӑн пӗтӗм уйланӑва шаршанласа хуратӑп та — вӑл вара Дигэ пирки пӗтӗм шухӑшне кӑларса ывӑтать».
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ ҫаврӑнтӑм та пӗрремӗш хут ирӗклӗн сывласа ятӑм, чӗтрекен павлинсен хушшинчи тискер мустанг пек пӗтӗм общество витӗр утса тухрӑм та кӗтесре вырӑн тупса лартӑм; унтан пӗтӗм зал курӑнать, кунта мана шухӑшлама никам та чӑрмантармасть.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ саккунсене депутатсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн ҫурри ытла вӗсем майлӑ сасӑласан, Чӑваш Республикин Конституцине тата унта кӗртмелли улшӑнусене тата хушӑмсене вара депутатсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗнчен кая мар сасӑласан йышӑнать.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Халӑх депутачӗсен вырӑнти Совечӗсем вырӑнти пӗлтерӗшлӗ мӗнпур ыйтусене пӗтӗм государство интересӗсемпе Совет территорийӗнче пурӑнакан граждансен интересӗсене шута илсе татса параҫҫӗ, государствӑн аслӑрах органӗсен решенийӗсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, халӑх депутачӗсен кӗҫӗнрех Совечӗсен ӗҫне ертсе пыраҫҫӗ, республика (АССР, РСФСР) тата пӗтӗм Союз пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явма хутшӑнаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх хӑйсен сӗнӗвӗсене параҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
1) халӑх хуҫалӑхне тата социаллӑ пурнӑҫпа культура строительствине ертсе пырассине йӗркелесе тӑрать; халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас, унӑн культурине ӳстерес, наукӑпа техникӑна аталантарас, ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе тӗрӗс усӑ курас тата вӗсене сыхлас енӗпе мерӑсем палӑртса хурать, вӗсене пурнӑҫа кӗртет; укҫа-тенкӗпе кредит системине ҫирӗплетмелли, государство страхованине тата учетпа статистикӑн пӗр пӗтӗм системине организацилемелли мерӑсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшать; хаксем енӗпе, ӗҫшӗн тӳлес тата социаллӑ пулӑшу парас енӗпе пӗр пӗтӗм политика тытса пыма хутшӑнать; промышленность, строительство, ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе пӗрлешӗвӗсене, транспортпа ҫыхӑну предприятийӗсене, ҫавӑн пекех республикӑна тата вырӑнти органсене пӑхӑнса тӑракан ытти организацисемпе учрежденисене ертсе пырассине йӗркелет;
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Государство пурнӑҫӗн чи кирлӗ ыйтӑвӗсене пӗтӗм халӑхпа сӳтсе явма, ҫавӑн пекех пӗтӗм халӑхпа сасӑлама (референдума) тӑратаҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Манӑн пӗтӗм ӑшӑм вӑрканипе пӗтӗм чӗре ыратса кайрӗ.Трудно себе представитъ то мучительно напряженное состояние, которое охватило меня.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ӑна халӗ ҫапларах туйӑнать: вӑрҫӑн пӗтӗм инкекӗ, пӗтӗм хурланӑвӗ ҫырӑнмалла ҫакӑнта, ҫак кӳлепесенче ӑна тивӗҫлӗ талантӑн хӑрушла вӑйӗпе сӑнарланса пурнӑҫланмалла…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Унӑн сӑнӗнче хӑрушлӑхӑн пӗтӗм тимлӗхӗ сӑнланчӗ; куҫӗсем путса кӗчӗҫ, хаяр тимлӗхпе йӑлтӑртатаҫҫӗ, питӗнчи кашни йӗр уҫӑмлӑ, — пӗтӗм сӑн-пичӗпе кӗлетки ҫине шартаракан ҫутӑ сапнӑ тейӗн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Шамполион ӗҫӗнче малтанхи пӗтӗм меслечӗ, ӑслайӗ, теветкеллӗхӗпе тимлӗхӗн мӗн пур ҫепӗҫлӗхӗ, вӑй-хӑвачӗн пӗтӗм ҫӑмхи сыхланса юлнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ялӑн — унӑн ҫеҫ-и, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн, пӗтӗм ҫӗршывӑн — пуласлӑхӗ ҫакӑнтан шутсӑр нумай килет…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗвел пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм тавралӑха ӑшшӑн савса пӑхать, хӗмне-хӑватне пачах та шеллемест.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.