Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтнӗскерсем (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ут-пӗвӗсемпе пичӗ-куҫӗсене ытла та чунсӑррӑн нӗрсӗрлетнӗрен вӗсем — кӑвакарса-юнланса-хуралса пӗтнӗскерсем, шыҫӑнса кӳпченӗскерсем, чӑлахлатса-сусӑрланса юлнӑскерсем, юнпа пылчӑк хутӑшӗпе ҫӑрӑлса-вараланса ӗренкерен тухнӑскерсем, — юлашкинчен пачах паллама ҫук пулса ҫитрӗҫ, этем ӗлкине те ҫухатрӗҫ.

Под конец они уже стали неузнаваемыми, непохожими на людей — так чудовищно обезображены были их тела и лица, иссиня-кровяно-черные, распухшие, изуродованные и вымазанные в смешанной с кровью грязи.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем — тусанланса пӗтнӗскерсем, тарланӑскерсем — шӑпӑрт канаҫҫӗ.

Казаки — пыльные, потные — отдыхали молча.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашисем, шӑнасем ҫыртнипеле юнланса пӗтнӗскерсем, хӳрисене пӑтраткалаҫҫӗ, косилка турткӑҫине ӳрӗк-сӳрӗккӗн туртса хытарса утаҫҫӗ.

Лошади, в кровь иссеченные мухами, крутили хвостами и недружно натягивали постромки.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Салтаксен ӑпӑр-тапӑрне чиксе хунӑ кутамккасем, лутӑрканса, вараланса пӗтнӗскерсем, тата хура юн хытса ларнӑ ҫӗтӗк плащ-палаткӑсем, противогаз сумкисем, лапчӑнса пӗтнӗ флягӑсем тата пуля шӑтарса тухнӑ каскӑсем тӗл пулкалаҫҫӗ.

Встречались измятые, грязные вещевые мешки со скудными солдатскими пожитками, разорванные, в черных пятнах крови плащ-палатки, сумки с противогазами, измятые фляги, пробитые пулями каски…

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кофе ӗҫрӗмӗр — хамӑр киле ҫитсенех питӗ вырӑнлӑччӗ-ха ку, Ромашова эпир Розалия Наумовнӑна патӑмӑр та, кухньӑна кӗрсе, шуйттансем пек, вараланса пӗтнӗскерсем, сӑнран кайнӑскерсем, крават ҫине ӳкрӗмӗр.

Кофе — это было очень кстати, когда мы доплелись и, сдав Ромашова Розалии Наумовне, повалились в кухне на кровать, грязные и растрёпанные, как черти.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӳтлӗх патне ҫитрӗҫ те, пӗтӗмпех чӑрмаланса пӗтнӗскерсем тата йӗпенсе шӑнса хытнӑскерсем, парӑс карса тунӑ хӳтлӗхе пытанчӗҫ.

Наконец один за другим они добрались до навеса и забились под него, озябшие, перепуганные.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

26. Унта — Мешехпе Фувал хӑйсен пӗтӗм пысӑк йышӗпе; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне пулса пӗтнӗскерсем, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ.

26. Там Мешех и Фувал со всем множеством своим; вокруг него гробы их, все необрезанные, пораженные мечом, потому что они распространяли ужас на земле живых.

Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Унпа унӑн пӗтӗм пысӑк йышне вилнисем хушшинче вырӑн панӑ; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне ӳксе пӗтнӗскерсем; чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, халӗ виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе тан хурлӑх кураҫҫӗ, вӗсене ӗнтӗ вӗлернисем хушшине хунӑ.

25. Среди пораженных дали ложе ему со всем множеством его; вокруг него гробы их, все необрезанные, пораженные мечом; и как они распространяли ужас на земле живых, то и несут на себе позор наравне с отшедшими в могилу и положены среди пораженных.

Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней