Поиск
Шырав ĕçĕ:
пӗтермешкӗн (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Анчах Эсӗ, вӗсем те ҫынсемех тесе, вӗсене те хӗрхеннӗ, вӗсене пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пӗтермешкӗн Хӑвӑн ҫару умӗнчен сӑвӑслан янӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Чухӑна, мӗскӗне пӗтермешкӗн, тӳрӗ ҫулпа пыракансене чиксе пӑрахмашкӑн усал ҫынсем хӗҫне кӑлараҫҫӗ, уххине карӑнтараҫҫӗ: 15. вӗсенӗн хӗҫӗсем хӑйсен чӗрисенех тӑрӑнӗҫ, уххисем арканӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иерусалима пӗтермешкӗн [Турӑ] Ангелӗ ун ҫине аллине тӑснӑ; анчах Ҫӳлхуҫа хулана хӗрхеннӗ те халӑха пӗтерекен Ангела каланӑ: ҫитӗ, халӗ аллуна ус, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах хӗрарӑм ӑна ҫапла хуравланӑ: эсӗ Саул мӗн тунине, вӑл асамҫӑсемпе юмӑҫсене ҫӗршывран хӑваласа кӑларса янине пӗлетӗн-и? мӗншӗн-ха эсӗ мана пӗтермешкӗн чунӑма серепене ҫаклатасшӑн? тенӗ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пӗтермешкӗн Ҫӳлхуҫа сана тӑшманусен аллине парӗ; вӗсене хирӗҫ эсӗ пӗр ҫулпа тухӑн, тарасса вара вӗсенчен ҫичӗ ҫулпа тарса кайӑн; ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх тӑрӑх сапаланса пӗтӗн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ Эпӗ ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те пӗтермешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп; ҫӗр ҫинче мӗн пурри йӑлтах вилсе пӗтӗ.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.