Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерӗшне (тĕпĕ: пӗлтерӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Конъюнктура сӑмах пӗлтерӗшне ӑнланатӑн-и?

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпа та патшалӑх, республика ертӳлӗхӗ кӳрекен пулӑшӑвӑн пӗлтерӗшне никамран лайӑхрах туять вӑл.

Помоги переводом

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

Евгений Григорьевич акцин пӗлтерӗшне палӑртрӗ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Информкунра унӑн эткерлӗхӗн пӗлтерӗшне тата культурӑпа вӗрентӗве аталантарас ӗҫе хывнӑ тӳпи калама ҫак пысӑк пулнине палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Вӑл хӑйӗн халалӗнче ҫырса хӑварнӑ сӑмахсем паянхи кун та пӗлтерӗшне ҫухатмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Вӑл Раҫҫее чунтан юратнӑ, унӑн пӗлтерӗшне лайӑх ӑнланнӑ, чӑвашсем вырӑс халӑхӗпе туслашса ҫывӑхланни Раҫҫей патшалӑхне ҫирӗплетме, унӑн этнокультурин нумай енлӗхне сыхласа упрама тата ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫма пулӑшать тесе шутланӑ.

Он искренне любил Россию и прекрасно осознавал ее значение, считая, что сближение чувашей с русским народом послужит укреплению российской государственности, сохранению его этнокультурного многообразия и открытию новых возможностей для социально-экономического развития страны.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Ҫав сӑмах пӗлтерӗшне тин ҫеҫ тӗпӗ-йӗрӗпе тавҫӑрса илнӗрен Герасим Федотович чӗри пӑчӑртана-пӑчӑртана хӗсӗнчӗ, унӑн туртас килсе кайрӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн А.Рекеевӑн ӗҫ-хӗлӗн пӗлтерӗшне ӑнланакансем Кивӗ Эйпеҫ ялӗнчи шкул умӗнче ӑна хисеплесе палӑк уҫнӑ.

Помоги переводом

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Саманине кура библиотекӑн ӗҫ мелӗсем улшӑнса, ҫӗнелсе пыраҫҫӗ, анчах та унӑн тӗшши – халӑхӑн йӑли-йӗркипе культурине, ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварс ӗҫри кӗнеке пӗлтерӗшӗ, вӑл пӗлӳ ҫӑл куҫӗ пулни – хӑйӗн пӗлтерӗшне нихӑҫан та ҫухатмӗ.

Помоги переводом

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Аҫтӑрхан, ун сӑмахӗн пӗлтерӗшне ӑнланаймасӑр, Аванкай мучи мӗн калать тенӗн, старик куҫӗнчен пӑхрӗ.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк вӑл ун сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланса илчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унпа килӗшӳллӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи партизансен ушкӑнӗсен пӗлтерӗшне, партизан операцийӗсене хутшӑннӑ пирӗн ентешсене тӗпчеҫҫӗ.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Паллах, ун чухне асатте каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне тӗплӗн ӑнланма пултарайман, анчах вӗсем ӑсӑма ҫирӗп кӗрсе вырнаҫрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑл вара сирӗн сӑмахсен пӗлтерӗшне хӑй ӑнланнӑ пек каласа парать.

Помоги переводом

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

«Пирӗн вара ӑна чарас, мирлӗ халӑха хӳтӗлес тесе вӑйпа усӑ курма тивет. Эпир Тӑван ҫӗршыва, ҫынсен пурнӑҫне хӳтӗлетпӗр. Пирӗн нумай нациллӗ халӑх, граждансенчен чылайӑшӗ СВО тӗлӗшпе принциплӑ позици йышӑнчӗ, эпир тӑвакан ӗҫсен пӗлтерӗшне ӑнланчӗ. Донбаса неонацистсенчен хӳтӗлес ӗҫре чӑн-чӑн патриотизм туйӑмӗ малта тӑни палӑрчӗ», — терӗ Владимир Владимирович.

Помоги переводом

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Унӑн вун-вун ҫул каялла ҫырса хӑварнӑ халалӗсем хӑйсен пӗлтерӗшне паян та ҫухатман.

Его заветы, написанные десятки лет назад, актуальны и в настоящее время.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑшӗсем ҫак ыйтӑвӑн пӗлтерӗшне паянхи кун та йышӑнса ҫитереймеҫҫӗ, контейнерсенче пуҫтарӑнса пыракан хытӑ каяшсене тиесе илсе кайнӑшӑн тӗрлӗ сӑлтав тупса тӳлемеҫҫӗ.

Помоги переводом

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Выльӑх пӑхакансем, Нагасова каларӑш, пурте тенӗ пекех вунӑ ҫул вӗреннӗскерсем, «протеин», «карбамид», «гидролиз», «белок» сӑмахсен пӗлтерӗшне питӗ аван чухлаҫҫӗ…

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ун пӗлтерӗшне эпир ҫав-ҫавах туллин палӑртма пултараймастпӑр, хӑйсен телейӗсене татса пирӗншӗн – паянхи тата пулас ӑрусемшӗн – ҫапӑҫнӑ ветерансем вара вӑл мӗнле хакпа туптаннине аван пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

«Плагиат» сӑмахӑн пӗлтерӗшне те уҫӑмлӑн ӑнлантарчӗҫ.

Помоги переводом

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней