Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, ҫапла Мана мухтава кӑларӗ; 15. Аттемӗн мӗн пурри пурте Манӑн; ҫавӑнпа Эпӗ: Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, терӗм.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Манӑн сире каласси тата та нумай, анчах эсир халӗ шӑнӑҫтарас ҫук; 13. Ҫавӑ, Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, килсессӗн, сире пур тӗрлӗ чӑнлӑха та пӗлтерӗ: Вӑл Хӑй тӗлӗшшӗн каламӗ, мӗн илтнине калӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтерӗ сире.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӗрарӑм калать Ӑна: эпӗ Христос теекен Мессия килессе пӗлетӗп; килсессӗн Вӑл пӗтӗмпех каласа пӗлтерӗ пире, тет.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн хушшӑмӑрти чи ырӑ ҫыннӑн та ман пек шухӑшлас пулать; эсир урӑхла шухӑшлатӑр пулсассӑн, Турӑ сире ҫакна та пӗлтерӗ.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Унран ыйтнӑ: Вӗрентекен! ку хӑҫан пулӗ? вӑл хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.7. И спросили Его: Учитель! когда же это будет? и какой признак, когда это должно произойти?
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Калатӑп сире: кам хӑй Мана ӗненни ҫинчен ҫынсен умӗнче каласа пӗлтерет, ун ҫинчен Этем Ывӑлӗ те Турӑ ангелӗсен умӗнче каласа пӗлтерӗ; 9. кам ҫынсен умӗнче Манран тунать, унран хӑйӗнчен Турӑ ангелӗсен умӗнче тунӗҫ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ларнӑ чухне Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ: 4. каласамччӗ пире: ку хӑҫан пулӗ? ҫакӑ хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ? тата Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: 18. «Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; 19. Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; 20. тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; 21. халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн чухне Ефремӗн ҫар ураписене, Иерусалимра утсене пӗтерсе тӑкӑп, вӑрҫӑ уххине аркатӑп; Вӑл вара халӑхсене канӑҫлӑх ҫитни ҫинчен пӗлтерӗ, Унӑн патшалӑхӗ тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫитиех, юханшывран пуҫласа ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех пулӗ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӳрӗлӗхе пӗлтерӗ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн. 17. Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн. 18. Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар. 19. Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ. 20. Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун хыҫҫӑн мӗн пуласса ӑна кам пӗлтерӗ?
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чӗлхе-ҫӑварӑм юптарса пӗлтерӗ, авалхи ытарӑшсене каласа кӑтартӑп.2. Открою уста мои в притче и произнесу гадания из древности.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӳпе Унӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ: сут тӑваканни — Турӑ.6. И небеса провозгласят правду Его, ибо судия сей есть Бог.
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чӗлхе-ҫӑварӑм ӑслӑлӑха пӗлтерӗ, чӗремпе шухӑшласа пӗлни ӑса вӗрентӗ.4. Уста мои изрекут премудрость, и размышления сердца моего - знание.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӑнах та, выльӑхран ыйт-ха — вӗрентӗ сана, вӗҫен кайӑкран ыйт-ха — пӗлтерӗ сана; 8. е ҫӗрпе калаҫса пӑх — ӑс парӗ сана, тинӗс пуллисем те каласа парӗҫ сана.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.