Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтернӗччӗ (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку начар хыпара Мускаври телевидени урлӑ та пӗлтернӗччӗ, «Канаш» хаҫатра та ҫырнӑччӗ.

Помоги переводом

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ТР Транспорт министерстви республикӑри мӗнпур ялсемпе поселоксене асфальт сарнӑ ҫулсемпе ҫыхӑнтарассине сакӑр ҫулта пурнӑҫласси пирки пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Китай Халӑх Республикин Патшалӑх Канашӗн членӗ Ян Цзечи ертсе пынипе утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ульяновскра Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывӗн Ҫӳлти тата Вӑтам юхӑмӗсен регионӗсем «Атӑл-Янцзы» форматпа ҫыхӑну тытса ӗҫлемелли канашӑн пӗрремӗш ларӑвӗ иртни пирки хаҫатра пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

2007 ҫула пирӗн ҫӗршывра Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ.

2007 год в Нашей стране объявляли Годом семьи.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн (вырӑсла кӗскетсе каласан, ОНФ) экологи тата вӑрман хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен общество мониторингӗн центрӗ те Чӑваш Енри Ҫутҫанталӑк министерстви уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсенчен 70 ытла процентне пӗтернишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ.

Общественный центр мониторинга экологии и по защите леса Общероссийского народного фронта (коротко ОНФ) сообщил о том, что уничтожение более 70 процентов особо охраняемой заповедной территории Министерством экологи Чувашской Республики тревожит и их.

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

Ытларах та пулма пултарнӑ: 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ахаль ҫынсене 20-50 пин тенкӗ таран штрафлама пултарасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Унта РФ вӗренӳ министрӗн Дмитрий Ливановӑн йышӑнӑвӗпе Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннипе тата министр пуканӗнчен хӑтарнипе пӗрлех (ку хыпара эпир пӗлтернӗччӗ) министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанас ыйтӑва хускатнине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Ректор тивӗҫне те пурнӑҫлӗ, Элтепере те пулӑшӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12445.html

Халӑх программине хатӗрленӗ шайра республика Правительстви умне лартнӑ пысӑк тӗллевсенчен пӗрне – 2020 ҫул тӗлне 250 миллиард тенкӗрен кая мар инвестици явӑҫтарассине, кашни ҫулах 5-рен кая мар ҫӗнӗ производство уҫассине – эпӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

В рамках подготовки народной программы я уже озвучивал глобальные задачи, поставленные перед Правительством республики, - к 2020 году привлечь не менее 250 млрд рублей инвестиций, ежегодно открывать не менее 5 новых производств.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Кунта сипленмешкӗн чылайранпа ҫӳретӗп. Сыватмӑш тӗпрен илемленсе улшӑнни кӑмӑла ҫӗклет, тухтӑрсем лайӑххи савӑнтарать. 50 ҫулта чухнех мана операци тума юраманни, кун-ҫулӑм татӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Кунти тухтӑрсем пулӑшнипе 78 ҫула ҫитрӗм. Тавах вӗсене», — пӗлтерчӗ Клавдия Митрошина.

Помоги переводом

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ведомство специалисчӗсен аудичӗ, «вӑрттӑн» пациентсен хутшӑнӑвӗсем тата министерство ертӳлӗхӗ сиплев организацийӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑхпа тӗл пулни чылай ҫитменлӗхе тупса палӑртрӗ: пациентсем регистрацие телефонпа шӑнкӑравлайманни, йышӑну черетӗнче нумай кӗтме тивни, поликлиникӑри тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн Красин урамӗнче вырнаҫнӑ офисӗнчи условисем чылайӑшне тивӗҫтерменни ҫинчен пӑшӑрханса пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

16. Эпир Турӑ Ҫуртне тасатса уяв ирттерме шухӑшлани ҫинчен сире ҫырса пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ; эсир те ҫав кунсене уявласа аван тунӑ пулӑттӑрччӗ.

16. Намереваясь праздновать очищение, мы писали вам об этом; хорошо сделаете и вы, если будете праздновать эти дни.

2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» парти лидерӗ Дмитрий Медведев, РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Ольга Голодец, РФ ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗсем Максим Топилин тата Дмитрий Ливанов ӗҫлӗ ҫӳревпе пулни ҫинчен хаҫатра пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Февралӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа Вӑрмар поселокӗнче ашшӗпе ывӑлӗ - Александрпа Евгений Бойковсем - урам командисем хушшинче «Хӗллехи классика» ятпа пилӗк туртан тӑракан юр ҫинчи мини-футбол вӑййисем ирттерме пуҫлани, унта пӗтӗмпе ултӑ команда хутшӑнма кӑмӑл туни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Маларах хаҫатра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, РФ Президенчӗ Владимир Путин капремонтшӑн тӳлемелли льготӑсем пирки калакан закона алӑ пуснӑ.

Помоги переводом

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсама ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илме тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Чувашский народный сайт уже писал о том, что в Чувашии начали взыскивать через суды долги пожилых людей по капитальному ремонту многоквартирных домов.

Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html

Чӑрӑшкасси шкулӗ пӗлтӗрхи раштавран тытӑнса Л.В. Пучков ячӗпе хисепленме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Ҫакӑн сӑлтавӗ пирки эпир «Тӑван Енӗн» иртнӗ номерӗнче ҫырса пӗлтернӗччӗ.

О причинах этого мы сообщали в прошлом номере «Тӑван Ен».

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Аса илтерни вырӑнлӑ: сӑн ӳкерчӗкре Осип Андреевича палласа илнӗ Галина Еципенко «Тӑван Ене» вӑл ҫак салтак хӑйӗн асалашшӗн кӗҫӗн шӑллӗ пулнине пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич ертсе пынипе республикӑра ӗҫлӗ канашлусем иртнине хаҫатра пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче кӑҫал паркра велосипед ҫулӗсемпе ҫуран уҫӑлса ҫӳремелли тротуарсене туса пӗтересси ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней