Поиск
Шырав ĕçĕ:
Озеров унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗшӗн Ольга Николаевна чӗри хаваслӑн тапрӗ.Сердце Ольги Николаевны радостно билось, когда Озеров расспрашивал ее о ее жизни.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ватӑ «бурбон» подпрапорщика лайӑх фронтҫӑ пулнӑшӑн тата устава ҫав тери аван пӗлнӗшӗн таҫта шалта, чӗри тӗпӗнче, кӑмӑллатчӗ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мана пӗлнӗшӗн ӳкӗннӗ-и эсӗ?
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫынсем ӑна вӑл хӑйне сасартӑк кӑмӑл ҫӗкленнинчен тытса чарнишӗн, кирлӗ йӗрке чиккинчен иртмесӗр тӑма пӗлнӗшӗн, ӑс-тӑнпа ҫирӗп пулнӑшӑн ӳпкелеҫҫӗ те ҫийӗнчех каҫараҫҫӗ; тепӗр чухне кам ха пулин пӗтӗм вӑйран вирхӗнсе пырса, лачакана кӗрсе ӳксен, хӑйӗнне те, тепринне те пурнӑҫне тӗп тусан, Штольца ӑмсанать те, унран тӗлӗнет те.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Титов Крылова ӗҫре тимлӗ пулнӑшӑн, математикӑна питӗ лайӑх пӗлнӗшӗн юратнӑ.Титов полюбил Крылова за его серьезность и глубокие знания математики.
Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
6. Манӑн халӑхӑм Турра сахал пӗлнӗшӗн тӗп пулӗ: эсӗ саккуна йышӑнмарӑн, ҫавӑнпа Эпӗ те сана Хамӑн умӑмра ӗҫлесе тӑма памӑп; эсӗ хӑвӑн Туррун саккунне маннӑ пекех, Эпӗ те санӑн ачусене манӑп.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. «Хама юратнӑшӑн хӑтарӑп ӑна; Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна. 15. Хама тархасласанах илтӗп ӑна; хурлӑхӗнче унпа пӗрле пулӑп; ӑна хӑтарӑп, ӑна асла кӑларӑп, 16. тӑранса ҫитиччен пурӑнтарӑп, ӑна Хам ҫӑлнине кӑтартӑп».
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Товит каланӑ ӑна: тӑванӑм, каях ӗнтӗ ыррӑн-сыввӑн, эсӗ хӑш йӑхран, хӑш ӑруран пулнине ыйтса пӗлнӗшӗн ан ҫилленех мана; эсӗ манӑн тӑванӑм пулатӑн, ырӑ, чыслӑ йӑхран тухнӑ эсӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сире хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑннӑшӑн, хастарлӑхӑршӑн, професси ӑсталӑхӗпе пысӑк пултарулӑхӑршӑн тата ҫынсене савӑнӑҫ кӳме пӗлнӗшӗн тав тӑватӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202