Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кайран, уйӑха яхӑн ҫатӑр сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн, Хӗл Мучине такам сасартӑк ура хурать те такӑнтарать; ҫанталӑк хӑвӑрт ҫемҫелет; юр куҫ умӗнчех хуралма, путма тытӑнать; тепрер уйӑхран, ҫумӑр шывӗ пӗвене татса янӑ евӗр, вӑрмана ҫурхи хаваслӑх капланса пырса кӗрет; сасси уҫӑлнӑ кӑсӑясем, туратсем ҫине ҫака-ҫака янӑ йӗс шӑнкӑравсем евӗр, тинь-тинь тӑваҫҫӗ чарӑнма пӗлмесӗр; вӗсем, ӗшенкелеме пуҫланӑ ҫӗре ҫу сӗрнӗн йӑлтӑртатакан шӑнкӑрчсем, картунти пушӑ вӗллесене йышӑнма ӗлкӗрнӗскерсем, шӑхӑракан, ихӗрекен, чӗвӗлтетекен ансамбль йӗркелеҫҫӗ…
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пӗвене ҫити хӑваласа кай та, пуҫа ҫӗклеме шӑрӑх пулсан, шип-шип чӗпсемпе пӗрле шыва кӗр ҫеҫ…»
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Сан чунна тин, пӗвене татса кайнӑ ҫумӑр шывӗ евӗр, мӑнаҫлӑх капланса хӑпарать, вара хӗвел те сан ҫине (санран мӑшкӑллакансем ҫине мар!) ӑшшӑнрах пӑхнӑн, кайӑксем те саншӑн ҫеҫ ытармалла мар юрланӑн туйӑнать.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫапла вара 2024 ҫулта Истерккӗре харӑсах икӗ пӗвене йӗркене кӗртесшӗн, иккӗшне те тасатмалла, пӗрне вара кунсӑр пуҫне юсамалла та пулать.
«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh
Пуҫарулӑх мелӗпех Шарпаш ялӗнче пурӑнакансем иртнӗ кунсенче ялти пӗвене тасатса йӗркене кӗртнӗ.
«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh
Юратать вӑл пӗвене, хӑвалӑха, ту хӗрринче кашласа ларакан шурӑ хурӑнсене.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйӗн вӑйне пӗлес тесе, ытти арҫынсемпе вылякаласа ҫеҫ алхаснӑ пулсан, ҫан-ҫурӑма канӑҫ паракан пӗвене шӑрӑх ҫанталӑкра ҫеҫ чӑмса тухкаланӑ пулсан, халӗ шыва сикрӗ те куҫа курӑнман ҫыран еннелле каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр ишет те ишет…
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Куля выльӑхсене амӑшӗ каланӑ пек пӑхса хурӗсене пӗвене ҫити леҫсе ячӗ те килелле васкарӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Хӑйне ирӗккӗн туйса ферма ҫывӑхӗнчи пӗвене кун каҫа юлташӗсемпе миҫе хутчен шыва кӗме кайса килме пултарнине шутласа та хучӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Татса кайнӑ пӗвене ҫав тракторсемпе юсарӗҫ, тӗпӗнчи мӗнпур тункатана тӑпӑлтарса тикӗслерӗҫ.
48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Раман сарай ҫумӗнче типсе кайнӑ сулла асӑрхарӗ, ӑна ҫунтарса ярас мар тесе йӑтрӗ те пӗвене тӗртсе ячӗ.
44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑхӑтра юсамарӗҫ пӗвене.
39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫӑлтӑрсем пӗвене ӳксе чашлатаҫҫӗ, таврана ҫулӑмлӑ хум сирпӗтеҫҫӗ, савӑшуллӑ мӑшӑр ярӑнакан сулла силлеҫҫӗ, тайӑлтараҫҫӗ, тӳнтерсе ярасса ҫитереҫҫӗ…
35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Авӑ, пӗвене петӗм.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хӗпӗртенӗ халӑх, Шывхуҫине мӗн авалтанах курайманскер (сахал мар ҫынна хӑй патне сӗтӗрсе кӗнӗ вӑл!), пӗвене татса шывне юхтарса ярать.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Шывхуҫин кӳми пӗвене аннӑ вӑхӑтра каллех ҫӗр чӗтренӗ чухнехи пек сасӑ илтет Кушкӑ халӑхӗ, темӗн пысӑкӑш ҫап-ҫутӑ япала пӗвене ӳкнине те лайӑхах курса юлать.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Ҫав самантрах хӗр ылтӑн-кӗмӗл ҫутӑпа ҫиҫсе тӑракан тумлӑ ҫын шывран пӗвене тухса ларнине курать.
3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Ку пӗвене пӗвелени нуман пулать.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Апла пулсан, эпир ӑна кӗтме кайӑпӑр, — чикарккине пӗвене ывӑтрӗ Павӑл.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫурхи хӑватлӑ шыв ҫӗмӗрсе, татса кайрӗ ӑна, качча килнӗ хыҫҫӑн упӑшки куллен-кун пӗвеленӗ пӗвене.
II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.