Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑшала (тĕпĕ: пӑшал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлдаш хӑй, ӗҫе вӑраххӑн тӑвакан ҫын пек туйӑннӑ пулин те, ҫак ӗҫре лӑпкӑ, чӑтӑмлӑ, пӑшала тӗл перекенскер, тӑшмана сехечӗ-сехечӗпе ниҫта тапранмасӑр кӗтсе выртма пултаракан пултаруллӑ салтак пулса тӑнӑ.

Который, при всей своей внешней медлительности, оказался человеком бесценным для таких дел: каменно-спокойным, выносливым, метким стрелком, умеющим часами в совершенной неподвижности выжидать врага.

Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.

Галаулин кӑлӑхах тӑрӑшнине курсан, Ступин ун аллинчи пӑшала пӗр сӑмахсӑрах илнӗ те ҫавӑнтах салатса пӑрахса майлаштарса хунӑ.

Посмотрел на тщетные его старания, потом молча взял у него оружие, в одно мгновение разобрал и — собрал.

Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.

Паллах ӗнтӗ, пума кӗтсе тӑмарӗ, эпӗ пӑшала ҫӗнӗрен авӑрличчен вӑл ман алла ҫакнашкал суранлатса та хӑварчӗ.

Понятно, пума не стала дожидаться, пока я исправлю свою оплошность, — и вот результат.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пума тытма сунара кайсан пирӗн юханшыв урлӑ ҫуран каҫмалла пулчӗ, эпӗ пӑшала персе ярасшӑн пултӑм, вӑл пемерӗ: манӑн пӑшал тарӗ йӗпеннӗ иккен.

На охоте за пумой нам пришлось переходить реку вброд, и, когда потом я наткнулся на зверя и выстрелил, ружье дало осечку: порох намок от воды.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пӗр пӳлӗмре, тӑшманран тытса илнӗ пӑшала пӑхкаласа, моряк ларать.

В одной из комнат я нашел моряка, осматривающего трофейное оружие.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Зеб пӑшала аяккалла ывӑтса янӑ та кӗтмен ҫӗртен хӑйне тапӑннине чарнӑ.

Зеб отшвырнул ружье и отбил неожиданное нападение.

LIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ тепӗр пӑшала ярса илтӗм.

Хватился я за другое ружье.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ часрах пӑшала ҫӗклерӗм те, упа ҫамки патне тытса, кӗрӗс! тутартӑм.

Пригнул я ружье, чуть не упер в него, в голову.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ хӑпӑл-хапӑл пӑшала ҫӗклерӗм те кӗрӗс! тутартӑм.

Вскинул я ружье, выстрелил.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Чӗре хамӑн сиксе тухас пек тапать, пӗтӗмпе чӗтресе тӑратӑп, пӑшала алӑра хытӑ тытса тӑратӑп.

Стою я, смотрю, слушаю, сердце у меня так и стучит; держусь за ружье, подрагиваю.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр пӑшала алла илтӗм, тепӗрне ҫӗкленӗ автанӗпех хырӑ ҫумне тӑратса хутӑм.

Одно ружье взял в руки, а другое с взведенными курками прислонил к сосне.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Юлашки виҫӗ кун хушшинче эпӗ пӗр пит паллӑ мустанга тытасшӑн ҫӳрерӗм, пӑшала пачах илсе ҫӳремерӗм.

В течение последних трех дней я охотился за одним замечательным мустангом и не брал с собой ружья.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ватӑ хусах тата: «Унта нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, вӑл кашкӑр мар, тухатмӑш, пӑшала та ҫавах тухатса хӑварчӗ», — тесе ларать.

Старый казак говорил, что тут нет ничего удивительного, что это был не волк, что это была ведьма и что она заколдовала мое ружье.

Булькӑпа кашкӑр // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ унтан кӑшт пӑрӑнтӑм та часрах пӑшала пеме хатӗрлесе хутӑм.

Я отсторонился от него и приготовил ружье.

Булькӑпа кашкӑр // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ пӳрте чупса кӗтӗм те, авӑрланӑ пӑшала илсе, урама чупса тухрӑм.

Я побежал к себе в хату, схватил заряженное ружье и выбежал на улицу.

Булькӑпа кашкӑр // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ пӑшала хатӗрлесе ун хыҫӗнчен утрӑм.

Я приготовил ружье и пошел за ним.

Тимӗршапа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Дик, юлташӗсен хӗҫпӑшал ытларах пултӑр тесе, ултӑ ҫӗҫӗ илчӗ тата тепӗр сиенсӗр пӑшала — пӗчӗк Джекӑн вылямалли пӑшалне те — манса хӑвармарӗ.

Дик взял шесть таких ножей, чтобы пополнить вооружение своих спутников, и не забыл еще одно безобидное оружие — игрушечное ружье, принадлежавшее маленькому Джеку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӑшала та ялан пӗрле илсе ҫӳреме юрамасть.

— Оружия тоже нужно поменьше с собой таскать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Старик самантрах аттипе кӗрӗкне тӑхӑнса улпут пӳлӗмне чупса кӗнӗ, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кивӗ пӑшала илсе вӑл урама сиксе тухнӑ.

Старичок торопливо напялил сапоги и шубейку, побежал в господский кабинет и, сняв со стены старое ружьишко, выскочил на улицу.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Эп вӗсене иккӗшӗ епле утни, пӑшала мӗнле йӑтса пыни, вӗсенчен хӑшӗ чӗлӗм туртни, хӑшӗ тӑварлӑ пулӑ ҫини ҫинчен каласа патӑм.

Когда я сказал им, как они шли, как несли ружье, кто из них курил и кто ел соленую рыбу.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней