Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн вӑйлӑ аллинче Тем чуль пуҫлӑх пӑчланнӑ, Анчах хӑйне пӗртакран Пулӑ тивет кӑкӑртан: Хальччен нимрен хӑраман Персе аннӑ утаман.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пурте ҫавӑнтах пӑчланнӑ пулӗччӗҫ!» — шухӑшларӗ вӑл.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Правительствӑн Копенгагенти ӗҫне сивлеме виҫӗ хутчен резолюци йышӑнма хӑтланнӑ, анчах вӗсем пурте пӑчланнӑ.
Копенгагена бомбӑлани // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BD%D0%B8
Ҫак каҫран пуҫласа белофинсен дочӗ пӑчланнӑ.
«Вилӗм сукмакӗ» // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Чун вӗҫӗ-хӗррисӗр, тӗпсӗр пушӑ ҫӗрте ярӑнса ҫӳрет те, шӑрпӑк ҫути тӗттӗмре сӳнсе ларнӑ пек, сӳнсе пӗтсе ларать, вӑл ҫав пушӑ ҫӗр талккӑшӗнче йӑлтах ирӗлсе каять, унта ҫын ҫитмелле мар ҫӑлтӑрсем ҫеҫ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче пурте пӑчланнӑ, пурте кирлӗ мар, йӑлтах вилнӗ пек туйӑнать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Арканчӑк чугун ҫулсемпе пӑчланнӑ суту-илӳ…
Ӗмӗтсемпе ӗҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Ҫӗрӗк, пӑчланнӑ интеллигенци! — тӑрук тарӑхса кайрӗ Давыдов.— Гниль, гнусь и жалкая интеллигентщина! — внезапно разъярился Давыдов.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Гитлеровецсем кашни ывӑҫ хӑйӑрах вилӗм шӑрши ҫапнӑ вырӑнта, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ҫӗрнӗ вилесен шӑршипе пӑчланнӑ ҫӗрте пурӑнчӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кивӗ пурнӑҫ пӑчланнӑ, халь ӗнтӗ ҫӗнӗ, пачах урӑхла, ҫав пурнӑҫра нимле йӑнӑш та туман-ха.Старая жизнь была стерта, и началась новая, совсем новая жизнь, в которой еще не было ошибок.
XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Радио та пӑчланнӑ вӗсен унта…
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Укахви кинемейӗн ялӗ паян пӑчланнӑ, пирӗн ялсене вара ҫак шӑпа ҫывӑх вӑхӑтра кӗтӗ.Сегодня вот исчезла деревня тёти Агафьи, а наших деревень такая участь ждёт в самое ближайшее время.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Унтан пачӑшкӑ ҫав пӑчланнӑ ачасем питех те тивӗҫлӗ те ырӑ кӑмӑллӑ тата шутсӑр тӑнлӑ-пуҫлӑ пулни ҫинчен каларӗ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӗлтӑвакансем пурте пӗр ҫын пек, вӑл шутра ватӑ пачӑшкӑ та, вӗсене хисеплесе ура ҫине ҫӗкленчӗҫ те ҫав пӑчланнӑ ачасен тӑлӑха юлнӑ хурӑнташсем малти сак ҫине вырнаҫса ларичченех ура ҫинче тӑчӗҫ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Шкул ачисем пӑчланнӑ геройсене пит хисеплесе асӑна-асӑна килесене саланса кайрӗҫ.Дети пошли дальше, благоговейно обмениваясь воспоминаниями о погибших героях.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӑчланнӑ ачасене юлашки хут кам чӗррӗн курнӑ тесе тавлашма тытӑнчӗҫ вӗсем.Потом заспорили насчет того, кто последний видел мальчиков живыми.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Асӑнаканӗ кашниех пӑчланнӑ ачасем ӑҫта тӑнине те тӗп-тӗрӗсех кӑтарта-кӑтарта пачӗҫ.И каждый из говоривших показывал то самое место, где стояли тогда погибшие.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем пурте, хӳме витӗр пӑхса, пӑчланнӑ ачасене хисеплесе, хуллентерех сӑмахларӗҫ: хӑйсем юлашки хут ӑна курнӑ чухне вӑл мӗн-мӗн тунине тата Джо мӗн каланине асӑнчӗҫ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӗскӗн ачам, пӑчланнӑ телейсӗр ача!
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑрман шӑпланнӑ, тӗттӗм ҫӗр чатӑрӗ ҫӗрӗк шурлӑхра путса пӑчланнӑ.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
17. Ҫавӑн пекех тинӗс хумӗсен шухӑшӗ те пӑчланнӑ: вӗсенӗн ҫулне хӑйӑр хӳсе пӳлсе лартнӑ.17. Подобным образом кончился и замысел волн морских, ибо стал песок, и воспрепятствовал им.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1