Поиск
Шырав ĕçĕ:
Володя хӑйне мӑнкӑмӑллӑ, никама та пӑхӑнман евӗр тыткалать.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫӗрпӳрт Песковатски ҫӗрӗ ҫинче никама пӑхӑнман уйрӑм патшалӑх пек туйӑнать.Землянка выглядела независимым государством на песковатской земле.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӑхӑнман тӑшмансенчен тӗлӗннӗ хӗрарӑм конвоирсем тыткӑна лекнисен кашни хусканӑвне сӑнаса пынӑ, французсене вӗсем Сычевкӑран инҫех мар ларакан хулана чиперех илсе ҫитернӗ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
— Темле уполномоченнӑй патне кайрӗҫ… наряд илме, — халӗ ӗнтӗ никама пӑхӑнман пек хушса хучӗ вӑл.— Пошел к уполномоченному какому-то… за нарядом, — уже вполне независимо добавил он.
2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Империализмлӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ҫӗнтерӳ тунӑ нимӗҫсем никама пӑхӑнман государство туса парасса шанса, финсен буржуйӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ывӑлӗсене Швеци урлӑ Германине ҫар ӗҫне вӗрентме вӑрттӑн янӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпӗ йӗркене пӑхӑнман офицер хисепӗнче тӑраттӑм.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унашкал шӑхличсене вӑл вуншар та туяннӑ, темле май та каласа пӑхнӑ, касса та кӗскетнӗ, шывра йӗпетсе хӗвелте те типӗтнӗ, ҫилпе кушӑхтӑр тесе, ҫинҫе ҫиппе ҫыхса маччана та ҫакса пӑхнӑ, анчах нимӗн те пулӑшман: ту ҫыннин шӑхличи хохол чӗрине пӑхӑнман.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗр енче ултӑ пин хресчен, вӗсем хӑйсен сӑран курткисем ҫине Иисус чӗрине тӗрленӗ, ҫаврашка шлепкесем ҫине шурӑ хӑюсем ҫакса янӑ, ҫаннисем ҫине христиан тӗнӗ ҫинчен калакан сӑмахсем ҫырнӑ, пиҫиххисем ҫине четкӑсем ҫакнӑ; вӗсем тупӑсене вӗренпе сӗтӗрнӗ, начар тумланнӑ, дисциплинӑна пӑхӑнман, анчах чӑрсӑр та пурне те тума хатӗр тӑнӑ.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Обшествӑна хӑтарас тӗлӗшпе ӗҫлекен Комитет Симурден гражданина ҫыран хӗрринчи ҫар отрячӗн начальникӗ Говэн гражданин патне никама пӑхӑнман пысӑк полномочиллӗ комиссар туса яни ҫинчен ӗнентерет.
III. Чи вӑрттӑн шухӑшсем хускални // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӗрачасем, пӑхӑнман ҫӳҫӗсене панамкисем айне вырнаҫтарса тата чечексене таптас мар тесе, ним шарламасӑр чӗрне вӗҫҫӗн утрӗҫ, йӗри-тавра мӗн пулнине тимлӗн сӑнама тӑрӑшрӗҫ.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Пастор хӑнасене кӑмӑллӑ йышӑнма вӗрентекен авалхи йӑлана та пӑхӑнман пулас.Пастор, по-видимому, вовсе не признавал старинного гостеприимства.
XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ хама: эсир чӑнах та судьясем, никама пӑхӑнман тӳрӗ ҫынсем, тесе шухӑшлаттартӑм ӗнтӗ:Я уже заставил себя подумать, что вы действительно судьи, люди независимые, честные…
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Пӑрахутсем пӑхӑнман пулсан? — ыйтрӗ Павлин.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл хӑйне никама та пӑхӑнман пек, йӗрӗнчӗклӗреххӗн тытма хӑтланчӗ, анчах унӑн пичӗ хӑй усал та лӑпкӑ мар пулнине палӑртрӗ.Он пытался принять независимый и презрительный вид, но лицо его было злым и напряженным.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пурте вӗсем — Эдвард та, Потоцки те, Иероним атте те — никама пӑхӑнман Польшӑшӑн кӗрешесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах паттӑрлӑх, пархатарлӑх, хӑюлӑх вырӑнне ун куҫӗ умӗнче пӗрне пӗри сутни, ҫынсене асаплантарни, ҫака-ҫака вӗлерни анчах курӑнать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Пуянах пулман вӑл, анчах никама та пӑхӑнман, ҫемьесӗр ҫамрӑк тесен те юрать пулӗ ӑна.Человек он был с небольшим состоянием, но независимый, почти бессемейный.
I // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Голуб пӗлет, — вӑл ҫак пӑхӑнман пӗчӗк атамана йӗркене кӗртмесен, полкра унӑн ячӗ ҫухалать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл, куҫне ҫӗклемесӗр, пӑхӑннӑ пек те, пӑхӑнман пек те кулкалать, кӗскен ҫеҫ хирӗҫ тавӑрать.Она произносила односложные слова, не поднимала глаз и только улыбалась — покорно и упрямо.
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
«Пӗлетпӗр эпир сире пурне те», шухӑшларӗ хӑйне пӑхӑнман хитре хӗрарӑм ҫук тесе шанакан Пирогов, мӑнкӑмӑллӑн кулса.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Фронт тӑракан районри кӗпере тата аслӑ ҫула ҫакӑн пек йывӑр условире вырӑссен вӑйӗпе юсаса эсир шалти тылра: пире пӑхӑнман халӑхсем пурӑнаҫҫӗ тесе ҫыракан ухмахсене ку пӑртак та ун пек марри ҫинчен тӗслӗхпе кӑтартса ӗнентеретӗр, мӗншӗн тесен ӗҫе тӑвасси вӑл ҫав вырӑнта пурӑнакансенчен мар, вӗсене кам ертсе пынинчен килет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.