Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхнине (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ алӑк еннелле пӑхнине курса, Думитру, халичченех кӗнеке шкафӗ ҫумӗнче тӑнӑскер, урай варринерех тухрӗ те Тоня ҫине палласа илеймен пек тинкерчӗ.

Помоги переводом

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тинкерӳллӗ куҫсенче эпӗ ҫынсем Пруткин ҫине ӑна лайӑхрах курас-илтес тесе мар, вӑл ҫапла чӑрсӑррӑн хирӗҫленинчен, татса каланинчен тӗлӗннипе, ҫакна ӑнлансах ҫитейменнипе харӑсах ҫаврӑнса пӑхнине чухласа илтӗм.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пирӗн куҫсем самантлӑха тӗл пулчӗҫ те, йӗкӗт ман ҫине темле асӑрхануллӑн сӑнаса пӑхнине курса илме ӗлкӗртӗм.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Фотографпа шӑкӑл-шӑкӑл калаҫакан Прохор Петрович эпӗ ӑҫталла пӑхнине асӑрхарӗ те ӳсӗркелесе илчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алла ларкӑч ҫине хунине те, тыткаласа пӑхнине те юратмастчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ачасем валли асапланнӑччӗ, — эпӗ ӑҫталла пӑхнине курса, темшӗн кичеммӗн мӑкӑртатрӗ кил хуҫи.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Институт пӗтерсен, района килчӗ, часах хӑй ҫине ҫав управляющи яланах тарӑннӑн пӑхнине туйрӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Темшӗн вӑл ҫавӑнтах куҫне хупса илчӗ, уҫсан — каллех Таня ун ҫине куҫранах пӑхнине курчӗ…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл ман сине темӗнле йӗрӗнсе пӑхнине асӑрхарӑм эпӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗлмен ҫав вӑл унӑн чӑматанне уҫса пӑхнине, унта вӑрӑ-хурах хатӗрӗсем тупнине.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хӗр хире-хирӗҫ пӑхнине тӳсеймесӗр кӗске авӑрлӑ сенӗке ҫӗре ӳкерсе ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗ, ҫунатланса-ҫӑмӑлланса кайнӑскер вӑрӑм авӑрлӑ виҫӗ юплӗ сенӗке ҫавӑрса тытрӗ, ӑна пысӑк утӑ ҫӗклемне тӑрӑнтарчӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта эпӗ командировкӑна пынисенчен хӑш-пӗрисем ӗҫ ҫине сӳрӗккӗн пӑхнине кура кӑштах ҫемҫелтӗм пуль.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Сюльдяшовпа юнашар тӑракан Савантер карчӑк хӑй ҫинелле пӑхнине чӑтаймарӗ, хыҫаларах кайса пытанчӗ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каллех, миҫемӗш хут ӗнтӗ, Укаслу хӑй патька-патша умӗнче тӑнине, ун ҫине Алюнов пӑлханса, кайран вара телейлӗн пӑхнине аса илчӗ.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу унталла та кунталла пӑхнине Килтеш хӗрӗсенчен пӗри асӑрхарӗ:

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп вӑл пӑхнине чӑтаймарӗ, пуҫне усрӗ, унтан ним пулман пек ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша умӗнче хӑй епле тӑнине, унтан вара Алюн пырса кӗнине, уншӑн мӗн тери пӑлханнине, кайран патька-патша ыр сӑмахне илтнӗ хыҫҫӑн, ун ҫине мӗн тери телейлӗ куҫпа пӑхнине аса илчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантра эпӗ сӗтел еннелле тимсӗлсе пӑхнине хуҫа асӑрхарӗ, хӑйӗнчен хур тукмакне туртса илесрен хӑранӑн шартах сикрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темле туйӑм ӑна авӑн хыҫӗнчен, карта хушшинчи ҫурӑкран ун ҫинелле темле мӑшӑр куҫ тинкерсе пӑхнине систерчӗ.

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр хӑй ҫине ҫапла тери нумай ҫын сӑнаса пӑхнине курсассӑн сасартӑк вӑтанса кайрӗ, сиси-сисми хусканупа кӗпине тӳрлетсе аялалла туртрӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней