Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑтӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пӑтӑ (тĕпĕ: пӑтӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӗсемпе калаҫма вӑхӑтне тупатӑн-ха эсӗ, пуҫ ыратать тенине санне питех ӗненмелле мар-ха, пуҫ ыратакан ҫын ӗҫ пӗтнӗ-пӗтмен киле килмелле, ӗнер вара ҫичӗ сехет ҫитрӗ, пӑтӑ пиҫрӗ — эсӗ ҫук.

Помоги переводом

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Анфис аппа кӑмакаран сӗтлӗ пӑтӑ кӑларса лартрӗ, кашнинех турӑх тултарса пачӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӳлӗмне кӗрсе электроплитка лартать, пӑтӑ пӗҫерме пикенет.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫавӑнтах: — Халь хӑна валли эрех кайса тупам-ха. Карчӑк, эсӗ пӑтӑ пӗҫерсе хатӑрле! — хушрӗ арӑмне.

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Теттӗм пулсан, ҫывӑрма выртас умӗн, Чечекпи ун умне пӗр чашӑк пӑтӑ лартрӗ.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Игумен Ахтупайран пӑрӑнса пӑтӑ хуранӗ патне сиксе ӳкрӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чечекпи хӑй хыҫҫӑн хапхана питӗрмен иккен те, хыттӑн калаҫнине илтсе-ши е ҫуллӑ пӑтӑ шӑршине туйса картишне хура та вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑ игумен кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан та ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, амӑшӗ сӗтел ҫине пӗр хуран вӗри пӑтӑ, пӗр чашӑк ҫӑмарта лартнӑччӗ, анчах кил-йышпа йӗркеллӗ ӗҫсе-ҫисе чӳк ирттересси пулмарӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун хыҫҫӑн хурантан темиҫе чара какай антарчӗҫ, сӗтел ҫине чашӑксемпе пӑтӑ лартрӗҫ, алла пурте сӑра курки тытрӗҫ.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Картишӗнче унӑн халӗ те пӑтӑ, пашалу, укҫа хунӑ хаяр чӗресӗ ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашлӑ пӑтӑ консервисемпе пӗрлех хаҫатӑн номерӗсене тата хавхалантаруллӑ ҫыру ӑсатрӗ.

Помоги переводом

Пулӑшу - чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11514-pu ... l-kh-palli

Вӗсемпе те нумай ҫӳренӗ эпӗ ҫак Атӑл тӑрӑх, пӗрле ҫӑкӑр та, пӑтӑ та нумай ҫинӗ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Санӑн пӑтӑ нумай-и паян, чаплӑран та чаплӑ кашевар? — тет казаксенчен пӗри лашине унпа юнашар уттарма тӑрӑшса.

Помоги переводом

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн атте тӑванӗсемпе кукаҫи сӗтел хушшине ларчӗҫ, виҫшер кашӑк пӑтӑ ҫирӗҫ те сӗтел хушшинчен тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукамай сӗтел ҫине пӑтӑ лартрӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукамай васкасах пӑтӑ пӗҫерет.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте валли илсе кайма анне пештӗре икӗ ҫавра чӗл ҫӑкӑр чикрӗ, кашӑк хучӗ, чӗресе, хурантан ҫӑпалапа хыркаласа, сӑтӑркаласа, шӗвӗ пӑтӑ ячӗ, ун ҫине пӗр кашӑк кантӑр ҫӑвӗ сапрӗ те, шурӑ сурпан вӗҫӗпе чӗркесе витсе мана тыттарчӗ, ҫурӑм хыҫне пештӗре ҫакса ячӗ.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана та анне пӗчӗк чашӑкпа пӑтӑ, аш пырса пачӗ.

Помоги переводом

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрте тутлӑ пӑтӑ шӑрши сарӑлнӑ.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӑтӑ е икерчӗ пӗҫермеҫҫӗ вӗсем: ҫу нумай пӗтет.

В его доме никогда не варится каша и не пекутся блины — на них нужно масло!

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней