Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑрахрӑр (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Килӗшрӗ мана, эсир ӑна… кӳренсе пӑрахрӑр.

— Так, мне нравится, что вы… с досадой бросили ее.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн эсир князь патне ҫӳреме пӑрахрӑр?

— Что это вы оставили князя?

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мантӑр, пӑрахрӑр пире!

Забыли, запамятовали совсем!

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эсир вара ун патне пыма та пӑрахрӑр, — ӗсӗклерӗ.

Вы же перестали даже приходить к нему, — всхлипнула.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

«Пирӗнпе чиперех калаҫатӑр акӑ, паҫӑрхи хӗрарӑма мӗншӗн кӑшкӑрса пӑрахрӑр?» — Ҫаплах укҫа ыйтса ҫӳреҫҫӗ, пушар хуралӗ тытса тӑнӑшӑн 400 тенкӗ тӳлемелле тет.

Помоги переводом

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

14. Эсир Сӑваплине, Тӳррине пӑрахрӑр, ҫынвӗлерене ирӗке кӑларма йӑлӑнтӑр, 15. пурӑнӑҫ Пуҫлӑхне вӗлертӗр, Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна эпир хамӑр куртӑмӑр.

14. Но вы от Святого и Праведного отреклись, и просили даровать вам человека убийцу, 15. а Начальника жизни убили. Сего Бог воскресил из мертвых, чему мы свидетели.

Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Эсир Мана пӑрахрӑр — Эпӗ те сире пӑрахӑп; сире, Манран ырӑлӑх ыйтакансене, ырӑлӑх памӑп.

25. Так как вы Меня оставили, то и Я оставлю вас; просящих у Меня милости не помилую.

3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ку хулара эсир нумай ҫыннӑра вӗлерсе пӑрахрӑр, унӑн урамӗсене вилесемпе тултартӑр, тесе калать те.

6. Много убитых ваших вы положили в сем городе и улицы его наполнили трупами.

Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эхер те: «Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, мӗншӗн пире ҫапла тӑвать-ха?» тесе ыйтсассӑн, эсӗ ҫапла хуравла: «эсир Ӑна пӑрахрӑр та хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче ют турӑсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ют ҫӗрте ют ҫынсемшӗн ӗҫлесе пурӑнмалла пулӗ» те.

19. И если вы скажете: «за что Господь, Бог наш, делает нам все это?», то отвечай: так как вы оставили Меня и служили чужим богам в земле своей, то будете служить чужим в земле не вашей.

Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн чухне Одед ывӑлӗ Азария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, 2. Азария вара Асана хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ те каланӑ ӑна: итлӗр мана, Аса, пӗтӗм Иудӑпа Вениамин, эсир Ҫӳлхуҫапа чухне — Вӑл сирӗнпе; Ӑна шыратӑр пулсассӑн, Вӑл тупӑнӗ сирӗншӗн; эхер те Ӑна пӑрахрӑр пулсассӑн, Вӑл сире пӑрахӗ.

1. Тогда на Азарию, сына Одедова, сошел Дух Божий, 2. и вышел он навстречу Асе и сказал ему: послушайте меня, Аса и весь Иуда и Вениамин: Господь с вами, когда вы с Ним; и если будете искать Его, Он будет найден вами; если же оставите Его, Он оставит вас.

2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑн чухне Ровоам патне тата Сусакимран тарса Иерусалима пуҫтарӑннӑ Иудея ҫулпуҫӗсем патне Самей пророк пынӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Мана пӑрахрӑр, ҫавӑншӑн Эпӗ те сире пӑрахатӑп, Сусаким аллине паратӑп, тет, тенӗ.

5. Тогда Самей пророк пришел к Ровоаму и князьям Иудеи, которые собрались в Иерусалим, спасаясь от Сусакима, и сказал им: так говорит Господь: вы оставили Меня, за то и Я оставляю вас в руки Сусакиму.

2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.

8. Прежде нежели они легли спать, она взошла к ним на кровлю 9. и сказала им: я знаю, что Господь отдал землю сию вам, ибо вы навели на нас ужас, и все жители земли сей пришли от вас в робость; 10. ибо мы слышали, как Господь [Бог] иссушил пред вами воду Чермного моря, когда вы шли из Египта, и как поступили вы с двумя царями Аморрейскими за Иорданом, с Сигоном и Огом, которых вы истребили; 11. когда мы услышали об этом, ослабело сердце наше, и ни в ком [из нас] не стало духа против вас; ибо Господь Бог ваш есть Бог на небе вверху и на земле внизу; 12. итак поклянитесь мне Господом [Богом нашим], что, как я сделала вам милость, так и вы сделаете милость дому отца моего, и дайте мне верный знак, 13. что вы сохраните в живых отца моего и матерь мою, и братьев моих и сестер моих, и всех, кто есть у них, и избавите души наши от смерти.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней