Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пырсассӑн, хӑвах куратӑн.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Польшӑна хӗрлисем пырсассӑн, пирӗн халӑх милицийӗ пулса тӑнӑ.Когда в Польшу пришли красные, так у нас народная милиция появилась.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Каялла пырсассӑн, пӑхать: Корней аллинчи ҫурта тухса ӳкме пуҫланӑ, Корнейӑн куҫӗсем сӳннӗ, ӗнтӗ ним те курмаҫҫӗ, кӑкӑрӗ те сывламасть.
V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Кирсанов хӑйӗн тусӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн Лопуховсем патне пырсассӑн хӑй ӑнсӑртран йӑнӑшасран е Вера Павловна ҫине пуҫласа пӑхсассӑн хӗрелсе каясран, е вӑл ун ҫине пӑхма тӑрӑшманни ытла паллӑ пуласран, е мӗн те пулин ҫавӑн пеккинчен хӑранӑ; ҫук, Верӑпа пӗр минутлӑх тӗл пулнӑ хушӑра вӑл питӗ савӑнӑҫлӑ пулчӗ тата унӑн савӑнӑҫлӑ пулма тулли право та пулнӑ: хӑшпӗр вӑхӑта тусӗсенчен уйрӑлмалла пулнӑскер, тахҫанхи тусӗсем патне таврӑннипе савӑнса, ҫын кӑмӑллӑн та ӑшшӑн йӑл кулать, лӑпкӑн пӑхать вӑл, витӗмлӗн те ним шухӑшласа тӑмасӑр калаҫать, ун чун-чӗринче, вӑл калакан шухӑшсемсӗр пуҫне, урӑх нимӗнле шухӑш та ҫук вара, эсир чи усал элекҫӗ-хӗрарӑм пулнӑ тата сирӗн, ун ҫине пӑхса мӗн те пулин ун пек марри ҫав тери тупас килнӗ пулсан та, эсир пурпӗрех ӗҫ ҫукран, хӑйне лайӑх паллакан ҫынсемпе пӗрле каҫхи вӑхӑтне ирттерме хавас ҫынна курнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курман пулӑттӑр.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мускава пырсассӑн ман пата кӗрсе тухӑр.
Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Наступленисем туни тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗмӗрсе тӑкас енӗпе ытларах шанчӑк парать; анчах оборона мелне тытса пырсассӑн, тӗрӗсрех пулать те малтанхинчи пек шикленмеллех те мар…
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗрре, учитель хӑйне вӗрентме кӗтсе тӑракан залӑна пырсассӑн, Марья Кириловна тӗлӗнче, унӑн шуранка сӑн-питӗнче темле именӳллӗ туйӑм пуррине асӑрхарӗ.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
10. Манпа пӗрле тӗрмене хупнӑ Аристарх сире салам ярать, тата Варнава тӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (ун ҫинчен эпӗ сире каланӑччӗ; вӑл сирӗн пата пырсассӑн, ӑна хапӑл тӑвӑр); 11. Иуст теекен Иисус та салам ярать; ӳт кастарнисенчен вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хам пыриччен, аякран та пулин, ҫакна ҫырса ярас терӗм: сирӗн пата пырсассӑн Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкӗмпе хаяр пулмалла ан пултӑрччӗ манӑн, ҫав ирӗке мана ӗҫе пӑсма паман, ӗҫе туса ҫитермешкӗн панӑ.
2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ сире унччен те каланӑччӗ, халӗ те, — тепӗр хут тӗл пулас умӗн, — иккӗмӗш хут пынӑ чухнехи пекех унччен ҫылӑха кӗнисене хытарсах калатӑп: пырсассӑн хӗрхенсе тӑмӑп.
2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ хӑраса тӑратӑп: унта ҫитӗп те — эсир эпӗ курма ӗмӗтленнӗ ҫынсем пек мар иккен, эпӗ те сирӗншӗн — эсир курма ӗмӗтленнӗ ҫын пек мар иккен; эпӗ пынӑ ҫӗре сирӗн хушшӑрта тавлашу, ӑмсану, ҫилленӳ, вӑрҫӑ-харҫӑ, суя, элек, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх ан пултӑрччӗ; 21. сирӗн пата пырсассӑн Туррӑм умӗнче намӑсланас марччӗ; таса мар ӗҫ туса, аскӑнланса, намӑссӑрланса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн халичченех ӳкӗнмесӗр пурӑнакансемшӗн манӑн хуйхӑрса макӑрмалла ан пултӑрччӗ.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Акӑ эпӗ сирӗн пата виҫҫӗмӗш хут пыма та хатӗр, пырсассӑн сире тӑккалантармӑп: мана сирӗнни кирлӗ мар, хӑвӑр кирлӗ.14. Вот, в третий раз я готов идти к вам, и не буду отягощать вас, ибо я ищу не вашего, а вас.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ — сирӗнпе куҫ умӗнче йӑваш, куҫ хыҫӗнче хӑюллӑ Павел — сире Христос йӑвашлӑхне, Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса ӳкӗтлетӗп: 2. хӑшӗ-пӗрисем пире ӳт еккипе пурӑнакан вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсене эпӗ хамӑн хӑюлӑхӑма кӑтартма хатӗр; астӑвӑр, сирӗн пата пырсассӑн, манӑн чӑнах та ҫавӑн пек тумалла ан пултӑрччӗ.
2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Манӑн сирӗнпе мухтанни ҫак ӗҫре ахаль ан пултӑрччӗ, эпӗ каланӑ пек, эсир хатӗрленсе тӑрӑсӑрччӗ тесе, эпӗ сирӗн пата тӑванӑмӑрсене ятӑм: 4. хампа пӗрле Македони ҫыннисем пырсассӑн, вӗсем эсир хатӗр маррине курсан, пирӗн (сирӗн ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ!) ҫапла шанса мухтаннӑ хыҫҫӑн намӑса юлмалла ан пултӑрччӗ терӗм.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен ҫыртӑм та: сирӗн пата пырсассӑн, хама савӑнтарас ҫынсем пирки кулянмалла пулас марччӗ терӗм; ¦¦ эпӗ савӑнни сире пурсӑра та савӑнтарать пулӗ тесе, эпӗ сире пурне те шанса тӑратӑп.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Астӑвӑр, хӑвӑр патӑра Тимофей пырсассӑн, унӑн сирӗн патӑрта хӑраса пурӑнмалла ан пултӑр: вӑл та ман пекех Ҫӳлхуҫа ӗҫне тӑвать.
1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пырсассӑн, вара эпӗ, хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене ҫырусем парса, эсир панине Иерусалима леҫме ярӑп.
1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ унта хам пырсассӑн вӑл тӑвакан ӗҫсем ҫинчен астутарӑп, вӑл пире усал сӑмахпа хӑртать, кунпа ҫеҫ ҫырлахмасть-ха, тата хӑй те ӗненекен тӑвансене йышӑнмасть, йышӑнас теекенсене те чарса тӑрать, ӗненекен ушкӑнран хӑваласа ярать.
3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр, 11. вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сирӗн ҫакӑ пулсассӑн, ҫакӑ хушӑнса пырсассӑн, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлни ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пулӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.