Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Матвеичпа Сергей Николаевич ҫул ҫине пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ.
14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Марунич, хӑй вырӑнне юлма юлташне ӳкӗтлесе ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн, сунара пуҫтарӑнма тытӑнчӗ: кӗрӗк, кӑҫатӑ, ҫӑмламас ҫӗлӗк, алса тӑхӑнчӗ, япаласем турттармалли йытӑсене пуҫтарса, вӑрӑм пиҫиххипе кӑкарчӗ те, пӑшалне йӑтса, ҫула тухрӗ.
Уссӑр пӑтӑрмах // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 84–87 с.
Регистраци тунине паллӑ тума тепӗр темиҫе кунтан пӗрле пуҫтарӑнма та юрать.Отметить регистрацию праздничным столом можно и несколькими днями позже.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ахаль кӑна пуҫтарӑнма шутланӑ чухне ҫынна ӑнсӑртран тӗл пулсан е телефонпа хӑнана чӗнме юрать.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хурал пӳрчӗ тавра халӑх пуҫтарӑнма та ӗлкӗрнӗ.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Анчах ачасем вырӑн ҫинчен тӑрсанах васкаса пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ.
Тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шӑрттан Имечӗпе хӑрах алӑллӑ Ҫанат ял халӑхне, ӑшӑ вырӑнтан вӑратса, тимӗрҫӗ лаҫҫи патне пуҫтарӑнма евитлесе тухрӗҫ.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Аттене ҫӗр виҫҫӗре куҫне хуптартӑм та, тата пӗр вуннӑ пуҫтарӑнма кирлех пуль тетӗп-ха…Отцу своему я в сто три глаза-то закрыл, так что с десяток лет думаю еще прихватить.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Телеграмма илсен, Валерий пуҫтарӑнма тытӑннӑччӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тӗлӗнмелле ҫын тавра пурне те пӗлме ҫунакансем пуҫтарӑнма тытӑннӑ: малтан шкула каякан ачасем, унтан приказчиксем, кайран Дэбльтоун хӗрарӑмӗсем, пасарсемпе лавккасенчен таврӑнаканскерсем, — пӗр сӑмахпа каласан, ыйхӑран вӑранса, хӑйсен кулленхи ӗҫне тума тытӑннӑ Дэбльтоун ҫыннисем, пурте палламан ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе, чугун ҫул станци ҫывӑхӗнчи хула сачӗн площадкине пыра-пыра кайнӑ…
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Халӑх та пуҫтарӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ, пурте ҫакӑннӑ ҫынна курнӑ, пӗр полици ҫеҫ («кун пекки чи лайӑх полиципе те пулма пултарать» тесе ҫырнӑ каярахпа хӑш-пӗр хаҫатсенче ҫак ӗҫ ҫинчен) нимӗн те пӗлмен.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Анна ассӑн сывласа илнӗ те пӗр сас-хурасӑрах пуҫтарӑнма тытӑннӑ.
XIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хуркайӑк вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те пуҫтарӑнма тытӑнчӗ.Журавушка вскрикнула, рванулась с постели, начала собираться:
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Сунарҫӑ ҫула пуҫтарӑнма тытӑнчӗ.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Джим нимӗн те ыйтса тӑмарӗ, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, вӑр-вар пуҫтарӑнма тытӑнчӗ — питӗ хытӑ хӑраса ӳкрӗ вӑл.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анна Васильевна килте ларма юратни ҫинчен вулакан пӗлет ӗнтӗ; анчах та, тепӗр чухне, унӑн мӗнле те пулин кулленхинчен урӑхларах ӗҫ, мӗнле те пулин тӗлӗнмелле partie de рlaisir туса ирттерес шухӑш пырса кӗнӗ; тата ҫав partie de рlaisir мӗнле чӑрмавлӑрах пулнӑ, вӑл ҫавӑн чухлӗ ҫине тӑрса хатӗрленнӗ, ыттисене пуҫтарӑнма хистенӗ; Анна Васильевна хӑй мӗн чухлӗ пӑлханнӑ, ҫавӑн чухлӗ унӑн кӑмӑлне кайнӑ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пуҫтарӑнма команда пачӗҫ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Вӗҫтер Соколов патне, — хушрӗ вӑл мана, — кала ӑна, пуҫтарӑнма хушрӗҫ, те.— Отправляйся к лейтенанту Соколову, — приказал он, — и скажи, что есть команда собираться.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тепӗр кунне хавасланса кайнӑ, ҫӳҫне тураса якатнӑ (ку пире ҫавӑн пек туйӑнчӗ) Соколов пире пуҫтарӑнма хушрӗ:
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Аҫу шӑнкӑравларӗ, пуҫтарӑнма хушрӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.