Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑшӗ ыратнине пӑхмасӑрах Карлай юмӑҫ панӑ япаласене пуҫтарчӗ те Валтиел хирне тухса утрӗ.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Карчӑк картишӗнчи кантӑра ҫине ҫакнӑ курӑк тымарӗсене пуҫтарчӗ те килне кӗрсе ҫухалчӗ.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Савин мучи, илӗм-тилӗмпе тӑрса, чи малтан сада тухрӗ, шап-шур тӑкӑнса тулнӑ панулмисене пӗр пысӑк кунтӑ пуҫтарчӗ, ҫилпе чӗрӗлнӗ улмуҫҫи турачӗсене, аманнӑ салтака хӗрхеннӗ пек, сар тӑмпа шӑлса хуппа чӗркесе ҫыхрӗ, тӗкӗсемпе тӗкӗлерӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Ула-Тимӗр пур-ҫук хӑюлӑхне пӗр чӑмаккана пуҫтарчӗ те ҫепӗҫҫӗн хускатрӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ираида Васильевна кайнӑ хыҫҫӑн хӗрача чашӑк-тирӗксене пуҫтарчӗ, турилкке ҫине вӗри шыв ярса горчичнике йӗпетрӗ те кинемей ҫурӑмӗ ҫине ҫыпӑҫтарса хучӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лена вучах умӗнче шыв ӑшӑтрӗ те чашки-ҫӑпалисене ҫуса тасатрӗ, чӳречери тусана пуҫтарчӗ, урайне те супӑнь шывӗпе сӗрсе тухрӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Иккӗлле ҫивӗтленӗ ҫӳҫне пӗр ҫивӗт туса хыҫалалла пуҫтарчӗ, ҫийӗнчен виҫ кӗтеслӗ пӗчӗк шурӑ тутӑр ҫыхрӗ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ултук аппа тул ҫутӑличченех ыйхӑран вӑранса тумланчӗ те вырӑнне пуҫтарчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Фретич комитет членӗсене пуҫтарчӗ:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Горовиц васкамасӑр тетрачӗсене пуҫтарчӗ те, директор тӗлӗнчен лӑпкӑн утса иртсе, класран тухса кайрӗ.Вызванный тихонько собрал тетради и, прошагав мимо директора, спокойно вышел из класса.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Малти парта хушшинче ларакан Пенишора ура ҫине тӑчӗ, унтан тетрачӗсене хӑвӑрт пуҫтарчӗ те, надзиратель сиввӗн пӑхнинчен шикленнипе васкамасӑр алӑк патнелле утрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл тек выртаймарӗ, хурлӑхлӑ аса илӳсене манас тесе, хӑвӑрт сиксе тӑчӗ, ҫӑвӑнчӗ, тумланчӗ, сӗтел ҫинче сапаланса выртакан хутсене пуҫтарчӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Натюш сӗтел ҫинчен пуҫтарчӗ те Макар патне кӗчӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пушӑ вӑхӑтра Богуцкая, хӗрсемпе пӗрле килӗрен киле ҫӳресе, фронт валли ӑшӑ тумтирсем пуҫтарчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Килсен иккӗмӗш куннех вӑл курорта кайнӑ аппӑшӗпе йыснӑшӗ килне хӑй ҫуралнӑ кун ячӗпе хӑна пуҫтарчӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Кӗтерук васкаса ӗҫне пуҫтарчӗ, Лукарье панӑ парнене саппун айне пытарса, пӳртрен тухрӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак кун спортӑн ку тӗсӗ вӑрнарсемпе район хӑнисене пӗтӗмпе виҫӗ матча пуҫтарчӗ.
Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan
Химик кунӗ ячӗпе Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ хӑйӗн тусӗсене каллех пысӑк уява пуҫтарчӗ.
Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan
Надежда Бабкина концерчӗ ҫак кун 3 пин ытла ҫынна пуҫтарчӗ.
Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler
— Хӗр кӗнчелине кӑпӑр-капӑр пуҫтарчӗ те, тем хушӑра хуран айне чӗртсе яма та ӗлкӗрчӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.