Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
Ӑна пуян теме юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл пуян мар, чухӑнрах та; анчах хӑр чухӑн тесе те калаймӑн, мӗншӗн тесен унран чухӑнраххисем те нумай.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пуян пурӑнатӑр, пуян, — терӗ капитан, камӑнне илесси ҫинчен шухӑшлакаласа.– Богато живёте, богато живёте, – говорил капитан, неторопливо примеряясь, у кого бы взять табачку.
11 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
9. Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр; 10. пуян хӑй кӗҫӗне юлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл хирти чечек пекех пӗтсе ларӗ: 11. хӗвел тухса сарӑлать те, шӑрӑх пулать, курӑк шӑрӑхпа типсе каять, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать — пуян та ҫапла хӗвӗшӳллӗ ӗҫӗсемпех пӗтсе ларать.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: чӑн калатӑп сире: пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме хӗн; 24. тата калатӑп сире: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Чухӑн ҫынна ӑсне кура, пуян ҫынна пуянлӑхне кура хисеплеҫҫӗ: 34. чухӑн чухне хисеплӗ ҫын пуяна тухсассӑн мӗн тери хисеплӗрех пулӗ?
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл хӑйне ӗҫекен мӗнпур ҫынна ӑсран кӑларать; 19. вӑл патшапа тӑлӑх-турат ӑсне те, чурапа ирӗклӗ ҫын ӑсне те, пуянпа чухӑн ӑсне те пӗр пек тӑвать; 20. кирек мӗнле ӑса та хӗпӗртӳпе савӑнӑҫа ҫавӑрать, ҫын вара нимӗнле хуйӑха та, нимӗнле тивӗҫе те астумасть, 21. пур чӗрене те пуян туса ярать вӑл, вара никам та патша ҫинчен те, пуҫлӑх ҫинчен те шухӑшламасть; кирек кама та вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗ ҫинчен калаҫма хистет.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа вара Давид патне Нафан [пророка] янӑ, лешӗ ун патне пынӑ та каланӑ: пӗр хулара икӗ ҫын пулнӑ, пӗри — пуян, тепӗри — чухӑн; 2. пуяннин вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та питӗ йышлӑ пулнӑ, 3. чухӑннин вара пӗртен-пӗр сурӑхсӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӑл ӑна путеклех туяннӑ та ҫитерсе ӳстернӗ, ҫак путек унӑн ачисемпе пӗрле ӳснӗ; унӑн ҫиес ҫӑкӑрне ҫинӗ, унӑн алтӑрӗнчен ӗҫнӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ҫывӑрнӑ, вӑл уншӑн хӗрӗ пекех пулнӑ; 4. пуян ҫын патне ҫулҫӳрен кӗнӗ те, лешӗ ҫулҫӳрен валли [апат] хатӗрлеме хӑйӗн сурӑхне е вӑкӑрне хӗрхеннӗ, вӑл ӗнтӗ чухӑнӑн сурӑхне пуснӑ та ҫав ҫын валли апат хатӗрленӗ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
...Ҫӗрме пуян Ротшильд барон каланӑччӗ пулас: «Йӳнӗ япаласем туянмашкӑн эпӗ аплах пуян мар».
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Вӑйлӑ ҫынпа ан кӗреш, пуян ҫынпа ан тавлаш, теҫҫӗ вӗт пуянсем.
Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Аслӑ хӗрачи пӗр пуян патӗнче тарҫӑра пурӑннӑ, ҫав пуянӑн тимӗр кӑвак лаши те пулнӑ.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫак вӑй халиччен никам кӗмен чӑтлӑхсенелле хӑюллӑн ӑнтӑлать-ыткӑнать, шывсен юхӑмне тӗпчесе палӑртать, наян пирӗншӗн паллӑ мар мӗн пур юхан шыв-кӳлле уҫать, тусене виҫет те шутласа тухать, флорӑна фаунӑна тӗпчет, Европа музейӗсене пуянран та пуян коллекцисемпе пуянлатать, тискер йӑхсен мӗн пур юррине те кӗввине нотӑсене куҫарать, вӗсен юмах-халапне, легендисене ҫыра-ҫыра илет, вӗсен йӑли-йӗркине, вӗрӳ-суру чӗлхине тишкерет, вӗсене ал ӗҫне, ремесласене вӗрентет, ҫӗрпе тӗрӗс усӑ курма хӑнӑхтарать.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сана пула ман ума кам-кам кӑна килсе пуҫҫапмарӗ пулӗ: мӗнпур шляхсенчен чи лайӑх дворянсем, пуянран та пуян пансем, графсем тата ют ҫӗршыв баронӗсем, чи маттур рыцарьсем килсе пуҫҫапрӗҫ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кам пуян мар, вӗсене пӑхӑнтаракан хуҫа пур: фабрикӑра та, гимназире те пурпӗрех пуянсене сутӑннӑ служащисем пуҫ пулса тӑраҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсӗ ҫӗнни, тата пуян ачи, — пуянсенчен учитель шырамасть.Ты новенький и богатый, — с богатых учитель-то не взыскивает…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Анчах эсӗ пӗлместӗн-и: Лепид — консул ҫеҫ мар вӗт, вӑл пуян ҫын та-ҫке, санӑн патронунтан та пуянтарах ҫын вӑл!— Да ты не знаешь разве, что Лепид не только консул, но и богач, он богаче твоего патрона!
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫак тӗллевпе пирӗн пуянран та пуян ҫӗр-шывпа усӑ курмалла; вӑл — Лизиазира тӑвӗсен леш енче, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса арканнӑ хыҫҫӑн халӗ унта никам та пурӑнмасть.
Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пуянсен йӑхне-ялне Ытла пуян пулнӑшӑн Ылтӑн-кӗмӗл валеҫет.Раздаёт он серебро и злато, Всё богатым людям в награду, За то, что они, богатеи.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑшӗ пуян та чирлӗ; хӑшийӗн сывлӑх та пур, анчах пит чухӑн; хӑшӗ пуянне те пуян, сывлӑхӗ те пур, анчах арӑмӗ усал; хӑшин тата ачисем ӑнман.
Кӗпе // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пуян сослови ҫыннисем хӑйсене пуянсемпе кӑна кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ тыткаланӑ.
Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.