Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уйрӑмлӑх ҫакӑ ҫеҫ пулнӑ: шкулта вӗсене ирӗксӗр пӗрлештерсе тӑнӑ, кунта вӗсем ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ирӗкӗпе пӑрахса тӑван килӗсенчен тарса килнӗ; кунти ҫынсен майӗнчен ӗнтӗ пӑяв ҫакӑнса тӑнӑ, вӗсем унтан хӑтӑлса вилӗм вырӑнне пурӑнӑҫ тупнӑ, чӑн-чӑн ирӗк пурнӑҫа тупнӑ, кунти ҫынсем хӑйсен ырӑ кӑмӑллӑ йӑли тӑрӑх кӗсйисенче пӗр пус укҫана та тытса тӑма пултараймаҫҫӗ, кунти ҫынсем ку таранччен червонеца ҫеҫ пуянлӑх тесе шутланӑ, халӗ ӗнтӗ вӗсен кӗсйисене мӗн те пулин кӑларса ӳкересрен хӑрамасӑрах тавӑрса пӑхма пулать: арендатор-жидсем вӗсене такҫанах пушатнӑ ӗнтӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл скелетӑн кӗсъисене пушатнӑ тата шӑтӑкри укҫана чавса кӑларнӑ, унӑн заступӗн аврине тупнӑ мӗн эпир шӑтӑк тӗпӗнче.Это он обобрал скелет и выкопал из земли деньги, это его рукоятку от заступа видели мы на дне ямы.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Эсир пур арчасене те пушатнӑ, тата мӗн пултӑр ӗнтӗ манӑн?— Ведь вы же все сундуки вытряхнули, что еще может быть у меня?
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пушатнӑ хыҫҫӑн айӑплӑ куҫӗсемпе пӗрре Мукуҫ мучи еннелле, тепре Нина еннелле вӗлт пӑха-пӑха илчӗ вӑл (сӗннӗ-сӗнмен хӑналаннӑран аванмарланчӗ ахӑр).
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Повар пушатнӑ тирӗксене илсе тӑчӗ, вӗсем вырӑнне ҫӗннисене иле-иле килчӗ.Повар то и дело вносил новые блюда и убирал пустые тарелочки.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
2013 ҫулта черетлӗ парламент суйлавӗ иртнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫак должноҫа пушатнӑ.В 2013 году оставил должность в результате очередных парламентских выборов.
Сали Бериша // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... 1%88%D0%B0
Унӑн партине суйлава выляса янӑ хыҫҫӑн тепӗр уйӑхран Бериша президент постне пушатнӑ, партие ертсе пыма пуҫланӑ.Через месяц после поражения его партии Бериша ушёл в отставку, продолжая возглавлять партию.
Сали Бериша // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... 1%88%D0%B0
«Сталин юлташ кучченеҫӗ», теҫҫӗ пирӗн партизансем, самолётсем ҫинчен тупӑсем, противотанковӑй пӑшалсем, автоматсем, снарядсемпе патронсем, медикаментсем тата ҫи-пуҫ пушатнӑ май.
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫӗр варринче ачасем часовоя вӗлернӗ те, машинӑна хӑвӑрт пушатнӑ.Глухой ночью ребята сняли часового и быстро разгрузили машину.
Юр тарӑнччӗ… // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Хӗрхенме пӗлмен аттесен хыткукарлӑхне пула тата законсем ҫирӗппине пула эпир хамӑрӑн чи лайӑх ҫамрӑклӑха чухӑнлӑхра ирттеретпӗр, пушӑ ӗмӗтсемпе асапланатпӑр! — хушрӗ Луций Бестия, тин ҫеҫ пушатнӑ эрех куркине чӑмӑртаса.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Мӗнех, ахӑртнех, пӗчченех вӗҫме тивет, — терӗ те Лось пушатнӑ куркине лартрӗ, тутине ал тупанӗпе сӑтӑрчӗ, — Ҫӗре пӑрахса хӑварас кӑмӑллисем сахал… —
Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ӗҫ ҫук чухне ҫав урамри ҫынсем баржасемпе пароходсем ҫинчен ваккӑн вӑрлама та йӗрӗнместчӗҫ, анчах ҫавӑншӑн эпӗ хӑраса тӑмастӑм, — эпӗ кураттӑм: кивӗ сӑхмана кӑвак ҫиппе ҫӗлесе тухнӑ пек, пӗтӗм пурӑнӑҫа та вӑрлассипе витӗрех тӗрлесе тухнӑ темеллеччӗ, ҫав вӑхӑтрах тата эпӗ кураттӑм: ҫав ҫынсем хӑш-хӑш чухне хӑйсен вӑйӗсене хӗрхенмесӗр ним шутсӑр хавхаланса ӗҫлетчӗҫ, ун пеккисем хыпаланса тавар пушатнӑ чухне, пушарсенче, пӑр кайнӑ чухне пулкалатчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫиччӗмӗш, саккӑрмӗш тата тӑххӑрмӗш ӗмӗрсенче Англи сахалтан та ҫичӗ пысӑк патшалӑхран тӑнӑ, вӗсене 200 яхӑн патша ертсе пынӑ пулнӑ, вӗсенчен 16% вӗлернӗ, ҫавнашкал процентах ҫапӑҫура пуҫне хунӑ, 33% патнелле ирӗксӗрлемесӗр астула пушатнӑ.
Археологсем Британире IX ӗмӗрти чи авалхи патша ҫуртне тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29141.html
Курнӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, машинӑна чылай ҫӗрле пушатнӑ.Машина разгружалась, как показали очевидцы, поздним вечером.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ыран канмалли кун, эсир те пӑрахут пушатнӑ ҫӗрте пулӑшма пултаратӑр…Завтра выходной день, и вы сможете даже помочь при разгрузке…
Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӑна тыткӑна лекнисем, карап ҫинчи япаласене пушатнӑ вӑхӑтпа усӑ курса, мӗнпур кӗсменсемпе ишсе уҫӑ тинӗселле тарса ӳкме ан пултарччӑр тесе сыхланма ҫапла тунӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Иртенпех пушатнӑ вӗсем тавар турттаракан платформӑсене вокзалсенче, складсенче вутӑ купаласа шаршанланӑ, урамсене тасатнӑ.
Комсомол // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Шӑтӑка вара хӗвелҫаврӑнӑш тултарнӑ… ӑна ҫыран хӗррине тӑрӑннӑ ҫунса пӗтеймен карапран пушатнӑ пулнӑ.В яме был насыпан грызовой подсолнух из приткнутого у берега полусгоревшего сейнера.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Алӑк патнерех — винтовка патронӗ тултарнӑ ещӗксем, нумай пулмасть пулас пушатнӑ «цинки».Ближе к выходу — ящики с винтовочными патронами и, очевидно, недавно опорожненные «цинки».
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тупӑсем аякра пенӗ-ха, снаряд ҫурӑлнисем те тӗпсакайӗнче пӑтавккаран улма пушатнӑ евӗр кӑна хуппӑн илтӗннӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.