Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хыҫалта пыракан салтаксем ҫул ҫинче тупнӑ Шауна йӑтса килчӗҫ; вӑл пӗр путӑкра выртнӑ-мӗн, чирлӗ тата ҫав тери вӑйсӑр тесе тупа тусах ӗнентересшӗн.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Эппин, паян эпӗ ҫывӑраймастӑп! — пӗлтерчӗ Давенант Галеран хыҫҫӑн пӳлӗме кӗрсе тӑрса; стенасене симӗс хитре хут ҫыпӑҫтарнӑ, стена ӑшӗнчи тарӑн путӑкра кравать ларать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах унӑн тулли пичӗ ҫинчи кашни путӑкра ырӑ кӑмӑл палӑрнӑ, вара вӑл часах пӗр камерӑран тепӗр камерӑна ҫырусем пама пуҫланӑ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Стена ҫине тунӑ путӑкра хрустальтен тунӑ графинсем, бокалсем, турилккесем йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Унӑн шӑмӑллӑ, сарӑхнӑ пичӗ ҫине ҫуткам сарӑ сухал ӳссе ларнӑ, ҫӑварӗ кӑштах уҫӑлнӑ, куҫӗ ҫамки айнелле путса кӗнӗ те ҫав тӗттӗм путӑкра чирлӗ ҫыннӑнни пек куҫ ҫутӑлса тӑрать.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тарӑн путӑкра Кубань тӗксӗм йӑлтӑртатни курӑнчӗ, ун хӗррипе шӑналӑк пек сад пахчи хуралса выртать, е тӗттӗм пӗлӗт айӗнче станица курӑнса каять, унта-кунта чӳречесенче хӑй ҫути курӑнать, мӑрьесенчен тӗтӗм мӑкӑрланать.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ваня часовой ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, ун умӗнче, чул путӑкра, хунар ҫунса ларать.Ваня показал издали на часового, стоявшего возле каменной ниши, из которой светил фонарь.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вара хӑй те пуҫне усрӗ, икӗ ӗмкӗч хушшинчи тарӑн путӑкра тар пӗрчи пуррине курса, ӑна аллипе шӑлса пӑрахрӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Вӑл темле тӳрех лӑпланма пултарчӗ, ҫавӑнпа та халӗ, казаксем пӗр шавсӑр ун майлӑ пулнине туйса, лӑпкӑ та сӗмсӗррӗн кулать, тарӑн путӑкра ларакан кӑвак куҫне хӗсет.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1