Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

путса (тĕпĕ: пут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалта куҫӗсем пушшех путса кӗнӗ ун.

И без того глубоко посаженные глаза провалились вовсе.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Анчах ҫурхи шыв йӑтӑнса анчӗ те, путса вилес тесен ҫула ҫуран тухма та юрать.

— Ну, ежели хочешь утонуть, можно и пешим — в половодье в самый раз.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗлле е ҫуркунне пулнӑ пулсан татахчӗ темелле — ҫил-тӑманра аташса кайнӑ е ҫурхи шывра путса вилнӗ тейӗччӗҫ.

Будь настоящая зима или весна, можно было бы предположить, что замерзла в пургу или утонула в вешнем половодье.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пичӗ мӗнле путса кӗнӗ ав.

Своей бледностью,

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара тукшанне майӗпен ҫӗклесе шарт ҫапрӗ те, шалҫа ҫурри таран путса кӗчӗ.

с размаху вбил его почти наполовину.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫын пытарнӑ вырӑн-мӗн те вӑл, тӑпри путса аннӑ пулас.

очевидно, это была провалившаяся могила.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пичӗ путса кӗнӗ, тути хуралса ларнӑ.

Глаза у парня глубоко запали, губы, чувствуется, сухие, даже почернели.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Амӑшин тӑпри путса ана пуҫланӑччӗ…

Вон могила матери уже осела…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл вӑтӑрсенчен те иртеймен пулас-ха, пичӗсем пӗркеленме ӗлкӗрне, куҫӗсем путса кӗнӗ.

Ему, пожалуй, нет еще и тридцати, а лицо все в морщинах, глаза потухли, провалились.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унӑн пичӗсем ырханланса путса кӗнӗ, пысӑк куҫӗсем — суранланнӑ лашанни пек.

Щеки его ввалились, большие глаза полны боли и отчаяния, какие бывают у смертельно раненной лошади.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пысӑк куҫӗ унӑн путса кӗнӗ, сӑнӗ тӗксӗмленсе хуралса ларнӑ, мӑкӑрӑларах тӑракан пӗчӗк тути куштӑркаса ҫуркаланса пӗтнӗ.

Большие глаза ее почему-то впали, лицо посерьезнело, слегка выпяченные губы пересохли и потрескались.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиванӑн путса кӗнӗ пичӗ сасартӑк кӑвакарса кайрӗ.

Бледное лицо Ухтивана покрылось нехорошей синевой.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Картиш енӗ ҫаплах ҫӗре путса тӑрать, ҫавӑнпа пӗчӗк пӳрт урамалла чӑркӑшса пӑхнӑ евӗр курӑнать.

Задняя ее часть осела в землю, и кажется, что она упирается, как упрямая лошадь.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗни путса вилсен Яриле ӑна кам та пулин киремете сулнӑ тенӗ.

Кто-то сказал ему, что на него киреметь рассердился, потому, мол, и корова сгинула.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗркунне Ярилен пӗртен-пӗр ӗни шурлӑха путса вилнӗ.

Осенью утонула в болоте единственная корова.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук пуҫне каҫӑртса юлташӗ ҫине пӑха-пӑха илет, унӑн путса кӗнӗ пит ҫӑмартийӗсемпе куҫӗсене сӑнать.

Ивук, поминутно вскидывая голову, разглядывает худое, с ввалившимися щеками лицо Ухтивана, стараясь узнать в нем своего друга детства, и не узнает.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук хыҫҫӑн ҫурални, вун ик ҫулхи чӗлхесӗр Ярмул, ҫулла шыва кӗнӗ чух ашшӗ куҫӗ умӗнчех пӗвене «путса» вилнӗ…

Родившийся после Ивука немой Ярмул «утонул» двенадцати лет от роду летом на речке, прямо на глазах у отца…

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Каларӗҫ, эп шыва-мӗн ӳкнӗ, Тӳрех ҫухалнӑ тет путса.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Лешсем те яланхи пек аннене пулӑшмалла тесе хыпӑнса ӳкмерӗҫ, шухӑша путса, иккӗн икӗ чӳрече патӗнче пӗр хускалмасӑр ларчӗҫ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнӗ ҫул пӗр пулӑҫӑ ҫапла кимӗ айне пулса путса вилнӗ тетчӗҫ…

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней