Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

путать (тĕпĕ: пут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лонгрен шухӑша кайса шӑпланас-тӑвас тӑк Ассоль чӑтӑмсӑррӑн: «Ну, татах кала», — тет те тӗлӗнмелле тӗлӗке пуҫӗпех путать, ашшӗн кӑкӑрӗ ҫинчех ҫывӑрса каять.

 — «Ну, говори еще», — просила Ассоль, когда Лонгрен, задумавшись, умолкал, и засыпала на его груди с головой, полной чудесных снов.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӗрача шухӑша путать.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Анчах тунсӑх иртсе кайсан Лида каллех аса илӳсен ытамне путать, малтанхи савнийӗпе ирттернӗ самантсене аса илет.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Стаканри шыва ик-виҫӗ тумлам чӗркӗмӗл тумлатсан, чӗркӗмӗл ҫав самантрах стакан тӗпне путать: чӗркӗмӗл ахаль шывран темиҫе хут йывӑр.

Если мы в стакан с водой бросим несколько капелек ртути, они тотчас упадут на дно, так как ртуть тяжелее воды.

Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ҫӗр лаптӑк, тенӗ вӗсене, Ҫӗр хӗрринче Пӗтӗм тӗнче океанӗ питӗ пысӑк шывсиккине ӳксе ҫухалать, Ҫӗр хӗррине ишсе ҫитекен карап вара тӗпсӗр вырӑна анса каять те путать, тесе ӗнентернӗ.

Их уверяли, что Земля плоская и на краю ее Всемирный океан падает в пропасть огромным водопадом. Корабль, который доплывет до края Земли, свалится в бездну и погибнет.

Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Путать, апла пулсан, — терӗ лӑпкӑн Сучок.

— Ну, так утонет, — равнодушно заметил Сучок.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Путать!..

Топко!..

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫак тӗлте шыв тӗпӗ юшкӑнлӑ, путать.

Дно здесь было топкое, илистое.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑл пӗр вырӑнтах ҫуталса тӑрать пек — ҫапах та шав инҫете каять, юрлӑ каҫ ӑшне, сивӗ тӗтре ӑшне путать.

Он был будто недвижен — и все-таки уходил все дальше и дальше, в снежную ночь, в мерзлый туман.

1 сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унтан путать

И утонет…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вара эпӗ «шерш» (шыра тени пулать) сӑмах вырӑнне «путать, ҫӑл» тесе калама пуҫларӑм.

Тут я слово «шерш» (ищи) переменил на «спасай».

Пицци-водолаз // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Подполковник тарӑн шухӑша путать.

Подполковник задумался.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пирускине тивертет те, нумайччен, карта ҫинчен куҫӗсене илмесӗр, темӗнле тарӑн шухӑша путать.

Прикурит и долго стоит, не отходя, тоже косится на карту.

Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Халӗ пирӗн пӑрахут путать ӗнтӗ, терӗ Гриц, ӑна пӑр хӗссе лартса ватать, терӗ.

А потом Гриц сказал, что наш пароход сейчас потонет, потому что его лёд поломает.

Эпир челюскинла выляни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл вара шыв тӗпнех путать.

А он на самое дно потонет.

Якорь // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ, кимӗ путать пуль, тесе шутларӑм, анчах вӑл путмарӗ.

Я думал, лодочка утонет, а она не утонула.

Пӑрахут килни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Шыва сӗтӗрсе кӗрет те, вӑкӑр, мӗскӗнскер, путать, кайран крокодил ӑна ҫисе ярать.

Утянет в воду; бык, бедный, потонет, а потом крокодил его съест.

Люба крокодилтан хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗлӗт ҫине тарма юрамасть — пӗлӗт ҫинче тытӑнса тӑраймасть вӑл, шыва пытарма юрамасть — путать.

На небо нельзя — не удержится он на облаках; в воду тоже нельзя — потонет.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫапла пулин те: хӑйӑр чӗрчун мар, ӑна шыва пӑрахсан — вӑл яланах тӗпне путать, кӑна Егорка лайӑх пӗлет — хӑех те вӑл миҫе хутчен шыва хайӑр ывӑҫласа пӑрахнӑ, яланах вӑл тӗпнелле анса каятчӗ.

И все-таки: песок ведь не живой, и, если его бросить в воду, он всегда тонет, это Егорка знает твердо — сколько раз он сам швырял пригоршни песка в реку, и каждый раз тот сразу же шел ко дну.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кирек мӗнле матери пекех — лӑпкӑлӑх шыраса ӑс-тӑн кӑштах ыйха путать, урӑхла каласан — хӑвӑртлӑхне тамалтарать.

Ища покоя, как всякая материя, разум впадает в некоторый сон, то-есть становится более замедленным.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней