Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: иҫӗм сапакине сӗткен тулса ҫитсессӗн: «ан амант ӑна, вӑл — пиллӗхлӗ» теҫҫӗ; Хамӑн чурамсемшӗн Эпӗ те ҫапла тӑвӑп, пурне те пӗтермӗп, 9. Иаковран вӑрлӑх хӑварӑп, Иудӑна Хамӑн тӑвӑмсен еткерҫи тӑвӑп, ҫакна Эпӗ суйласа илнийӗсем тивӗҫ пулӗҫ, унта Манӑн чурамсем пурӑнӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Санӑн пур ывӑлна та Ҫӳлхуҫа вӗрентӗ, ывӑлусем пурӑнӗҫ тӑнӑҫлӑн, татуллӑн.13. И все сыновья твои будут научены Господом, и великий мир будет у сыновей твоих.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл Хӑй вӗсене шӑпа кӑларса панӑ, Унӑн алли ҫав ҫӗре вӗсене виҫсе уйӑрса панӑ; вӗсем унта ӗмӗрӗпех хуҫаланӗҫ, ӑруран ӑрӑва ҫавӑнта пурӑнӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара манӑн халӑхӑм тӑнӑҫлӑ вырӑнта, шанчӑклӑ ял-хулара, телейлисем канлӗх куракан ҫӗрте пурӑнӗҫ.18. Тогда народ мой будет жить в обители мира и в селениях безопасных, и в покоищах блаженных.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Тир хулине ҫитмӗл ҫул, пӗр патшан кунӗсем чухлӗ, манса пурӑнӗҫ.15. И будет в тот день, забудут Тир на семьдесят лет, в мере дней одного царя.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пушхир кайӑкӗсем ҫеҫ пурӑнӗҫ унта, ҫурчӗсене ӳхӗ-тӑмана сӑрӑнӗ; страуссем пырса иленӗҫ унта, ҫӑмламассисем сиккелесе ҫӳрӗҫ унта.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: хӑшӗ те хӑшӗ ӗне тата икӗ сурӑх тытать, 22. ҫавӑ, сӗчӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑран, хӑйма ҫисе пурӑнӗ; ҫак ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем вара хӑймапа та пылпа тӑранса пурӑнӗҫ.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа ыррисенӗн ҫулӗпе ҫӳре, тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗнчен ан пӑрӑн: 21. ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсем пурӑнӗҫ, унта таса чӗреллисем юлӗҫ; 22. йӗркесӗр ҫынсене вара ҫӗр ҫинчен пӗтерӗҫ, шанчӑксӑррисем тӗппипех кӑкланӗҫ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӑслӑлӑх урамра кӑшкӑрса калать, хулари уҫӑ вырӑнсенче сассине хӑпартать, 21. шавлӑ халӑх хушшинче вӗрентет, хула хапхи умӗнче сӑмах калать: 22. «эй тӗттӗм ҫынсем, хӑҫанччен тӗттӗмлӗхе юратӑр? сӗмсӗрсем хӑҫанччен сӗмсӗрлӗхпе киленӗҫ? ухмахсем хӑҫанччен пӗлӗве кураймасӑр пурӑнӗҫ?
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла! тӳрӗ ҫынсем Санӑн ятна аслӑласа тӑрӗҫ; айӑпсӑррисем Санӑн умӑнта пурӑнӗҫ.14. Так! праведные будут славить имя Твое; непорочные будут обитать пред лицем Твоим.
Пс 139 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Санӑн чурусен ывӑлӗсем ҫакӑнта пурӑнӗҫ, вӗсен вӑрлӑхӗ Сан умӑнта тӗреклӗ тӑрӗ.29. Сыны рабов Твоих будут жить, и семя их утвердится пред лицем Твоим.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Навуходоносор, пӗтӗм ҫӗр патши, сывӑ пултӑр, унӑн патшалӑхӗ те сывӑ пултӑр, вӑл сана пур чуна та сыватма янӑ, мӗншӗн тесессӗн сан урлӑ ӑна ҫынсем ҫеҫ мар пӑхӑнса тӑрӗҫ, сан вӑю урлӑ хирти тискер кайӑксем те, выльӑх-чӗрлӗх те, тӳпери кайӑксем те Навуходоносорпа унӑн килне парӑнса пурӑнӗҫ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эппин, хӑвӑр валли ҫак юрӑ [сӑмахӗсене] ҫырса илӗр, ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрент, ӑна вӗсен чӗлхи-ҫӑварне хыв: ҫакӑ юрӑ Мана Израиль ывӑлӗсем ҫинчен пӗлтерсе тӑтӑр; 20. Эпӗ вӗсене, хӑйсен ашшӗсене тупа тунӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан [ырӑ] ҫӗршыва илсе кӗрӗп; вӗсем унта тӑраниччен ҫисе тутӑ пурӑнӗҫ, мӑнтӑрланса кайӗҫ, урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнӗҫ те вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнӗҫ, Мана йышӑнмӗҫ, [хӑйсене халалланӑ] Манӑн халалӑма пӑсӗҫ; 21. хӑйсене нумай-нумай инкекпе хӗн-асап ҫитсессӗн, ҫак юрӑ вӗсене айӑплаканӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫак юрӑ вӗсен [ҫӑварӗнчен тата] вӗсен тӑхӑмӗсен ҫӑварӗнчен тухаймӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсемпе [пӗр ҫав тӗлӗшрен] анчах килӗшӗпӗр, вара вӗсем пирӗнпе пӗрле пурӑнӗҫ, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.