Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн. 17. Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн. 18. Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар. 19. Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ. 20. Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ырӑ арӑм упӑшкине савӑнӑҫ кӳрет, ун пек упӑшка ӗмӗрне татуллӑ пурӑнса ирттерет; 3. ырӑ арӑм — ырӑ шӑпа: вӑл Ҫӳлхуҫаран хӑракансене еткерлӗхе тивет; 4. ун пек арӑмпа пуянни те, чухӑнни те кӑмӑллӑ, пичӗ-куҫӗ те яланах хаваслӑ вӗсен.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑмӑлу пулсассӑн, ӳкӗтсене уяса пурӑнӑн, Турра юрӑхлӑ пурӑнса, тӳрӗлӗхе сыхласа хӑварӑн.15. Если хочешь, соблюдешь заповеди и сохранишь благоугодную верность.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вилӗмлӗ этем хӑйӗн ҫылӑхлӑ аллипе вилӗ япала тӑвать, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн туррисенчен лайӑхрах: ҫын пурӑнса курать, лешӗсем вара — нихӑҫан та.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турра пӗлмесӗр аташса пурӑнни вӗсемшӗн ҫителӗксӗр пулнӑ, вӗсем тата, тӗттӗмлӗхӗн хаяр кӗрешӗвӗнче пурӑнса, ҫав пысӑк усаллӑха тӑнӑҫлӑх тенӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳрӗ пурӑнса Турра юрӑхлӑ пулнӑран Вӑл ӑна юратать, ҫылӑхлисем хушшинче пурӑннӑскере Хӑй патне илет, 11. унӑн ӑстӑнне усаллӑх ан арпаштартӑр е унӑн чунне ултав ан илӗрттӗр тесе ӑна Хӑй патне куҫарать.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Йӗркесӗр ҫынсене хӑйсем ӗрчевлӗ пулни те усӑ кӳмест, аскӑн арлӑ-арӑмлӑ ҫынсен хунавӗсем тарӑн тымар яраймаҫҫӗ, вӗсен никӗсӗ тӗреклӗ пулаймасть; 4. турачӗсем вӑхӑтлӑха ешерсессӗн те, тӗрекӗ ҫуккипе, ҫил вӗрнӗ-вӗрменех силленме пуҫлӗҫ, кассӑн-кассӑн ҫил килсен тымарӗпех тӑпӑлса тухӗҫ; 5. черченкӗ турачӗсем хуҫӑлса пӗтӗҫ, ҫимӗҫӗ усӑсӑр, апат валли пиҫсе ҫитейменскер, пачах юравсӑр пулӗ: 6. йӗркесӗр пурӑнса ҫуратнӑ ачасем ӗнтӗ хӑйсен ашшӗ-амӑшне тӗпченӗ чухне вӗсен аскӑнлӑхне кӑтартакан кӳнтелен пулӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑн харам пурӑнӑҫунта юратнӑ арӑмупа пурӑнса килен, ӑна сана Турӑ ҫӗр ҫинчи харам кунусенче пӗрле пурӑнма панӑ: ку вӑл — пурӑнӑҫун шӑпи, ҫӗр ҫинче тӑвакан ӗҫӳсен шӑпи.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Этем пурӑнӑҫӗнче — ӗмӗлке пек пурӑнса ирттерекен хӗвӗшӳллӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗнче — уншӑн мӗн лайӑххине кам пӗлме пултарӗ?
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Тӳрӗ ҫын ӗмӗрне те хавшаса ӳкмӗ, ҫылӑхлисем вара ҫӗр ҫинче пурӑнса кураймӗҫ.30. Праведник во веки не поколеблется, нечестивые же не поживут на земле.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
80. Санӑн йӗркӳпе пурӑнса манӑн чӗрем таса тӑринччӗ, эпӗ намӑсланмӑпинччӗ.80. Да будет сердце мое непорочно в уставах Твоих, чтобы я не посрамился.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иов ватӑлса ҫитсе, тӑраниччен пурӑнса вилнӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӳнкӗрпе кӗсле кӗввине янӑратса, шӑхличӗ каласа савӑнаҫҫӗ; 13. ӗмӗрне телейлӗ пурӑнса ирттереҫҫӗ те ҫӗр тӗпне те сасартӑк, ҫӑмӑллӑн, анса каяҫҫӗ.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Патша, вӗсемшӗн ырӑлӑхна туса ҫитер: вӗсен кунҫулне сывлӑхлӑ, савӑнса, ырӑ кӑмӑллӑн пурӑнса ирттермелле ту, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
81. Халӗ вара хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр, 82. ҫакӑ ҫӗр ҫинче тӗпленсе, унӑн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ачӑрсене еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, нихӑҫан та вӗсемпе килӗшӳ ан шырӑр, тенӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Халӗ ӗнтӗ пирӗн эсир те ҫавӑн пек усалран та усал ӗҫ туни ҫинчен, ют ҫӗр арӑмӗсемпе пурӑнса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗни ҫинчен илтсе тӑмалла-и? терӗм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир Санӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр, 11. Эсӗ вӗсене пире Хӑвӑн чурусем, пророкусем, урлӑ панӑ, Эсӗ каланӑ: «эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр таса ҫӗр мар, вӑл ют халӑхсен тасамарлӑхӗпе, вӗсен йӗрӗнчӗкӗсемпе вараланнӑ, вӗсем ҫӗре пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех ирсӗрлетнӗ. 12. Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр; ҫав ҫӗрӗн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ывӑлӑрсем валли еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, вӗсене ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сунӑр» тенӗ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Суя тӗнлӗ ҫынсен нӗрсӗр йӑли-йӗркипе пурӑнса, священниксен пуҫлӑхӗсем те, халӑх пуҫлӑхӗсем те ҫылӑха нумай кӗнӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Ҫӳлхуҫа Иерусалимра тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ирсӗрлетнӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иодай ватӑлса ҫитнӗ, вӑл тӑраниччен пурӑнса вилнӗ: вилнӗ чухне вӑл ҫӗр вӑтӑрта пулнӑ.15. И состарился Иодай и, насытившись днями жизни, умер: сто тридцать лет было ему, когда он умер.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Виҫӗ ҫул пурӑнса ирттернӗ, Сирипе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пулман.1. Прожили три года, и не было войны между Сириею и Израилем.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.