Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрманта питӗ сахалӑн пурӑнакан хир сыснисене тата ҫырансенчи пиншер пингвинсене шутламасан, утравсем ҫинче пурӑнакансенчен ҫаксем ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫырансенче пурӑнакансенчен темӗн чухлӗ тӗпчесе тухсан та, кирли ҫинчен нимех те пӗлеймерӗҫ.Самые тщательные расспросы береговых жителей ни к чему не привели.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Фронт тӑракан районри кӗпере тата аслӑ ҫула ҫакӑн пек йывӑр условире вырӑссен вӑйӗпе юсаса эсир шалти тылра: пире пӑхӑнман халӑхсем пурӑнаҫҫӗ тесе ҫыракан ухмахсене ку пӑртак та ун пек марри ҫинчен тӗслӗхпе кӑтартса ӗнентеретӗр, мӗншӗн тесен ӗҫе тӑвасси вӑл ҫав вырӑнта пурӑнакансенчен мар, вӗсене кам ертсе пынинчен килет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кӑнтӑрла ҫӗрпӳртре пурӑнакансенчен пӗри те унран мӗн те пулин кулянса-ӳпкелешсе каланӑ сӑмах илтмерӗ, хӑй, ав, ҫӗрлесенче тӑтӑшах шарт сиксе ыйхӑран вӑранса кайрӗ, питне-куҫне аллипе сӑтӑркаларӗ — питҫӑмартисемпе ҫур ҫул хушшинче ӳссе кайнӑ ҫӑра сухалӗ вара йӗп-йӗпе куҫҫуль.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Халӗ эпӗ, — терӗ вӑл тепӗр хут, — тепӗр чухне виҫӗ ҫыншӑн ҫисе, ыттисем ҫинчен шухӑшламасӑр пурӑнакансенчен те телейлӗрех.— А сейчас, — повторила она, — я иной раз счастливее тех, кто ест в три рта и на других не смотрит.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Казаксем пуш-пушӑ урамра сайра хутра ҫеҫ вырӑнта пурӑнакансенчен пӗр-пӗр кӑмӑлсӑр сӑнлӑ, хӑранипе сехри хӑпнӑ этеме тӗл пулаҫҫӗ; анчах вӑл та пулин чарӑнса-туса тӑмасть, пӑшаллӑ ҫынсене курнӑ-курман ӑҫта та пулин тарса пытанма васкать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Гитлеровецсем каменоломньӑра пурӑнакансенчен хӑранине вӗсем лайӑх курнӑ; халӗ каменоломня патне пыма та ҫук: йӗри-таврах ҫавӑрса илнӗ, пур ҫӗрте те часовойсем тӑраҫҫӗ, ӑҫта килнӗ унта фашистсен патрулӗсем ҫӳреҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗр подъездра пурӑнакансенчен пӗри ӑна ҫапӑнса иртсе кайрӗ.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Унта пурӑнакансенчен никам та пӗлӗт ҫинчи усала систерекен паллӑсене те, вут ҫӑмхисене те, сасартӑк тӗнче тӗттӗмленнине те курман, курнине те астумасть, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем ӗрчемеҫҫӗ; саранча вӗҫсе ҫитеймест; хытӑ мӗкӗрекен арӑслансем те, тигрсем те, упасемпе кашкӑрсем те пулмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта вӑрмансем ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кахал, айван, маншӑн ик айкки те тӑвайкки тесе пурӑнакансенчен йӗплесе кулнӑ пулсан, вырӑс наукипе культурине аталантарассишӗн тӑрӑшакан пултаруллӑ ҫынсене Алексей Николаевич яланах хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ун вырӑнне тӑван кӗтесрен тахҫанах ҫунат хушса тухса кайнӑ ентешсем ял сӑн-сӑпачӗшӗн, илемӗшӗн кунта пурӑнакансенчен кая мар пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ староста.
Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07
- Тунмастӑп, Тутарстанра эп ҫулталӑкра пилӗк-ултӑ хут пулатӑп, республикӑра пурӑнакансенчен нумайӑшне пӗлетӗп.- Должен признаться, я бываю в Татарстане 5-6 раз в год и знаю многое о республике.
Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№
Сӑваплӑ юхӑма районта пурӑнакансенчен чылайӑшӗ чун ыйтнипе хутшӑнать: шкул хатӗрӗсем, уяв кучченеҫӗ пырса парать.
Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ялта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ темиҫешер тӗрлӗ хаҫат-журнал ҫырӑнса илет.
Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Анчах эпир паянах ҫак ӳкерчӗке куратпӑр: нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен ытларах та ытларах пайӗ хӑйсен харпӑрлӑхӗ ҫине яваплӑн пӑхни палӑрать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Пахчисенчи, ҫӗр пайӗнчи анасем ҫинчи тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра, типӗ курӑка тасатнӑ хыҫҫӑн ялсенче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ вырӑнтах ҫунтарать, ҫавӑнпа ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫинче вут-кӑвар алхасма пултарать.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
17. Эй тӑванӑмсем, эсир ман пек пулма тӑрӑшӑр, пирӗн пек пурӑнакансенчен курса пурӑнӑр.17. Подражайте, братия, мне и смотрите на тех, которые поступают по образу, какой имеете в нас.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пушӑ сӑмаха хӑпартланса каласа, вӗсем аташса пурӑнакансенчен кӑшт анчах уйӑрӑлнӑ ҫынсене ӳт кӗленине тума, аскӑнланса пурӑнма ҫавӑраҫҫӗ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Этемӗн тепӗр этеме курас килӗ, унӑн сассине илтес килӗ, 29. мӗншӗн тесессӗн хулара пурӑнакансенчен вунӑ ҫынран ытла мар тӑрса юлӗ, ялсенче пурӑнакансенчен пӗр иккӗн юлӗҫ, вӗсем чӑтлӑх катара, ту ҫурӑкӗнче пытанса пурӑнӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.