Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах та хӑй пуринчен ытла халӑх тӗррисене юратнине туйса, Иваново облаҫӗнчи химико-технологически техникума, пир-авӑр пичетлекен ӳкерчӗксем тума вӗрентекен уйрӑма кайса кӗнӗ.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Кузнецова юлташ, республикӑра пуринчен малтан Мануковскипе Гиталов меслечӗпе ӗҫлесе, пысӑк лаптӑк ҫинче кукурузӑна алӑ вӑйӗпе усӑ курмасӑр туса илме тытӑннӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
«Ҫӳхе» сӑмах та, пуринчен ытла тата «типӗтнӗ пулли» пире питӗ хурлантаратчӗ, шухӑшлаттаратчӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Иртнӗ ҫулсенче пирӗн писательсем пуринчен ытла хамӑр пурӑнакан вӑхӑт ҫинчен, хамӑрпа тантӑш ӑру — коммунизм тӑвакансен мухтавлӑ ӑрӑвӗ — ҫинчен пайтах ҫӗнӗ произведенисем ҫырчӗҫ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Кусем, чӑваш халӑхӗн кунӗ-ҫулӗнчи паллӑ тапхӑрсене, ҫав тапхӑрта ирӗклӗхшӗн ҫӗкленнӗ кӗрешӳри-ҫапӑҫури халӑхӑн вӑй-хӑватне, халӑхӑн ӑс-тӑнӗ мӗнле улшӑннине сӑнласа кӑтартас вырӑнне, пуринчен ытла чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-сӑли, тӗшмӗшӗ-пӗтмӗше, ҫийӗ-пуҫӗ тата этнографиллӗ ытти ҫинчен каласа пама мӗн ӑсталӑх ҫитнӗ таран пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫленӗ пек пулса тухрӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Вӑл пуринчен те паттӑр.
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Хӑҫан та пулин ӑна та ҫапла масар ҫине йӑтса килӗҫ, сивӗ шӑтӑка чикӗҫ — ҫулла пулӗ-и вӑл, шартлама сивӗ хӗл кунӗ-и — пӗрре вӑл та ӗмӗр-ӗмӗр таврӑнмасла вилсе выртӗ, пуринчен ытла пытарма тӑванӗсем ҫукки шухӑшлаттарать Укане.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйсен кассинче пуринчен малтан унӑн мӑрйинчен шурӑ тӗтӗм юпи тӳпенелле кармашрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуринчен ытла Ылтӑн Петрукӗшӗн кӗтмен япала пулчӗ ку.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Марье-ҫке ку! Пире Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чух ҫак хӗрарӑм пуринчен ытларах савӑнчӗ, Микулайпа пӗрле Ҫӗпритунсен пуянлӑхне ҫилпе салатрӗ! Турӑ пӳрни ҫитрӗ иккен. Акӑ вӑл хӑех Ҫепритун аллине килсе ҫакланчӗ!» — тем пек савӑнса йӑлкӑшса илчӗ ватӑ кашкӑрӑн ҫунса кӑмрӑкланнӑ чӗри.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуринчен ытла хӗрсем калаҫрӗҫ:
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Нимӗҫсем комсомолецсене пуринчен малтан ҫакаҫҫӗ», — терӗ вӑл мана.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуринчен ытла Кулюккана лекнӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуринчен ытла ирхине, Пушкӑрт енчи тусем хыҫӗнчен хӗвел хӗрелсе тухнӑ чух.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрӑм Палюк хӑй пуринчен малта хӑлаҫланса пырать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуринчен ытларах — сӗт-турӑх.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Михха пуринчен малтан экипаж ҫинчен анчӗ, касса патне пычӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пуринчен малтан Юхин вӑранса сехечӗ ҫине пӑхрӗ те поезд тапранса каяс вӑхӑт ҫывӑхарнине аса илчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сӑра пуринчен ытла барона килӗшрӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппанпа Матӗрне пуринчен малта утса пычӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.