Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулӑшать (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аманнӑ салтаксене пулӑшать, ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелет.

Помогает раненным солдатам, дарит новую жизнь.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Чӑваш Ен географи тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑ, республикӑра политика лару-тӑрӑвӗшӗн тӑнӑҫлӑх кӑтартуллӑ, промышленноҫ хӑвачӗ пысӑк, тивӗҫлӗ инфратытӑм аталаннӑ, ӑста та пӗлӳллӗ специалистсем ҫителӗклӗ, патшалӑх бизнеса пулӑшать — ҫак тата ытти услови Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне тивӗҫтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Юрлани-ташлани, юлташсемпе тӗл пулни пурнӑҫра нумай пулӑшать, пуҫа усма памасть.

Песни-танцы, встреча с друзьями много помогает в жизни, не дает унывать.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсем йывӑрлӑха лекнӗ ҫыннӑн ыйтӑвне социаллӑ ӗҫченсем пек кӑна мар, психолог, педагог, юрист, социолог, медик пулса та уҫӑмлатмашкӑн май тупма пултарни, професси ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫаврӑнӑҫулӑх кӑтартни обществӑри кӑткӑслӑха ҫемҫетме, вун-вун ҫыннӑн чӗринче шанчӑк хӗлхемне вӑй илме пулӑшать.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Ҫак тӗс ҫынра хавхалану туйӑмне вӑйлатать, ӑс-хакӑла тарӑнлатма пулӑшать.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫак ят ӑна вӑй-хӑват парать, усал-тӗселтен сыхлать, малалла аталанма пулӑшать.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Лашана юратса ӳсни сана паян клипсем калӑплама та, «Чӑваш амаҫыннисем» фильмра выляма та пулӑшать.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Кашни кандитатшӑн сасӑлани, пире Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн малашнехи суйлавӗсенче тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшать, - палӑртать Николай Малов.

Помоги переводом

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Малтанхи сасӑлава хатӗрленни республикӑра пурӑнакансене ытларах мӗн хумхантарнине пӗлме, тӗрлӗ ыйтӑва татса пама пулӑшать.

Помоги переводом

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Алена Аршинова федерацин «Ачасене – ача сачӗсем» парти проектне, Патшалӑх Думин вӗрентӳ комитечӗ ҫумӗнчи шкулчченхи вӗрентӳ енӗпе тимлекен Эксперт канашӗн ӗҫ-хӗлне ертсе пырать, ҫавӑн пекех студентсене, преподавательсене ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшать.

Помоги переводом

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кун пек чухне вӗсене «Россельхозбанк» акционерсен обществи тӗрлӗ тӗслӗ кредитсем парса пулӑшать.

Помоги переводом

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Тухтӑрсем шӑла мӗнле сипленине, ытти процедурӑна пурнӑҫланине курни сывлӑхпа шӳтлеме юраманнине ӑнланма, теприсене професси суйлама та пулӑшать.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫакӑн пек ӗҫлени производство калӑпӑшне тивӗҫлӗн ӳстерме май парать, ӗҫшӗн кирлӗ пек тӳлеме тата хӑтлӑ ӗҫ условийӗсем йӗркелеме пулӑшать.

Это закономерно приводит к повышению объемов производства, росту уровня оплаты труда и созданию комфортных условий работы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Унсӑр пуҫне ҫакӑ эпӗ маларах асӑнса хӑварнӑ ҫивӗч ыйтӑва – ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвассине чакарассине – татса парас ӗҫре пулӑшать.

Кроме того, это поможет и в решении проблемы, о которой я говорил ранее, - подростковой преступности

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Йывӑрлӑхсенчен тухма пӗлӳ ҫуртне кам пулӑшать? Ҫитӗнӗвӗсем мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ҫакӑн ҫинчен пӗлес шухӑшпа шкул директорӗпе Елена ЯКОВЛЕВӐПА калаҫу пуҫартӑмӑр.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Хӗрлӗ тӳремре паян Чӑваш Ен аталанӑвӗпе ырлӑхӗшӗн ӗҫлекен ҫынсем тӗл пулчӗҫ. Тӑрӑшуллӑ та пуҫаруллӑ ӗҫ ҫеҫ Чӑваш Ене малалла аталанма тата чечекленме, Раҫҫее вара вӑйлатма пулӑшать», — палӑртрӗ Алена Аршинова.

Помоги переводом

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пирӗн районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр та патшалӑх ун умне лартнӑ тӗллеврен пӑрӑнмасӑр малалла аталанать, ҫынсене ӗҫлӗ пулма пулӑшать.

Помоги переводом

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӳсен-тӑрана хӑвӑртрах аталанма пулӑшать.

Помогает быстрее развиваться растениям.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

Ҫак тытӑмра 17 ҫул вӑй хуни - инструктор-ревизор, тӗп бухгалтер тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пысӑк ӑсталӑх пухни ӑна паянхи ӗҫе те ҫӑмӑллӑнах кирлӗ пек йӗркелесе пыма пулӑшать.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ватлӑхри склерозран ҫӳллӗ анӑс курӑкӗ /девясил/ лайӑх пулӑшать.

Помоги переводом

Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней