Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20. «Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21. Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22. Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23. Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавна вуласа пире хуравласассӑн, эсир аван тунӑ пулӑттӑр» тенӗ ҫав ҫырура.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑхсем хушшине пӑхӑр-ха, тимлӗрех тинкерӗр-ха, вара хытӑ тӗлӗнетӗр эсир: сирӗн ӗмӗрте Эпӗ акӑ ҫакӑн пек ӗҫ тӑвӑп, ун ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмен те пулӑттӑр.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Иерусалим хӗрӗсем, тархаслатӑп сире: манӑн савнийӗме тӗл пулсассӑн, мӗн каланӑ пулӑттӑр ӑна? эпӗ юратӑвӑмпа халсӑрланнӑ тесемӗр.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.