Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултарчӗҫ (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тин хӑтасем, хӗрсем кулнине итле-итле, тепӗр пӳлӗме тухма пултарчӗҫ, унта вара вӗсем ҫамрӑк кӑптӑрӑн пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ.

Только теперь сваты, сопровождаемые дружным девичьим хохотом, могли выйти в другую комнату и потолковать там без всяких помех о будущей жизни молодых.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Сирӗн шӑллӑр пӗтӗм халӑх илтмелле шавларӗ, кӑшкӑрашрӗ; вӑрттӑн калаҫма тесе, ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе питӗрӗнсе ларнӑ, анчах килхушшинчи тарҫӑсемпе горничнӑйсем кӑна мар, ямшӑксем те пурте илтме пултарчӗҫ.

Ваш племянничек шумел и орал на весь дом; заперся, для секрету, в спальню, а не только лакеи и горничные, — кучера всё слышать могли!

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Юрать-ха пирӗн шоферсем — куна эпир хамӑр куҫпа куртӑмӑр, кайран комвзвод та ҫирӗплетрӗ, — хӑйсен машинисене ҫулӑм витӗрех ялтан илсе тухма пултарчӗҫ.

Хорошо хоть — мы видели это своими глазами, а потом и комвзвода подтвердил, — что шоферам удалось под огнем вывести из деревни наши машины.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ачамсем, хаклӑ ачамсем, мана ыталама пултарчӗҫ!..

Мои дети, мои дорогие дети раскрыли мне объятия!..

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Одинцова ҫурчӗн крыльци ҫинче кил пӑхакан хӑйсене сиввӗн тухса илнине курсанах, туссем кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗ шухӑша парӑннипе хӑйсем йӑваш тунине тавҫӑрса илме пултарчӗҫ.

Уже по тому, как их встретил дворецкий на крыльце одинцовского дома, приятели могли догадаться, что они поступили неблагоразумно, поддавшись внезапно пришедшей им фантазии.

XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫапла, вӑл япала манӑн чӑнах та ҫук; анчах ҫак япаласем мана геологи енӗпе, тӗслӗхрен, тусен форми тӗлӗшӗнчен интереслентерме пултарчӗҫ.

Да, во мне действительно его нет; но эти виды могли меня заинтересовать с точки зрения геологической, с точки зрения формации гор, например.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫаплах калама пултарчӗҫ, ман умра каларӗҫ.

Так они говорить изволили, при мне говорили-с.

VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ҫавӑнтанпа вӗсем Валерипе кашни кунах тенӗ пек курса калаҫма пултарчӗҫ — кунран кунах вара яшсен иккӗшин чӗринче те хыпса илнӗ вут вӑйлӑран вӑйлӑрах ҫуна пуҫларӗ; ҫапах та Валери иккӗшинчен пӗрне те маларах хумарӗ, иккӗшӗ те килсе ҫӳрени ӑна килӗшетчӗ пулас.

С тех пор они почти каждый день могли видеть Валерию и беседовать с нею — и с каждым днем огонь, зажженный в сердцах обоих юношей, разгорался сильнее и сильнее; однако Валерия ни одному из них не оказывала предпочтения, хотя присутствие их ей, видимо, нравилось.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Темиҫе эрне иртсен, хӑйсен тивӗҫлипех ырӑ ятне пула, вӗсем тӑлӑх арӑмӑн питӗрӗнсе ларан пӳртне кӗме пултарчӗҫ; вӑл вӗсене хӑйсем патне килсе ҫӳреме ирӗк пачӗ.

Несколько недель спустя благодаря доброй славе, которой они пользовались по праву, им удалось проникнуть в труднодоступный дом вдовы: она позволила им посещать ее.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Засада начальникӗ шӑп пулма хушакан командӑсене ытла хытӑ кӑшкӑрса каланине пула ҫеҫ вӗсем вӑхӑтра аяккинелле пӑрӑнма пултарчӗҫ.

Помоги переводом

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Вӗсем аран-аран — унта та пулин акӑлчан офицерӗ тӑвӑр кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ сылтӑм урине ӑратлӑ кӗсрин яп-яка хыркӑчланӑ йӑлтӑркка купарчи ҫине ҫӗклесе хурсан тин — пӗр-пӗринчен пӑрӑнса иртме пултарчӗҫ.

Они с трудом разъехались, и то лишь тогда, когда англичанин положил правую ногу, туго обтянутую крагой, на лоснящийся, гладко вычищенный круп своей породистой кобылицы.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Иккӗшӗ ҫеҫ чип-чиперрӗн ишсе каҫма пултарчӗҫ: пӗри, ула йӑрӑмлӑ матрос тельняшкине тӑхӑнни, — вӑйлӑ ишекенскер курӑнать — чӑнкӑ ҫыран тӑрринчен пуҫӗпе аялалла чӑмрӗ те шывра ҫухалчӗ, Дон варрине ҫитерехпе тин ҫиеле ишсе тухрӗ.

Только двое перебрались благополучно: один в полосатой матросской тельняшке — как видно, искусный пловец — вниз головой кинулся с обрывистого берега, погрузился в воду и вынырнул чуть ли не на середине Дона.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗске вӑхӑтрах вӗсем «Шевле ҫути» альманах кӑларма пултарчӗҫ.

За короткое время они смогли издать альманах «Луч света».

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Икӗ дружинник ҫавӑнтах лашасене йӗвенӗсенчен ярса тытрӗҫ, анчах кӗпер леш енче ҫеҫ чарма пултарчӗҫ.

Двое дружинников схватили лошадей под уздцы, остановили уже на той стороне моста.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку тӗлте пирӗн танксем Скирманово патне тухма пултарчӗҫ те типӗ вар тӑрӑх чавса тултарнӑ блиндажсене гусеницисемпе аркатрӗҫ.

Наши танки не могли здесь прорваться в Скирманово и гусеницами уничтожали вдоль оврага вражеские блиндажи.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Оборонӑри ҫапӑҫусенче пирӗн танкистсем майне пӗлсе кӗрешрӗҫ: разведка та турӗҫ, тӑшмана тапӑнас шутпа хӑйсене палӑртмасӑр пытанса ларма та пултарчӗҫ, кирлӗ чухне тӑшман атакине хирӗҫ атакӑсем те турӗҫ…

В оборонительных боях наши танкисты действовали умело: и разведку вели, и устраивали засады, и контратаковали противника, когда надо было…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь ӗнтӗ Андрее, темиҫе сехет хушши пӗр канмасӑр хаяррӑн ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, хӑйне лайӑх пӗлекеннисем ҫеҫ палласа илме пултарчӗҫ.

Теперь, после многих часов напряженного боя, его трудно было узнать.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑмӑл тӑвакансем фельдшерсене хӑйсен юн пусӑмне виҫтерме пултарчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Ҫак темиҫе ҫеккунтра этем чеелӗхӗн, юла юппин те мӗнпур пытарнин пӗтӗм чикки-чӑрмавӗ уҫӑлса, сарӑлса кайрӗ тейӗн, вӗсем пӗр-пӗрин чунӗсенче мӗн пуррине ирӗккӗнех вулама пултарчӗҫ.

В эти несколько секунд между ними точно раздвинулись все преграды человеческой хитрости, притворства и непроницаемости, и они свободно читали в душах друг у друга.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӗсем кунта иртсе килнӗ ҫулпа ҫынсем те тухма пултарчӗҫ пуль; кунтан ав арман та инҫе мар.

А на дороге, которой они шли сюда, наверное, уже появились путники; к тому же недалеко от нее стояли мельницы.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней