Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен вӑл Бунчука хӗрхенме ҫеҫ пултарчӗ, тата чӗринчи, тулалла сӑрхӑнса, вӗри юратӑвӑн тарӑн ҫӑл куҫӗ тапса тӑчӗ.Под конец было лишь сострадание к Бунчуку да бился, просачиваясь наружу, глубинный родник любви.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аннӑн тутисем чӗтрерӗҫ пулин те, чӑтӑм ҫитерсе, шӑпланса тӑчӗ; ӑна чӗререн хӗрхеннипе ҫеҫ вӑл пурне те ҫирӗппӗн тӳссе ирттерме пултарчӗ.У Анны дрожали губы, но она сдерживалась, замолкала; потворствуя ему, терпеливо сносила все.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл кӗсре йывӑрӑшӗ туртса илнӗ ҫуна, ҫӗрлехи ҫӑлтӑрсен ҫуттинче яп-яка тупанӗсене йӑлтӑртаттарса, чӑнках ҫӳлелле ҫӗкленнине, унтан хурарах симӗс авӑра хӑвӑрт чӑмса ҫухалнине ҫеҫ курма пултарчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗрӗн питне тутӑрпа кӗптесе ҫыхнӑ, ҫавӑнпа та Григорий унӑн тинкерсе пӑхакан, ҫавнашкалах йӑм хура куҫне ҫеҫ курма пултарчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анна ҫинчен тапратса калаҫас кӑмӑл халӗ ун пӗтӗм чун-чӗрине тытса илчӗ; вӑл вара ҫав тери пысӑк тӳсӗмлӗх ҫитернипе ҫеҫ ҫак туртӑма ирттерсе яма пултарчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Корнилов унӑн сӑмахӗсене пуҫа усса чӑтӑмсӑррӑн итлесе ларчӗ; анчах ҫак хушӑрах вӑл вичкӗн куҫӗпе Лукомскин сивлек пичӗ ҫине хытӑ пӑлханнӑран тапса тухнӑ пӑч-пач хӗрлӗ йӗрсене уҫҫӑн асӑрхама пултарчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Атарщиков ҫинчен шухӑшланӑ май, Листницкий пӗртен пӗр ҫакна ҫеҫ тавҫӑрса илме пултарчӗ: Атарщиков халӗ хӑйӗн чунӗнче тӑвӑлса тулнӑ хирӗҫӳсене татса памалли тӗрӗс ҫула шыраса асапланать, казакла туйӑмсене большевикла шухӑшсемпе ҫыхса хурса сыпӑнтарма хӑтланать.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӳтсе ҫитнӗ ҫиллине аран-аран чарнипе кӑна вӑл пӳрнине револьвер спускӗ ҫумӗнчен вӗҫертсе илме пултарчӗ, утне чӗввӗн тӑратрӗ те сиккипе аяккалла тапса сикрӗ.Величайшим усилием воли оторвал палец от револьверного спуска, вскинув коня на дыбы, ускакал.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Халӗ Федор Лукича Сергей аванах курма пултарчӗ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Гитлеровецсен ҫурҫӗрти ударлӑ группировки ноябрӗн юлашки кунӗсенче Рогачев, Клин, Солнечногорск хулисене аран-аран илнӗ хыҫҫӑн танковӑй чаҫӗсемпе Яхрома патне ҫеҫ тухма пултарчӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Смольянинов кунта ҫитнӗ ҫӗре Брянцев комиссар пур батальонсенче те ҫапӑҫу мӗнле пынипе паллашма ӗлкӗрчӗ тата Озеров картти ҫинчен нумай паллӑсен тупсӑмне тупма, унӑн ҫапӑҫу умӗн пулнӑ шухӑшне чухласа илме пултарчӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Тӑшман хӑшпӗр ҫӗрте пирӗн чаҫсене хӗстерме пултарчӗ… —
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫунса кайнӑ «КВ» танкӗн экипажӗнчен Кривцов ҫеҫ хӑтӑлса тухма пултарчӗ; ыттисем е танк ӑшӗнче е ун ҫывӑхӗнче тӑшман пули тивнипе вилсе выртнӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Вася, мӗн эсӗ, мӗн пулчӗ сана? — теме ҫеҫ пултарчӗ вӑл.
XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл качча тухрӗ те ҫав юратуран хӑйне кирлӗ хӑшпӗр япаласене илме пултарчӗ, анчах мӗн кӗтнине пӗтӗмпех илеймерӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Пӗр уйӑха яхӑн ют ҫынсем пек, пӗрне-пӗри аса илесшӗн мар пулса пурӑнчӗҫ вӗсем, анчах пурнӑҫ вӗсене каллех тӗл пултарчӗ, ҫак тӗлпулу вӗсен ҫӗнӗ те хӑватлӑ туслӑхӑн пуҫламӑшӗ пулчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл, пысӑк та сарлака сухаллӑскер, аялти кӗпе вӗҫҫӗн, юлашки вӑйне пуҫтарса, ҫурӑмӗпе стена ҫумне таянчӗ, тутине аран хускаткалама пултарчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кондратьев шухӑшлать те ӑнланма пултараймасть: мӗнле-ха вӑл, пурнӑҫ пурӑнса курнӑ ҫын, хӑй тунӑ ҫитӗнӳсене ытла пысӑка хурассинчен хӑтӑлса ҫитнӗскер, ҫакӑн пек тӳрлетме ҫук йӑнӑш тума пултарчӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мӗнле-ха ӑна Кленов култарма пултарчӗ?
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫавсенчен пуринчен те Оленин хорунжи хваттершӗн уйӑхне ултӑ тенкӗ кӗмӗлпе илме шутлани ҫинчен аран-аран ӑнланса илме пултарчӗ.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.