Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Халь эсӗ ман ывӑлӑн ывӑлӗ пулнӑшӑн та намӑсланатӑп эпӗ, Тынэт.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пичче усал ҫын пулнӑшӑн эпӗ айӑплӑ-им?
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Эпӗ сана тӗл пулнӑшӑн питех савӑнмастӑп.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Халӗ эп сире тӗл пулнӑшӑн ӑмсансах савӑнатӑп, — терӗ вӑл темле хурлӑхлӑ сасӑпа.А сейчас я даже завидую вашей встрече, — произнес он с какой-то грустью в голосе.
XVII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Утатӑн эс, уйӑх та, — хӑйне пӗччен кичем пулнӑ пек, санпа тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ пек, — пӗрлех куҫса пырать.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Яков Тиунов вара, ытлашши сӳпӗлти пулнӑшӑн Волынка тесе чӗнекен вӗрӳҫӗ эпи карчӑк Дарьюшка патне кӗрсе вырнаҫса, унта пурӑнма пуҫланӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Поречнӑй урам тӑрӑх чи лайӑх ҫуртсем хитрен йӗркеленсе ларса тухнӑ, — сенкер тӗслисем, хӗрлисем, симӗссисем, пурин те пекех пӗчӗк сачӗсем пур, — шурӑ ҫурчӗ земски управа председателӗн, Фогелӗн, ҫурт ҫийӗ пӗчӗк башньӑллӑ; хӗрлӗ кирпӗчрен купалани, сарӑ кантӑк хупписемли — хула пуҫлӑхӗн; кӗренрех хӗрлӗ тӗсли — протоиерей аттен, Исаия Кудрявскин, лерелле татах каппайчӑк та килӗшӳллӗ тӑп-тӑп ҫуртсем таҫта ҫитиех ларса кайнӑ — вӗсенче влаҫсем хваттерте тӑраҫҫӗ: ҫар начальникӗ Покивайко, ҫав тери юрлама юратаканскер, — мӑйӑхӗсем пысӑк пулнӑшӑн тата хӑй тачкишӗн ӑна кунта Мазепа тесе ят панӑ; куланай инспекторӗ Жуков, тӗксӗм ҫын, чарӑна пӗлми ӗҫкӗпе супса аптраканскер; земски начальник Штрехель, театра юратаканскер тата драматург; исправник Карл Игнатьевич Вормс тата савӑкран та савӑк тухтӑр Ряхин, комедипе драмӑна юратакансен вырӑнти кружокӗн чи лайӑх артисчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Анатоль, студент пулнӑ вӑхӑтри ҫамрӑк ӗмӗтсене халӗ те тап-таса тытса усранӑскер, хӑйӗн чӗри ырӑ кӑмӑлпа тапнӑшӑн, хресченсене ирӗке кӑларас шухӑш пулнӑшӑн савӑннӑ пулин те, унӑн таса шухӑш-кӑмӑлӗ Польша енче пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Марья Валериановна ӑна ачаш сӑмахсемпе те, парнесем парса та кӑмӑл тунӑ, анчах пӗр канӑҫ курмасӑр, ялан хӑраса, ялан вӑрҫнине итлесе, ялан хӗсӗрленине тӳссе пурӑнмалла пулнӑшӑн ку ҫав тери сахал пулнине туйнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Настасьӑна ҫулла ача пӳлӗмӗнче шӑнасем ан пулччӑр тесе приказ панӑ; вӑл ача макӑрнӑшӑн та, вӑл ӳкнӗшӗн те, унӑн шӑлӗсем шӑтнӑ вӑхӑтра сунас пулнӑшӑн та ответ тытнӑ…
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ывӑлӗ хӑй сӑнлӑ пулнӑшӑн Столыгин хӗпӗртенӗ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Статски советникӑн кухарки, Столыгин ӑна пӗр шурӑ хут укҫа тата хӑлха ҫаккисем пама пулнӑшӑн пулӑшса пынӑскер (чӑн та, Столыгин вӗсене ҫаплах илсе пырса паман-ха), сасартӑк кайран-малтан мӗн пулса тухассинчен хӑраса ӳкнӗ те, пӗр каҫхине, кӑштах ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн, ашшӗне пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Князь мундир тӑхӑннӑшӑн, ирӗкре пулнӑшӑн савӑннӑ, кӑмӑла тултармалли, йӑпанмалли пур япаласем ҫине те хӗрӳллӗн ыткӑннӑ; ӗмӗрне те ним умӗнче те чарӑнса тӑманскер, ӗмӗрне те никам та чарманскер, вӑл час-часах пиҫсе кайнӑ, улталаннӑ, ҫынсемпе хирӗҫсе кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах лайӑх юлташ тата маттур каччӑ пулнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫавӑн пек калаҫусем пирки Марфа Петровна куҫҫульпех макӑрнӑ, ахаль пурнӑҫра кӳренмелле пулнӑшӑн хӑйӗн чунне турра кӗлтунипе лӑплантарма тӑрӑшнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑй улпутӑн ҫывӑх ҫынни пулнӑшӑн тивекен тупӑш тата хисеп Тита ахалех лекмен, пуринчен ытла — вӑл час-час улпут куҫӗ тӗлне пулнӑ пирки.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл хӑйӗн ачи ҫакӑн пек лайӑх пулнӑшӑн, унӑн сӑнӗ-пичӗ ним айӑпсӑр таса та уҫӑ пулнӑшӑн телейлӗ пулчӗ, вӑл ун ҫине кӗлтурӗ.Она была счастлива, он так хорош, черты его так невинно чисты и открыты, она молилась ему.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Князь тӳрех ман патӑма пычӗ те, мана билет тӑсса парса, унӑн труппинчи актрисӑна эпӗ ырланишӗн хӑй кӑмӑллӑ пулни ҫинчен каларӗ, хӑй те ӑна пит те ырларӗ, унӑн сывлӑхӗ начартарах пулнӑшӑн ҫав тери шеллерӗ, мана ун патне билетсӑр кӗртменшӗн каҫару ыйтрӗ…
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Дон Хуан Мигеле паттӑр пулнӑшӑн мухтанӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Сахал хушӑрах нумай информаци илме тӑрӑшатпӑр, кайран хамӑрах вӑл ытлашши пулнӑшӑн ӳкӗнсе ҫӳретпӗр.
11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Александр Ульяновӑн аппӑшӗ пулнӑшӑн ним айӑпсӑр Ҫӗпӗре пилӗк ҫуллӑха ссылкӑна ямалла тунӑ.За то, что сестра Александра Ульянова. Без вины присудили к высылке на пять лет в Сибирь.
Кокушкинӑри ирӗксӗрлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.