Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулнӑран (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗччен тиеме йывӑр пулнӑран сирӗн купасем ҫинче ҫинҫерех, вакӑ тума юрӑхлӑ йывӑҫ тупайӑп-и тесе, ҫула май лашана кунта килсе тӑратрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Килте икӗ Ваҫҫа пулнӑран, кӑна Вырӑс Ваҫҫа тесе чӗнетпӗр ялӗпех, — терӗ хӗрарӑм куҫне саппун вӗҫӗпе шӑлкаласа.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юрать, хӗлле сивӗ пулнӑран ҫакна тума йывӑрах марччӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче авари пулнӑран ҫынсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.

По причине произошедшей вчера аварии жители Ибресинского района просидели без электричества.

Йӗпреҫ районӗнче электричество сӳннӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33950.html

Кӗтерука вӑрлана хыҫҫӑн ку ҫӗнӗ хыпар пулнӑран, паян кашни ҫӑлкуҫӗ умӗнчех ҫакӑн ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Водоливӗ ырӑ кӑмӑллӑ этем пулнӑран кӑна вӗсем ытлашши йывӑрринех курмарӗҫ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал этем таврара та пӗрех пулнӑран, Ҫтаппан вӑл камне часах чухларӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пасарӑн чи ахӑр тапхӑрӗ пулнӑран трактир пушах.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Фестиваль участникӗсем те, куракансем те йышлӑ пулнӑран вӗсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине ҫирӗп тимлӗхе илнӗ.

Помоги переводом

Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra

Нӳрӗк ҫителӗклӗ пулнӑран пучахӗсем тулли.

Помоги переводом

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Кӑнтӑрла чӑтма ҫук шӑрӑх тата сывлӑш нӳрӗклӗхӗ питӗ пӗчӗк пулнӑран салтаксем тӑн ҫухатса ӳкнӗ.

Помоги переводом

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Анат ҫармӑссемпе тутарсем пит йышлӑ пулнӑран тӗкӗрҫӗсем вӗсем пирки те сахал мар ыйтса пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссене тӗл пулнӑран хӑпартланса кайнӑскер, Северьян вӗсемпе чылайччен калаҫрӗ, вӗсем ку таврана ӑҫтан килнине те ыйтса пӗлчӗ.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗн пиччӗшӗ пулнӑран мар хисеплет патша Захарьина, кӑмӑлшӗн, сӑпайлӑхӗшӗн, ӗҫченлӗхӗшӗн юратать.

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хырӑмӗсем ҫав тери выҫнӑран-и е апачӗ тутлӑ пулнӑран аслӑ княҫпа ун ҫыннисем пулӑ шӳрпине ҫӑпала хыҫҫӑн ҫӑпала иле-иле тултарчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыннисем пӗринчен тепри тӗреклӗрех пулнӑран тата пуҫлӑхсем ниҫта вырнаҫса пӗтерейменрен Иливана пусма халь-халь ҫатӑртатса ишӗлсе анассӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрӗпе йӗнер ҫинче пулнӑран хӑйсем те самаях ӗшеннӗччӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳ-сирен ҫыпӑҫуллӑрах пулнӑран (тем тесен те вӑл ытти тӗкӗрҫӗсенчен ҫамрӑк-ҫке-ха!) тата нихҫан та хуҫа сӑмахӗнчен тухманнине кура мӑрса ӑна хӑйпе пӗрле час-часах тӗрлӗ пуҫлӑхсем патне илсе ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫанталӑк ҫав тери усал пулнӑран тата наряд ҫитменнипе хулана нумайччен хупӑрласа тӑраймарӗҫ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сакӑр шит тӑршшӗ пулнӑран ҫапла каланӑ имӗш.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней