Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Эппин, ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр — сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр, 20. Ҫӳлхуҫаран савӑнмалли вӑхӑт килтӗр, Вӑл сирӗн патӑра хӑвӑршӑн ямалла тунӑ Иисус Христоса ятӑр; 21. Турӑ Хӑйӗн мӗнпур сӑваплӑ пророкӗ урлӑ авалах каласа хуни пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса ҫитиччен Унӑн тӳпере пулмалла.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ ҫапла тума кирлӗ: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр хамӑр хушӑра, хамӑрпа пӗрле ҫӳренӗ чухне, 22. Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Хӑй пирӗн патӑмран ҫӳле ҫӗкленнӗ куна ҫитиччен яланах пирӗнпе пӗрле ҫӳренисенчен пӗри Иисус чӗрӗлсе тӑнине пирӗнпе пӗрле каласа кӑтартаканӗ пулмалла, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: вӗсем малтан пулмалла, анчах ку — вӗҫӗ мар-ха, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав тӗле ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ӑна курса каланӑ: Закхей! ан хӑвӑртрах, Манӑн паян санӑн килӳнте пулмалла, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Даниил пророк каланӑ пек, ирсӗрлӗх пулмалла мар вырӑнта йӗрӗнчӗк тӑнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 15. ҫурт тӑрринчи ҫын ҫӗре ан антӑр, пӗр-пӗр япала илес тесе пӳртне ан кӗтӗр; 16. хирти ҫын та хӑй тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: ҫакӑ пӗтӗмпех пулмалла вӑл; анчах ку — вӗҫӗ мар-ха.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Апла вара ҫакӑн пек пулмалла тесе ҫырни епле пурӑнӑҫланӗччӗ? тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Астӑвӑр, ан сехӗрленӗр; ҫакӑ пурте пулмалла вӑл, анчах ку — вӗҫӗ мар-ха: 7. халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; выҫлӑхпа мур пулӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ; 8. ҫавах та ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑшӗ-пӗри амӑшӗ варӗнченех арлӑ-арӑмлӑ пулма юрӑхсӑр ҫуралать; хӑшне ҫынсем юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ; хӑшӗ тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн хӑйне хӑй арлӑ-арӑмлӑ пулмалла мар тӑвать.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗренекенӗсем Ӑна калаҫҫӗ: ҫыннӑн арӑм тӗлӗшӗнчен ҫапла пулмалла пулсан, авланманни лайӑхрах, теҫҫӗ.10. Говорят Ему ученики Его: если такова обязанность человека к жене, то лучше не жениться.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫапла вара, ҫавӑн чухне, аскӑнлӑх ӳссе кайсан, тӳрӗмарлӑх нумайланса ҫитсен тӳрӗ ҫынсем тӳрӗ маррисемшӗн кӗлтунӑ, халӗ вара мӗншӗн-ха апла пулмалла мар? терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Эпӗ ӑна: ун пек майӗ ҫук, пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ пулмалла, терӗм.47. Я же сказал Ему: невозможно это, но должно быть по времени.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пытанса пурӑнакан иудее тытнӑ кирек хӑш вырӑна та пуш-пушӑ туса хӑвармалла, ҫунтарса ямалла — ҫав вырӑн такамшӑн та ӗмӗр-ӗмӗрех ниме юрӑхсӑр пулмалла» тенӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кӳршӗллӗ эллин хулисенче те ҫавӑн пекех тума хушнӑ, Птоломей вӗскӗртнипе вӗсен те иудейсене хирӗҫ пулмалла, вӗсене йӗрӗх кӗлеткисене чӳк парни кӳртерсе тӑмалла пулнӑ, 9. эллинсен йӑлисене йышӑнма килӗшменнисене вара вӗлернӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Димитрий ӗнтӗ Келе-Сири ҫӗрне пӑхса тӑракан Аполлоний пуҫлӑха ҫарпуҫне лартнӑ, ку вара, пысӑк ҫар пухса, Иамния хули патне тапӑра пырса вырӑнаҫнӑ, унтан аслӑ священник Ионафан патне ҫапла калама ҫын янӑ: 70. «пӗр эсӗ анчах пирӗн умра аслӑланса тӑратӑн, сана пула манӑн ҫын кулли пулмалла, намӑс курмалла пулчӗ. Тусем хушшинче эсӗ мӗншӗн пире хирӗҫ тӑратӑн?
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна илтрӗм те, ӑшӑм-чиккӗм ҫӳҫенсе кайрӗ; ҫав хыпар ҫитсенех, тутам чӗтреме пуҫларӗ, шӑмӑ варрине ҫитичченех ыраттарса ячӗ, ура айӗнчи ҫӗр кисренчӗ; анчах хӗн-асап ҫитнӗ кунхине, халӑхӑм ҫине вӑрӑ-хурах килсе тапӑнсан, манӑн лӑпкӑ пулмалла.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана хуравласа каларӗ: хӑвна мӗн курӑннине ҫырса пыр та, вулакан ҫӑмӑлах вулама пултартӑр тесе, чул хӑма ҫине уҫӑмлӑн картса хур: 3. сана курӑнни ҫитес вӑхӑтра, палӑртнӑ вӑхӑтра, пулмалла, пӗтесси ҫинчен калать, улталамасть вӑл; ҫав вӑхӑт вӑраххӑн килес пулсассӑн та, ӑна кӗтсех тӑр: вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Е Ӑна хамӑн усал ӗҫӗмшӗн — малтан ҫуралнӑ ывӑлӑма, чунӑм ҫылӑха кӗнӗшӗн — хамӑн варӑмран ҫуралнӑскере парӑпин ҫеҫ?» 8. Эй этем! мӗн ырри иккенне, Ҫӳлхуҫа санран мӗн ыйтнине каланӑ-ҫке сана: ялан тӳрӗ пулмалла, ырӑ ӗҫ тума юратмалла, хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн вӗҫӗ талай евӗрлӗ пулӗ, вӑрҫӑ вӗҫленичченех ҫарату та аркату пулмалла.и конец его будет как от наводнения, и до конца войны будут опустошения.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Левитсен ҫӗрӗпе хула ҫӗрӗ хушшинчи те каллех аслӑ пуҫлӑх валли пулмалла; Иуда чиккипе Вениамин чикки хушшинчи хутлӑх та аслӑ пуҫлӑх валли пулмалла.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.