Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрманта пур ҫӗрте те ҫӗмрӗк арчасем, пукансем, кӗпе-тумтир, ут хатӗрӗ, савӑт-сапа, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машинӑсем, тырӑ миххисем, — чакнӑ чух хуҫалла ӗмӗтсӗрлӗхе пула васкаварлӑн Дон хӗррине тиесе пынӑ пӗтӗм ӑпӑр-тапӑр, — тирпейсӗррӗн сапаланса выртаҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӳлӗмре вунӑ ҫынтан ытла мар, пурте, вӑрҫса пӗтнӗ пек, арӑш-пирӗш лараҫҫӗ — кам чӳрече ҫинче, кам хӗрлӗ пусма витнӗ сӗтел патӗнче, кам стена ҫумӗнчи пукансем ҫинче.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫур ҫул та иртмен, вырсарникун пасара тӗреклӗ пукансем, кӗреплесем, йӗтӗрсемпе килти хуҫалӑхра кирлӗ ытти япаласем туха пуҫланӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пурте хӑй вырӑнӗнче пек — унӑн сӗтелӗпе ҫыпӑҫса тӑракан, икӗ айккипе пукансем лартса тухнӑ вӑрӑм сӗтел те, хӗрлӗ ҫи витти ҫинчи кӗленче пепельницӑ та, хӗле кӗме хатӗрлесе, хашакисен хушшине шурӑ ваткӑпа хура кӑмрӑк хунӑ таса чӳречесем те, ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче кӗтесре тӑракан ылтӑн саспаллисемпе ҫырнӑ шултра шерепеллӗ, ҫурри сарса янӑ сарлака ялав та.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов малти пӳлӗме кӗрсе пӑхрӗ, пӳлӗм чӳречесем ҫинче ҫеҫ мар, тӗрӗллӗ салфеткӑсем витнӗ пукансем ҫинче те чечексем нумай пулнипе симӗс ӗнтрӗкпе тулнӑ; каялла кухньӑна кайрӗ, салтӑнмасӑрах кӑмака хыҫӗнчи вырӑн ҫине пырса ларчӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Е тата пукансем ак: мӗн тума вӗсем сана?
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хуҫисем тӗреклӗ пурӑннӑ курӑнать: урайне сӑрланӑ, венски пукансем лартса тухнӑ, тӗкӗр пур, стенасем ҫумӗнче служивӑйсен ахаль сӑнӳкерчӗкӗсем, вӗренекенӗн хура рамкӑна вырнаҫтарнӑ мухтав хучӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫ умне мӗн пур япаласем — горницӑн малти кӗтессинче ларакан темӗн чухлӗ турӑш, кравать, пӗчӗкҫӗ сӗтел, кивелсе кайнипе йӗрленсе пӗтнӗ тӗкӗр, сӑн ӳкерчӗксем, пӗчӗкҫӗ сӗтел, ун патӗнчи тӗсӗ кайнӑ лӗнчӗр-ленчӗр венски пукансем, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина, кӑмака сакки ҫинче тахҫантанпа усӑ курмасӑр ларакан кивӗ сӑмавар — шӑвӑнса тухрӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӳлемре кивӗ пукансем ҫине имшеркке фикуссем лартса тултарнӑ; кил хуҫисӗр пуҫне тепӗр ҫын — гвардейски батарея вахмистрӗн пакунне ҫакнӑ патвар кӗлеткеллӗ казак ларать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗрсемпе каччӑсем пукансем ҫине, арча ҫине ларса тухрӗҫ.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кунти складра хыҫсӑр пукансем анчах…
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ытти ҫерти пӗкех, «Т» саспалли евӗрлӗ вӑрӑм сӗтел, ун ҫине симӗс пустав витнӗ, ытти кабинетсенчи пекех сӗтел тавра кӑна мар, стенасем ҫумне те лартса тухнӑ йывӑр пукансем, икӗ диван — пӗрне сӑранпа тыттарнӑ, сӑранӗ чылаях шӑйрӑлса пӗтнӗ, тепри ҫӗнӗрех, тӗрӗллӗ пуставпа тыттарнӑскер, площаделле тухакан тӑватӑ чӳрече, чӳречерен тимӗр карта тытнӑ ҫамрӑк сквер курӑнать…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сӑмах ҫак тӗле ҫитсен, Ильиничнӑпа Василиса та, кӗписене тӳрлеткелесе, пукансем ҫине ларчӗҫ.В этом месте речи Ильинична и Василиса, подвернув юбки, тоже присели.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лаптак кӑкӑрлӑ ватӑ карчӑк, йӑлишӗн шӑлса илем пекки туса, хӑнасене пукансем шутарса пачӗ.Пожилая плоскогрудая хозяйка для виду обмахнула табуреты, подвинула их гостям.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Делегатсем хӑйсем ларма хӑнӑхнӑ пукансем ҫине кӗрсе ларчӗҫ.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кашни райкомрах кабинетсем те, дивансем те, пукансем те пур, сӗтел ҫинче юлашки пилӗк кунӑн сводкисем выртаҫҫӗ, ҫеҫенхир тӑрӑх газик та тусан мӑкӑрлантарса чупать, анчах пурнӑҫра ҫакӑ пӗтӗмпех чӑн япала пек те илемлӗ пулать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Малтанах тӗплӗн шутласа палӑртнипе ҫав кабинетра мӗн кирлине пурне те ӳкерсе кӑтартнӑ: малта яланах ҫиеле симӗс пустав витнӗ сӗтел ларать, вӑл кирек епле пулсан та, «Т» буква евӗрлӗ; кӑштах айккинерех сӑран диван, ун патӗнчен пуҫласа икӗ еннӗпе те площаделле пӑхакан икӗ чӳречеллӗ стена ҫумне пукансем лартса тухнӑ; шыв тултарнӑ графин, телефон, район картти тата ытти ҫавӑн пек япаласене те манса хӑварман.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Малти пӳлӗмре ытлашши нимех те ҫук: пружинӑллӑ кровать, ун ҫинче пысӑк-пӗчӗк минтерсем хӑпарса выртаҫҫӗ, стена ҫумне ковёр ҫакса янӑ, ун ҫине тулли кӑкӑрлӑ вутӑша тата ишсе ҫӳрекен акӑша ӳкерсе хунӑ, сӗтел ҫинче сӑнӳкерчӗксем, пудрпа помада банкисем, татнӑ чечексемпе илемлетнӗ тӗкӗр; пукансем, диван, кӗнекесем хунӑ этажерка…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем пукансем илсе пӳлӗмрен тухрӗҫ те улмуҫҫи айне сулхӑна ларчӗҫ.Они взяли стулья, вышли из комнаты и уселись в тени под яблоней.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пукансем те илсе килчӗҫ, сӗтел ҫине шыв тултарнӑ графин лартрӗҫ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.