Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

платьене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак платьене хӗрлӗ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ фанера ҫумне ҫапса хунӑ.

Платьице это укреплено на фанерной доске, окленной цветной бумагой.

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Шыв, тетӗп! — пушарти пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл; ӗҫленӗ чухнехи пек хӑйӗн ҫӗнӗ платьене чӗркуҫҫинчен ҫӳле хӑпартса, аялти юбкине турткаларӗ те салтакӑн юнланса пӗтнӗ пуҫне хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

— Воды, говорю! — крикнула она, как на пожаре; деловито приподняв новое своё платье выше колен, одёрнула нижнюю юбку и положила окровавленную голову солдата на колено себе.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Анна Ильинична платьене вырӑна кӗртсе ҫакать.

 — Анна Ильинична водворяет платье на место.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хӗрарӑмсенчен пӗри, коляскине кӳршӗ хӗрарӑмне сыхлама хушса, ура ҫине тӑчӗ те, хутланнӑ платьене тӳрлете-тӳрлете, кухня еннелле утрӗ.

Одна из женщин, оставив коляску на попечение соседки, поднялась и, оправляя измятое платье, двинулась к кухне.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӑвӑн ҫӗнӗ туфлине тата хӗрлӗ платьене тӑхӑн.

Ты надень свои новые туфли и красное платье.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Вӑл ӗнтӗ сирень тӗслӗ платьене курми пулчӗ; кашни хирӗҫ пулакана пӗр именмесӗр тӗрткелесе, вӑл пӳлӗмрен пӳлӗме ҫӳрерӗ, анчах пур пӳлӗмре те вист теекен карт вӑййине ним шарламасӑр выляса ларакан туссемсӗр пуҫне никама та тупаймарӗ.

Он отправился вслед за нею; но толпа разделила их; он уже не видел сиреневого платья; с беспокойством проходил он из комнаты в комнату и толкал без милосердия всех встречных, но во всех комнатах всё сидели тузы за вистом, погруженные в мертвое молчание.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

— Настенька тӗкӗр ҫине хӑвӑрт та ӑстан пӑхса илнипе ҫӳҫне хутпа пӗтӗркелени ан курӑнтӑр тесе тутӑрӑн хӑш вӗҫне туртса хытармаллине те, кӑкӑр ҫинче платьене хӑш енчен тӳрлетмеллине те тӳрех курчӗ.

— Настенька взглянула в зеркало быстро, так умело, что сразу увидела — и в каком место натянуть уголки косынки, чтобы не выглядывали бумажные завитушки, и с какой стороны на груди оправить платье.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ман платьене илсе кил-ха кунта.

Принеси мне сюда одеваться.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку платьене те эпӗ хам валли хамах ҫӗленӗ: куратӑр-и, епле лайӑх ларать.

И это платье я делала сама себе: вы видите, как хорошо сидит.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унтан платьене урӑхлатас тесе эпир Кирӑпа темӗн ҫӗлесе те кӗскетсе аппалантӑмӑр.

Потом мы с Кирой что-то сделали с платьем — подкололи, подшили.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗл иртсе пырать, эпӗ ҫак хӗл хушшинче пӗрремӗш хут Вахтангов театрне кайса «Этем комедине» курма хатӗрлентӗм те манӑнни пек темле хӳреллӗ кивӗ модӑллӑ платьене ҫӗр ҫул ӗнтӗ никам та тӑхӑнманнине асӑрхарӑм.

Первый раз за всю зиму я собралась в театр — к Вахтангову, на премьеру «Человеческой комедии», — и оказалось, что у меня старомодное платье с какими-то хвостами, которых уже сто лет как никто не носит.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эрмен пурҫӑнӗнчен ҫӗлетнӗ чи лайӑх платьене, Людмила кивӗ кӗпинчен пӑсса тунӑскерне, тӑхӑнтӑм.

Надела самое лучшее, поплиновое платье, перешитое из старого Людмилиного.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней