Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

питӗнчен (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питӗнчен суртӑм!

Плюнула в рожу!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн питӗнчен йӑл кулӑ кайма пӗлмерӗ, хӗпӗртенӗ хӗрарӑм сӑнӗ ҫуталса илемленчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мана та ан ман, — терӗ те хурланма пӗлмен йӗкӗт Таньӑна упа пек ыталарӗ, малтан питӗнчен, унтан тутинченех чуп туса илчӗ, вара, Ритӑна ҫавӑтса, пусма картлашкисем тӑрӑх чупса анса кайрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вадим каласа пӗтереймерӗ — хӗр ӑна питӗнчен ҫутӑлтарса ячӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл ӑна питӗнчен ҫутӑлтарса ячӗ:

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр хирӗҫлемерӗ, хӑй те ӑна вӗри аллисемпе питӗнчен, мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ, унтан хай ҫумне хытӑ-хытӑ пӑчӑртарӗ те, хӗрӳлснсе кайнӑскер, пӗҫерекен тутипе каччӑ тути ҫумне тӗртӗнчӗ, хӑй хӑвӑрт-хӑвӑрт пӳлӗнсе сывлакан пулчӗ.

Помоги переводом

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӗр ӑшӑ аллисемпе йӗкӗте ҫепӗҫҫӗн питӗнчен ҫупӑрласа илчӗ.

Помоги переводом

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ырӑ каҫ пултӑр эппин, Сергей, — тесе, Хрестук йӗкӗте тахӑш самантра питӗнчен чуптуса илчӗ те ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пекех куҫран ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла асаплантарса, мӑшкӑлласа вӗлерме шутлатӑн? — питӗнчен лач! сурчӗ хӗр ача.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Йытӑ! — мӑрсана питӗнчен лач! сурчӗ Кӗркке.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куланай пуҫтаракан вырӑса ҫав хутпа питӗнчен ҫат! тутарасчӗ.

Помоги переводом

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрӗ нимӗн те чӗнмерӗ, питӗнчен халь-халь юн пӗрӗхесле хӗрелсе ҫеҫ кайрӗ.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна хыттӑн ыталаса илчӗ, чуп тунӑ пек, виҫӗ хутчен питӗнчен сӗртӗнчӗ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ӑна лӑплантарас тесе хам ҫума пӑчӑртарӑм, куҫҫульпе йӗпеннӗ питӗнчен, куҫӗнчен чуп тума пуҫларӑм.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ваҫук йытта кашни хушнӑ ӗҫе тунӑ хыҫҫӑнах тытса ачашлать, Кампур хуҫи ҫине кӑмӑллӑн пӑхкалать, сисмен хутран питӗнчен йӑпӑлт-япӑлт ҫулласа илет: «Хам та сана питӗ юрататӑп ҫав», — тенӗнех туйӑнать.

Помоги переводом

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

— Миншен билместин? — терӗ пуп, аллинчи кӗнекепе ачана питӗнчен ҫатлаттарса.

Помоги переводом

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ваҫҫа, Укҫине умне пырса, ӑна питӗнчен чышрӗ, ҫӳҫӗнчен ҫӑлса илчӗ, тӑпӑлнӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫӗре пӑрахрӗ, вӗсем ункӑланса ҫул айккинелле вӗл вӗҫсе ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй мӗн тунине ҫав самантра Михапар хӑй те сиссе ӗлкӗреймерӗ пулас — арӑмне питӗнчен ҫутӑлтарса ячӗ.

А Михабар, видимо, не сознавал, что творил: он ударил Укку по лицу.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул кӑна та чӗнмесӗр ирттерсе ярасшӑнччӗ, тӳре питӗнчен пӑхрӗ те, лешӗ ним каламасӑрах пӗлнине асӑрхарӗ.

Яндул хотел промолчать, но взглянул на судью и понял, что тот и без слов знает все.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл Янтул питӗнчен сӑнаса пӑхрӗ те сассине тата пӑртак йӑвашлатрӗ.

Тимеркке снова окинул взглядом Яндула, спросил мягко:

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней