Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав хушӑрах вӑл ман пирки калаҫу пуҫарчӗ, анчах эпӗ ытлашши персе янӑ кашни сӑмахпах ҫак сорт ҫыннисем хӑйсен тӗллевӗшӗн усӑ курассине тӗшмӗртетӗп; ӗҫе ҫиелтен ҫеҫ уҫса кӑтартрӑм, сӑмах май тенӗн — ӗшенни пирки ӳпкелешрӗм.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫакӑн пирки… пурин пирки те эсир мӗнле шухӑшлатӑр?
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах ҫак шухӑшсенчен хурлӑхлӑраххи, — мӗншӗн хурлӑхли паллӑ: вӗсем пӑсӑк ҫанталӑкра тахҫанхи суран сурнинчен те хытӑрах ыратаҫҫӗ, — ҫавнашкал нумай тӗслӗх пирки аса илни; вӗсем пирки вӗсем чӑннипе пулман та тесе калани вырӑнлӑрах та тӗрӗсрех.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
«Енчен те эпир наци проекчӗсем пирки сӑмах пуҫартӑмӑр пулсан, пӗрле хар тӑрса, хыпарсене калӑпласа халӑх патне илсе ҫитерме тӑрӑшар. Тепӗр чухне хӑш-пӗр ҫынсем район хаҫачӗсенче мӗн ҫырса пӗлтерни пирки ытларах та кӑсӑкланса вулани куҫ кӗретех», — тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Пуҫлӑх.
Наци проекчӗсен мероприятийӗсене пурнӑҫламалли контрактсен 70 процентне ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/12/naci ... yatisemshn
Канашлура ҫавӑн пекех наци проекчӗсемпе ӗҫлессине, вӗсем пирки хыпарсене халӑх патне епле ҫитерсе пынипе пыманни пирки те ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Наци проекчӗсен мероприятийӗсене пурнӑҫламалли контрактсен 70 процентне ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/12/naci ... yatisemshn
— Эпӗ ҫакна кӗтеттӗмччӗ; Валу, ас тӑватӑн-и: ача чухнех эпир пӗр-пӗрне сисӗм-туйӑм пирки калаттӑмӑр, темшӗн… пирӗн шӑпа тӳп-тӳррӗн мар, кукӑр-макӑр ҫулпа каясси пирки…
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Промышленноҫӑн ҫак отрасльне ӑнланса-пӗлсе, ӑсталанса пынӑҫем кӗҫех кирек мӗнле ӳсӗмӗн-ҫитӗнӗвӗн вӑрттӑнлӑхне ӑнлантӑм: ху мӗн туни пирки яланах тимлӗ-тӗплӗ шухӑшламалла, пӗтӗмпех ӑнкарма ӑнтӑлмалла, тата сан пирки ку ӗҫпе тӳрремӗнех е ӑнсӑртран ҫыхӑннӑ ҫынсен пысӑкран та пысӑк йышӗн пӗлмелле.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Анчах Горн ахаль ҫак хӗр умӗнче хӑйӗн пирки чунне уҫса каласа парасси пирки шухӑш амалансанах тилӗрсе ҫурӑлса кайма хатӗр.Но он готов был вознегодовать при одной мысли вывернуться наизнанку перед этой простой девушкой.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫапла… эсир пӗтӗм кӑмӑлӑрпа кӑтартса панӑ майсем пирки ытларах та ытларах шухӑшланӑ май — вӗсем пирки кулянса уйланатӑп, вӗсемпе мӑнаҫланатӑп, ҫавӑнпа та, Нилпа ӗҫӗме вӗҫлесенех, сирӗнпе ҫирӗп килӗшӗве кӗретӗп.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗрӗс мар-и вара: наука тӗллевӗллӗ ҫул ҫӳревсем валли ҫулталӑкра пӗр миллиардпа усӑ курсанах эпир ҫӗр чӑмӑрӗ пирки, ҫав шутра икӗ полюс пирки те, кӗске тапхӑртах пӗтӗмпех пӗлсе ҫитмелле те…
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑпартлансах кайнӑскер — Гент хӑйӗн юратнӑ ӗмӗчӗ пирки чылайччен калаҫрӗ, материкрен материке куҫрӗ, Кӑнтӑр полюсран Ҫурҫӗр полюса, сахал тӗпченӗ Полинезие, Австралин европейсемшӗн паллӑ мар варрине, сӑрт-туллӑ вӑрттӑн Тибета, питӗрӗнсе ларнӑ Японие ҫул ҫӳремелли схемӑсем кӑлара-кӑлара тӑратрӗ; вӑл никам та тӗпчемен тинӗссем, вулкансем, шыв сиккисемпе ханкӑрсем пирки калать, ӑна итленӗ май Ливингстон Гентпа пӗрле тӗнчен аслӑ та пӗчӗк вӑрттӑнлӑхӗсен хушшинче ӑнтӑлса ҫӳрет.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент шӑплӑха татмарӗ; вӑл ишекенсем, ҫул ҫӳрекенсем, чирлесе хӗне кайнисем, тыткӑнрисем пирки тата… вӗсене ҫӑласси пирки уйланать.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сунарҫӑ негра авӑрланӑ пистолетсем тыттарчӗ, сулахай алӑпа та, сылтӑммипе те пӗр харӑс мӗнле пемеллине вӗрентрӗ; Гент халӗ тӗл персе лектересси пирки мар, еплерех кӗрӗслеттересси пирки уйланать; хӑй вара пӑшалне хурса икӗ аллине те револьвер тытрӗ, ҫав хушӑрах тӑшман ҫыран хӗрринче куҫнине сӑнать.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Мӗн пулса иртесси пирки, чӑнах та ҫаплах тӑк, тата хӑвӑрӑн тӗшмӗртӳсем пирки, чӑнах та ҫаплах тӑк, вӗсен сӑлтавӗ уҫӑмлӑ тӑк, — хальхинче сирӗн мана пӗлтермеллех пек туйӑнать.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вут патне пуҫтарӑнса негрсем ҫак кун мӗн-мӗн пулса иртнине сӳтсе яваҫҫӗ, уни-куни пирки элеклеҫҫӗ, ҫав ҫын, вӗсене тара тытнӑ, Хура Ҫӗр чӗрине ертсе каяканскер, килнӗ ҫӗр-шыв — шурӑ ҫынсен ҫӗр-шывӗ — пирки айван халапсемпе киленеҫҫӗ.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Малтан эпӗ те ҫаплах шухӑшланӑччӗ, анчах ҫакӑн пирки Дюрокпа канашласа пӑхсан акӑ мӗнлерех пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухрӑмӑр: питех те ансат — Ганувер мана ӗненмест, тата… ҫавнашкал ӑнлантару аптӑратмӑш, кӑткӑсси пирки калаҫни вара…
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Гануверӑн улӑпла ҫурчӗ пирки, эпӗ унта кӑткӑс та капӑр-селӗм хутлӑхсенче-анлӑшсенче — хӑнӑхманран тата тӗлӗннипе ҫурӑлса каясла — лампа ҫути хушшинчи шӑрчӑк евӗр вӗткеленсе ҫӳрени пирки мӗн каламалла?
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл мана пуҫ миминче чакаланас йӳтӗмлӗн тӗмсӗлсе сӑнать, анчах манпа пупленӗ май, ахӑртнех, хӑйӗнни пирки, питӗ, тен, сирӗлейми, кӑткӑсси пирки уйланать, мӗншӗн тесен мана тӗсеме чарӑнчӗ те чарӑна-чарӑна калаҫма тытӑнчӗ:
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Стена леш енче, каларӑм ӗнтӗ, пысӑк пӳлӗм: алӑксӑр, ун вырӑнне — кӗмелли ҫӳллӗ, сарлака анлӑш; ҫывӑхрах ахӑр — темиҫе ҫын чарӑнса тӑрса е ӑнсӑртран тӗл пулнӑ май маншӑн ӑнланмалла мар, анчах кӑсӑк ыйту пирки калаҫаҫҫӗ; тӗрӗссипе — ӑнланмаллах, анчах эпӗ кам пирки калаҫнине пӗлместӗп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Манӑн румпельтен ҫирӗп тытмалла, хамӑн та ура ҫинче тӑчӑ-нӑкӑ тӑмалла, мӗншӗн тесен хумсем «Эспаньолӑна» ярӑнчӑка силленӗн куҫараҫҫӗ, ҫавӑнпа та хамӑн вахта вӑхӑтӗнче эпе урӑххи-мӗн пирки мар, ҫула тӗрӗс тытса пырасси пирки ҫеҫ вататӑп пуҫӑма.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.