Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Пилӗкне хӑват ҫыхать, хул-ҫурӑмне тӗреклӗх кӳрет.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа патшара ларать; Вӑл аслӑлӑх тӑхӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вӑй-хӑват тӑхӑннӑ, пилӗкне ҫыхнӑ: ҫавӑнпа тӗнче тӗреклӗ, вӑл хускалмӗ.
Пс 92 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Турӑ, эй Ҫӑлаканӑмӑр, тӳррипе сут тунӑ чухне хӑрушӑскер, илтсемччӗ пире: Эсӗ — пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансенӗн, инҫетри тинӗсре ҫӳрекенсенӗн шанчӑкӗ, 7. пилӗкне хӑватлӑх ҫыхнӑскер, Хӑвӑн вӑюпа Эсӗ тусем лартса хунӑ, 8. Эсӗ тинӗссен шавне, вӗсен хумӗсен кӗрлевне, халӑхсен пӑлхавне путаратӑн!
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑл витӗр Иова ҫапла хуравласа каланӑ: 2. ар пулса пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ар пулса халех пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар: 4. Эпӗ ҫӗр никӗсне хывнӑ чухне эсӗ ӑҫтаччӗ?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет, вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать; 19. священникӗсене ҫаруран ҫӳретет, паттӑрсене ураран ӳкерет; 20. вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет, ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать; 21. чаплисене намӑспа хуплать, хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать; 22. Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать, вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать; 23. халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те; халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те; 24. ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать, вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать: 25. вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ, ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елисей пророк пророксен ывӑлӗсенчен пӗрне хӑй патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: пилӗкне ҫых, йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ ҫакӑ савӑта ил те Галаадри Рамоф хулине кай; 2. унта ҫитсессӗн Ииуя — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлне — шыраса туп, пыр ун патне, вара ӑна пиччӗшӗ-шӑллӗ хушшинчен илсе тух та шалти пулӗме ҫавӑтса кӗр; 3. савӑтна тыт та йывӑҫ ҫӑвне ун пуҫӗ ҫине юхтар, вара ҫапла кала: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сана Израиль патши пулма ҫу сӗретӗп» те.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Елисей ӗнтӗ Гиезие каланӑ: пилӗкне ҫых, аллуна манӑн туяна тыт — кай; кама та пулин тӗл пулсассӑн, ӑна ан саламла, кам та пулин хӑвна саламласассӑн та — ӑна сӑмах ан чӗн; ман туяна эсӗ ача пичӗ ҫине хур, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Лешӗсем ӑна каланӑ: ҫынни темӗскерле ҫӑмлӑ тумтирпе, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, тенӗ.8. Они сказали ему: человек тот весь в волосах и кожаным поясом подпоясан по чреслам своим.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль патши ҫапла хуравланӑ: калӑр, пилӗкне ҫыхакан пилӗкне салтакан пек ан мухтантӑр, тейӗр, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑйлисен уххи хуҫӑлса ӳкет, халсӑррисем вара пилӗкне хӑват ҫыхаҫҫӗ; 5. тутӑ пурӑнакансем ҫӑкӑршӑн ӗҫлеҫҫӗ, выҫӑ пурӑнакансем канса лараҫҫӗ; ача туманни те ҫичӗ хут ҫуратать, нумай ачалли вара халсӑр пулать.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.