Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

печӗ (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук ӗнтӗ, — хӑйӗннех печӗ Аванкай та, — ку вӑл пуянсенчен кулса калани.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пурпӗрех хурал кирпӗ, — хӑйӗннех печӗ Савантер.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнпа усӑ курса, уксах ача уххине туртса карӑнтарчӗ те ҫывӑхри тепӗр кашкӑра тӗллесе печӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ ӑна ҫеҫ юрататӑп, — хӑйӗннех печӗ Шӑхаль.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Янеев, ҫавӑнтах автомат ярса тытса, хӑй патнелле упаленекен фашиста тӗллесе печӗ, лешӗ ҫавӑнтах малалла чикеленсе кайрӗ те урине пӗр-икӗ хутчен хускатса илчӗ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кузьма Васильч килкартине кӗме тӑрсан, Аргус вӗсем ҫине сиксе ларасла вӗрчӗ, вара ҫавӑнтах пӗр полицайӗ «вальтер» туртса кӑларчӗ те йытта икӗ хутчен тӗллесе печӗ, йывӑр аманнӑ Аргус хӑйӗн йӑвине аран сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ, виҫӗ сехет асапланнӑ хыҫҫӑн вилчӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӑрттан кӳлӗ таврашӗнче те темиҫе тӑшман салтакӗ сӑнаса ҫӳрерӗ, тапхӑр-тапхӑр чарӑнса тӑрса, никам ҫук ҫӗртенех автоматпа кӗрлеттерсе печӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Автоматчиксенчен пӗри, ҫӑмӑлтарах аманни пулас, тӑма пикенчӗ, ӑна Кирук тӗллесе печӗ, лешӗ ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук кабинӑна тӗллесе печӗ, винтовка ун хулпуҫҫинчен тапса илчӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл, пире асӑрхамасӑр (тен, юри асӑрхамана печӗ?) брюкин хыҫалти кӗсйинчен самаях хулӑн укҫа пачки ывӑҫласа кӑларчӗ (купюрисем пурте ҫӗр тенкӗлӗххисем иккен), вара, тем илесшӗн укҫа тӳлесе, чек ҫаптарчӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пурис, пакетне ҫӗр ҫине лартса, йӑпӑр-япӑр хырӑмӗ ҫине тӑсӑлса выртрӗ, вара шыва ӗмӗтсӗррӗн, чыхлана-чыхлана печӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Манӑн ал сехечӗ пур, ыран ҫавна сутма тивет, — юлашки пурнӑҫ шанӑҫне «тӗкӗ печӗ» Ула Тимӗр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑпра муклашкипе печӗ.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫакна илтсен, Поля урсах кайрӗ, ҫӑварӗнчи пирусне кӑларса печӗ, упӑшки умне ташланӑ пек тӑпӑртатса, чӑмӑрӗсене хытарса пычӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗрре ҫапла, сӗм тӗттӗм каҫ, ун садне иккӗн хӳме хӑмине илсе кӗрсен, Лавр вӑрӑсене пӑшалпа печӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тилӗрсе кайнӑ хӗрарӑм карточкӑна ҫурса тӑкрӗ те лахханри мӑшкӑлтӑк шыва печӗ (тахҫан Нина Сарилова портречӗ те, альбомри ытти хӗрсен карточкисем те ҫав лаххана ҫапла майпах лекнӗччӗ).

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Тылри йӗке хӳре! — терӗ «Волонтер», тем хӑй фронтра пулнӑ пек, вара Вадимӑн пальтипе ҫӗлӗкне те тулалла печӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анук тӑлӑпне хывса печӗ те алӑка уҫса амбартан сиксе тухрӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӑйӗннех печӗ:

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа, ним турткаланса тӑмасӑр, тепӗр хут турӑш еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те сӑхха печӗ:

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней