Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

парӑм сăмах пирĕн базăра пур.
парӑм (тĕпĕ: парӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана парӑм парса татас тетӗп.

Хочу отдать тебе долг.

51 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Банкирсене парӑм парса татас тесен вунпӗр миллион дукат кирлӗ пулнӑ.

Одиннадцать миллионов дукатов нужны для того, чтобы расплатиться с банкирами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Ку вӑл манӑн пысӑк парӑм.

Это мой долг.

Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.

Пӳртсен мӑрйисем ҫук, мӗншӗн тесен Антонеску вӗсемшӗн парӑм хурать.

Хаты без дымоходов, потому что каждый дымоход Антонеску облагает налогом.

V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи, сусӑр ачасене ӳстерекенсене компенсаци пама пӑхса хӑварнӑ-ха, анчах ҫав енӗпе парӑм 100 ытла ҫемье умӗнче 200 пин тенкӗрен иртнӗ.

Была предусмотрена компенсация для малоимущих, многодетных семей, воспитывающих детей-инвалидов, но долги по ней перед более чем 100 семьями превысили 200 тысяч рублей.

Нумай ачаллисене апатшӑн укҫа тӳлемен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27970.html

— Манӑн сирӗнтен илмелли пысӑках мар парӑм пур, эсир мана урана сыватмашкӑн пама пулнӑччӗ.

— Имею должок за вами, обещали дать на лечение ноги.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Пӗррехинче вӗсем Мафӑна парӑм тӳлеменшӗн хӗнерӗҫ.

Один раз они избили Мафу за неуплату долгов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

35 ҫын умӗнче предприяти 390 пин тенкӗ парӑм пухнӑ.

Перед 35 сотрудниками предприятие накопило долг в размере 390 тыс. рублей.

Кайӑк-кӗшӗк фабрикинче шалу тӳлемен // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/27784.html

Вӑл тав тӑвас парӑм.

Это долг благодарности.

LVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вара ҫын каланӑ: «Парӑм тӳлетӗп — аттепе аннене ҫитеретӗп; кивҫен паратӑп — ывӑлӑмсене ҫитеретӗп; шыва пӑрахатӑп — хӗрсене ӳстеретӗп», — тенӗ.

А старик говорит: «Долг плачу — отца-мать кормлю; в долг даю — сыновей кормлю; а в воду мечу — дочерей рощу».

Петр патшапа пӗр ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Патша вӑрман касакан ҫын каланине ӑнланайман: «Мӗнле ку ҫын парӑм та тӳлет, кивҫен те парать, шыва та пӑрахать», — тесе шухӑшласа тӑнӑ.

Царь подумал и не знает, что это значит, что старик и долг платит, и в долг дает, и в воду мечет.

Петр патшапа пӗр ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Арӑм, ҫук, парӑм ҫук.

Нет жены, нет и долгов.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пирӗн парӑм — йӗс пырлӑ сиренӑн тӑвӑлта ҫухӑрасси, мещен тӗтринче.

Долг наш — реветь медногорлой сиреной в тумане мещанья, у бурь в кипеньи.

Поэзи ҫинчен фининспекторпа калаҫни // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 78–87 с.

Парӑм — пуҫ ҫинчен сирӗлмелли шухӑш, унӑн ҫынна пӑхӑнтарас хӑвачӗ пур, тӗк тӑнӑ ҫӗртен ятлаҫас-хирӗҫес патне илсе ҫитерет.

Потому как долг — это постоянная головная боль, плохое настроение, ругань с домашними.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Парӑм тесе асӑнтармӑп та сана.

А я тебе и не напомню дотоль ни разу, что должен ты мне.

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫапла май Тёмӑн ҫирӗм пуслӑх парӑм пулса тӑчӗ.

Таким образом, набралось на двадцать копеек.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Пӗр енче — кӑткӑс тӗп: ҫӗр улпучӗпе крепӑсла хресчен, господинпа тарҫӑ, разночинецпа дворянин, законсен тӗрлӗ йӑлисемпе ҫыхӑнса тӑракан кодекс, священникпа судья хушшинчи ҫыхӑну; ҫынсене алӑран та, ураран та тӑллакан хисепсӗр нумай тӑлӑсем: патшалӑх хысни, тӑвар налогӗ, кашни чунтан тӳлеттерекен парӑм, тӗш-мӗшлӗх, фанатизм, королӗн пысӑк прави, скипетр, престол, законсӑрлӑх.

С одной стороны — сложнейший лабиринт средневековья: крепостной и помещик, раб и властитель, простолюдин и вельможа, лоскутное законодательство, обраставшее обычаями, судья и священник, действующие заодно, бесчисленные путы, поборы казны, подати сеньору, соляной налог, закрепощение человека и земли, подушная подать, прерогативы, предрассудки, всяческий фанатизм, королевские земли, привилегии, скипетр, трон, произвол, божественное право.

VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӗр енчен — парӑм, тепӗр енчен — тӳлев.

С одной стороны — долг, с другой — расплата.

VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

«Йышӑнасса, паллах, йышӑнатпӑр вӗсене, анчах вӗсен парӑм пур, вӗсем ҫав парӑма пирӗн ҫине тиесшӗн…

«Принять их, конечно примем, однако у них задолженность, и они эту задолженность хотят переложить на наши плечи…

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пӗрремӗшӗнчен, ҫав ухмахсене итлес мар тесе (вӑл сцена ҫинелле кӑтартрӗ; унта ку самантра актер вырӑнне актриса уланӑ, вӑл та чавсисене лешин пекех малалла тытса тӑнӑ), иккӗмӗшӗнчен, ман сире парӑм пур: ӗнер мана эсир хӑвӑр ҫинчен каласа кӑтартрӑр.

— Во-первых, для того, чтобы не слушать этих дураков (она указала на сцену, где в это мгновение вместо актера подвывала актриса, тоже выставив локти вперед), а во-вторых, для того, что я перед вами в долгу: вы вчера мне про себя рассказывали.

XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней