Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пархатарлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пархатарлӑ (тĕпĕ: пархатарлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхӑнса тӑракан начар кӑмӑллӑ ҫынсем трон ҫинчен хӑваласа антарнӑ адвокат пирки майор хӑй пуҫӗпе шухӑшласа йӑлтӑртатса кулса ячӗ, анчах та Паганель витӗмлӗнех каласа хучӗ: корольрен пархатарлӑ адвокат пуличчен, адвокатран пархатарлӑ король пулма ҫӑмӑлтарах, терӗ.

Майор улыбнулся, представив себе бывшего адвоката, которого прогнали с трона «неблагодарные подданные», но Паганель серьёзно ответил, что легче адвокату стать хорошим королём, чем королю — хорошим адвокатом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах мӗн-ха, ҫураҫасса час ҫураҫать-ши? — «Верочка, эсӗ пӗрре те пархатарлӑ ҫын мар, тем каласан та, пархатарлӑ ҫын мар, — тет Марья Алексевна хӗрне пӑшӑлтатса, — мӗн сӑмсуна пӑратӑн вӗсенчен?

Но только что же, сватать-то скоро ли будет? — Верочка, ты неблагодарная, как есть неблагодарная, — шепчет Марья Алексевна дочери, — что рыло-то воротишь от них?

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫак пархатарлӑ ӗҫе Вӑрмар округӗн администрацийӗн, вӗрентӳ учрежденийӗсен коллективӗсем, районти ытти ҫынсем хӑйсен тӳпине хывнӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Раҫҫейре Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пархатарлӑ ӗҫне хаклас, вӗсене пулӑшас, паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗхех историе кӗртсе хӑварас тӗлӗшпе «Верни герою имя» акци иртет.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Мӑнукӗсем те ашшӗ-амӑшӗсен пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ватти-вӗтти таранах ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Пулӑшма яланах хатӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %97%d1%80/

Геннадий Леонидович чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Иван Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхне кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38019.html

Эсӗ хӑвӑн пархатарлӑ ӗҫне вӗҫленӗ.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ӑстасен пархатарлӑ тӗллевӗ ⎼ авалхи эткере тӗпчесси, унпа халӑха паллаштарасси, чӑваш тумне аталантарма пулӑшасси.

Помоги переводом

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӑл чӑвашӑн пархатарлӑ чунӗпе ӳнер пултарулӑхне уҫӑмлӑрах кӑтартать.

Помоги переводом

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫак альбом хӑйне евӗр пархатарлӑ тӗрен пултӑр-ха эппин, чӑвашсен уяв тумӗн историлле пӗлтерӗшӗпе илемне туллирех уҫса патӑр.

Помоги переводом

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ман шутпа, халӑх тумне тупса палӑртни, кӗнекене кӗртни питӗ вырӑнлӑ та пархатарлӑ ӗҫ.

Помоги переводом

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Унта чӑваш халӑхӗн пархатарлӑ илемлӗх туйӑмӗ, ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипечӗ, ӑрасна тӗнче курӑмӗ тата этемпе ҫутҫанталӑк ҫураҫулӑхӗ сӑнарланнӑ.

Он отражает художественно-эстетические вкусы чувашского этноса, его философские и нравственные представления, самобытное понимание мироздания и взаимосвязь человека с окружающей природой.

Хисеплӗ Вулаканӑмӑр! // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Анчах вӑл таврара, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, темле лӑпкӑ ҫанталӑк чухне те ҫил кашлать, нимле пархатарлӑ курӑк та ӳсмест; ӑнсӑртран унта кӗтӳ пырса тухсан, выльӑхсем те канӑҫа ҫухатса, аяккалла тарма кӑна пӑхаҫҫӗ, тет.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑстаҫӑсен ҫак пархатарлӑ ӗҫӗ пирӗн ҫар ҫыннисене чӗререн тав тума, хисеплеме парать.

Эта благородная работа наших мастериц отражает нашу глубокую признательность и уважение к нашим военным.

Хушӑлкара ҫыхнӑ "нускисем" госпитальсене каяҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ya-3645056

Сиккимӑн патшалӑх символӗсем: чӗрчун — пӗчӗк панда, кайӑк — хӗрлӗ фазан, йывӑҫ — рододендрон, чечек — пархатарлӑ орхидея (Cymbidium goeringii).

Государственные символы Сиккима: животное — малая панда, птица — багряный фазан, дерево — рододендрон, цветок — благородная орхидея (Cymbidium goeringii).

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Патӑръел районӗнчи «Гвардеец» колхозри паллӑ трактористка, СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ В. П, Кузнецова юлташӑн пархатарлӑ ӗҫӗсем ҫинчен те радио тӑрӑх темиҫе передача панӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Совет Союзӗнчи халӑхсен туслӑ ҫемйинче пурӑнакан ӗҫ ҫыннисем хӑйсен коммунизм строительствинчи пархатарлӑ ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнӑҫлӑ пурнӑҫӗ ҫинчен радио передачисем итлесе киленеҫҫӗ, литературӑпа музыка передачисем итлесе вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫакӑнта пирӗн коммунизмалла йыхӑракан сӳнми идея, пархатарлӑ шухӑш, аслӑ тӗллев.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Паянхи пирӗн пӗтӗм совет литератури мӗнле пулмаллине, писателӗн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫинчен Н. С. Хрущев РСФСРти писательсемпе композиторсене чысласа йышӑннӑ кун (1960 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче) каланӑ ҫав тери витӗмлӗ сӑмахсене аса илер-ха.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней