Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паратчӗҫ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лавккари вылямаллисем пире нумай чӑтайманнипе тетесем килте хӑмаран трактор-бульдозер туса паратчӗҫ.

Помоги переводом

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

Малтан пирӗн килтен те ҫын татӑлма пӗлместчӗ; кӗпе-йӗмсене те ҫуса паратчӗҫ, вутне те кӳршӗсемех хутса ҫунтаратчӗҫ, апат та пӗҫерсе ҫитеретчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫынсене те вӗсем ывҫи-ывҫипех паратчӗҫ.

угощали подружек — не жалко.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Турра шӗкӗр, халиччен Усал сӑмах илтменччӗ, Ҫак тарана ҫитиччен Киремет те тивменччӗ, Манӑн килӗм-ҫуртӑма Ырӑ пирӗшти пӑхатчӗ, Ырӑ пирӗшти пӑхнипе Ялта ятӑм кайманччӗ, Пӳлӗх, Хӑрпан, Ҫут Тӗнче Мана савса тӑратчӗҫ, Кӑвак Хуппи, Ҫут Хӗвел Мана тупӑш паратчӗҫ.

Помоги переводом

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Урайне ҫӗтӗк-ҫурӑк сарса паратчӗҫ.

Помоги переводом

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Пире, ҫамрӑксене, шкулта нумай ӗҫленӗ учительсем пысӑк пулӑшу паратчӗҫ.

Помоги переводом

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Кашни пухурах парнесем паратчӗҫ.

На каждом собрании дарили подарки.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Госпитальре выртнӑ чух пире час-часах тӑпӑрч кукли пӗҫерсе паратчӗҫ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иртнӗ ҫулсенче теорилле предметсене кӗнекепе вӗренни те ҫителӗклӗ пекчӗ — вӑтам паллӑ пурпӗр лартса паратчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗрер касӑк шур кулач паратчӗҫ какаопа пӗрле.

Помоги переводом

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ку таранччен хӗрлӗ армеецсен шучӗпе паек паратчӗҫ артистсене, ун пек йӗрке пулмасан, кам ӗҫлӗ ҫав клубра?

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эп пӗчӗк чухне, астӑватӑп, мана парне пит нумай паратчӗҫ, — терӗ вӑл.

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пире ҫыру урокӗсенче кӑна шур хут паратчӗҫ, транспарантпа ҫыраттӑмӑр.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ача-пӑчасене чан ҫапма мункун хушшинче ҫеҫ ирӗк паратчӗҫ.

Позволялось это мальчишкам только на пасху.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Декорацисемпе хамӑр япаласене тиеме ҫеҫ пӗрер лаша кӳлсе паратчӗҫ.

Помоги переводом

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Хуҫам та, унӑн хӑнисем те час-часах мана тӗрлӗ ыйтусем паратчӗҫ, эпӗ каланисене вӗсем пӗтӗм чӗререн кӑмӑлласа итлетчӗҫ.

И он и гости часто задавали мне вопросы и снисходительно выслушивали мои ответы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем манпа калаҫса ҫав тери хавхаланатчӗҫ, мана вӗсем тӗрлӗ ыйтусем паратчӗҫ, эпӗ вара хам пултарнӑ таран вӗсем мӗн ыйтнине ӑнлантарса параттӑм.

Им доставляло большое удовольствие разговаривать со мной; они задавали мне вопросы, на которые я отвечал как умел.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пусмине аялти картлашки стенаран вунӑ фут аяккарах пулмалла туса сӗвентерсе тӑратса паратчӗҫ.

Станок устанавливался с таким расчетом, чтобы нижняя ступенька находилась на расстоянии десяти футов от стены комнаты.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӗтел ҫинче тӑракан лакейӗсем ҫак апат-ҫимӗҫе шӑлтӑрмасемпе, Европӑри ҫынсем ҫӑлтан шыв витрисене хӑпартнӑ пек, хӑпартса сӗтел ҫине ларта-ларта паратчӗҫ.

Лакеи, стоявшие на столе, ловко поднимали все это на подъемных блоках ко мне на стол, как у нас в Европе поднимают ведра воды из колодца.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫирӗм лакея алла илсе сӗтел ҫине хӑпартса тӑрататтӑм, ытти ҫӗр ҫынни аялта урайӗнче пулӑшса тӑратчӗҫ: пӗрисем апат-ҫимӗҫ ҫӗклесе пырса паратчӗҫ, теприсем эрех пичкисем, тӗрлӗ йышши сӑра-кӑвас пичкисем хулпуҫҫи ҫине хурса ҫӗклесе парса тӑратчӗҫ.

Я брал двадцать лакеев и ставил их на стол; сотня их товарищей прислуживала внизу, на полу: одни подносили кушанья, другие таскали на плечах бочонки с вином и всевозможными напитками.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней