Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата пынӑ чухне Турӑ пӗлтернине сире питӗ ӑста калаҫса е хайласа каласа парас тесе пымарӑм; 2. Иисус Христоссӑр пуҫне, пӑталанӑ Христоссӑр пуҫне, сирӗн патӑрта манӑн асӑмра урӑх нимӗн те ан пултӑр терӗм.
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Малашне ӗнтӗ пӗрне-пӗри айӑплар мар; апла тӑвиччен тӑвана епле те пулин такӑнма е улталанма май парас марччӗ тесе шухӑшлӑр.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Юрату мӗн иккенне эпир Христос пирӗншӗн Хӑй чунне панинчен пӗлтӗмӗр: пирӗн те ӗнтӗ тӑванӑмӑрсемшӗн чунӑмӑра парас пулать.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӑр пилӗкне ҫыхса сыхӑ тӑрса, Иисус Христос килсен хӑвӑра парас тивлете ҫирӗп шанса тӑрӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав ҫынсем Иисусран ыйтнӑ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине пӗлетпӗр, Саншӑн пур ҫын та пӗрех, Эсӗ чӑнах та Турӑ ҫулне вӗрентетӗн; 22. пирӗн кесаре куланай парас-и, парас мар-и? тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗрре куҫ хупса иличчен Ӑна тӗнчери мӗнпур патшалӑха кӑтартнӑ, 6. шуйттан Ӑна каланӑ: ҫак патшалӑхсене пурне те, вӗсенӗн чап-мухтавне те Сана парӑп: ӑна мана панӑ, эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп; 7. эппин, мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакӑ пӗтӗмпе Санӑн пулӗ, тенӗ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара Ӑна епле те пулин тытса парас тесе меллӗ самант шыранӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Иуда Искариот, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас тесе, вӗсем патне кайнӑ.10. И пошел Иуда Искариот, один из двенадцати, к первосвященникам, чтобы предать Его им.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кесаре куланай пама тивӗҫлӗ-и, тивӗҫлӗ мар-и? ӑна пирӗн парас-и, парас мар-и? теҫҫӗ.Позволительно ли давать подать кесарю или нет? давать ли нам или не давать?
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. хӑвна тивӗҫлине ил те кай; эпӗ ҫак кайран килнине те сана панӑ чухлех парас тетӗп. 15. Хамӑн пурлӑхӑмпа мӗн тӑвас тенине тума ирӗк ҫук-им манӑн? е санӑн куҫу эпӗ ыррине кура ӗмӗтсӗрленет-и?» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх хӑй чурисен парӑмне тӗрӗслеме шутланӑ патша евӗрлӗ; 24. ҫак ӗҫе пикенсен, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, лешӗн патшана парас парӑмӗ вунӑ пин талант пулнӑ; 25. унӑн тӳлеме нимӗн те пулман та, патша вара ӑна хӑйне те, арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ; 26. ӗнтӗ ҫав чура ӑна ӳксе пуҫҫапса каланӑ: патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эхер те ҫак хулана ҫынна еткерлӗхе парас пулсассӑн, эхер те ҫынни ҫулӗ ҫинчи хӑрушлӑхсенчен нихӑҫан та иртеймест пулсассӑн, хӑйӗн еткерлӗхне мӗнле илейӗ-ха вӑл? терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах Турӑ патшана тарӑн ыйха янӑ пулнӑ — ҫакӑ ырӑ парнене Вӑл мӗн ӗмӗртен кама ярса парас тет, ҫавна ҫӗрле те, кӑнтӑрла та ярса парать.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Феодот ятлӑ ҫын пӗр ӗҫ тума шутласа хунӑ: вӑл хӑйне Птоломей шанса панӑ ҫар ҫыннисене чи лайӑххисене илнӗ те, вӑрҫӑ тухма парас мар тесе, Птоломее улаххӑн вӗлермешкӗн ҫӗрле ун чатӑрне пырса кӗнӗ; 3. анчах Дримил ывӑлӗ Досифей — иудей ҫынни, каярахпа саккунран пӑрӑнса ашшӗсен тӗнне пӑрахнӑскер — патшана чатӑрӗнчен илсе тухнӑ та ун вырӑнне унта пӗр паллах мар ҫынна вырӑнаҫтарнӑ, ӗнтӗ Птоломей вырӑнне ҫавна вӗлернӗ те.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫапла вара, пурте ӗҫе татса парас вӑхӑта кӗтнӗ чухне, тӑшман ҫарӗ пуҫтарӑнса ӗрете тӑрса тухсассӑн, сӑлансене хӑйсен вырӑнне тӑратсассӑн, утлӑ ҫар икӗ енӗпе вырӑнаҫса тӑрсассӑн, 21. Маккавей, йышлӑ ҫар тапӑнса килнине, хатӗррӗн тытса тӑракан тӗрлӗ кӑрала тата сӑлансем хаярланса ҫитнине курсассӑн, — ҫӗнтерӗве кӑралпа ҫӗнсе илейменнине, ӑна, Хӑйне кирлӗ пек, Турӑ Хӑй тивӗҫлисене парнеленине пӗлӳҫӗн, — аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ те кӗтретсем тӑвакан, пурне те курса тӑракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пирӗн тӗлӗшрен ун пек тумасть, 15. пире кайран хаса парас мар тесе, пирӗн ҫылӑхсем тулса ҫитессе кӗтмест.не так судил Он о нас, 15. чтобы покарать нас после, когда уже достигнем до конца грехов.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пулни-иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас кӑмӑллисен умне темӗн чухлӗ шут-хисеп тата йывӑрлӑх тухса тӑрассине пӗлсе, 26. эпир вулас теекенсен чунне хускатас, асра тытса юлас теекенсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тата вулама тӳр килнисене пурне те усӑ кӳрес тесе тӑрӑшрӑмӑр; 27. пирӗншӗн, кӗскетсе ҫырас ӗҫе хамӑр ҫине илнисемшӗн, ку ҫӑмӑл ӗҫ мар пулин те, вӑл хастарлӑхпа тимлӗх ыйтать пулин те тӑрӑшрӑмӑр — 28. ҫынсене усӑ тӑвас тесе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлекене ҫӑмӑл мар-ҫке.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Килсе пӑхас кунсем ҫитрӗҫ, тавӑрса парас кунсем ҫитрӗҫ; Израиль пӗлсе тӑтӑр, санӑн йӗркесӗр ӗҫӳ нумай пулнӑран, санӑн курайманлӑху пысӑк пулнӑран пулассине пӗлекенӗ ухмаха юлчӗ, хавха сӑмах калатӑп теекенӗ ӑссӑра юлчӗ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тепӗр кунхине ҫапла пулнӑ: Иоаким патне, Сусанна упӑшки патне, халӑх пухӑнсассӑн, Сусаннӑна вилӗм аллине парас тесе, ӑна хирӗҫ усал шухӑш тытнӑ икӗ пуҫлӑх та пынӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ҫав мӑйракасем ҫине пӑхрӑм та — акӑ вӗсем хушшинчен тата тепӗр мӑйрака, пӗчӗкскер, тухнине куртӑм; ӑна вырӑн парас тесе, унчченхи виҫӗ мӑйракине тымарӗпех тӑпӑлтарса кӑларчӗҫ; ҫав мӑйракан этемӗнни евӗрлӗ куҫсем пурччӗ, мӑнаҫлӑн калаҫакан тута-ҫӑвар пурччӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.