Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

парам (тĕпĕ: пара) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
24. Ӗнтӗ эпӗ те вӗсем патне ҫырса ярам: ырлӑх сунам, мухтам, сӑмах парам, мана пулӑшу кӳрсе тӑмалла пултӑр вӗсен, тенӗ.

24. Напишу и я им слова приветствия, восхваления и обещаний, чтобы были они в помощь мне.

1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Халӗ вара Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене асӑнам, хам мӗн курнине каласа парам.

15. Воспомяну теперь о делах Господа и расскажу о том, что я видел.

Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Пӗрех Сана ҫылӑхӑма пӗлтертӗм, йӗркесӗр ӗҫӗме пытармарӑм; «ирсӗр ӗҫӗме Ҫӳлхуҫана каласа парам» терӗм, Эсӗ вара мана ҫылӑхӑм айӑпӗнчен каҫартӑн.

5. Но я открыл Тебе грех мой и не скрыл беззакония моего; я сказал: «исповедаю Господу преступления мои», и Ты снял с меня вину греха моего.

Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Итле-ха мана, эпӗ сана хам мӗн курнине каласа кӑтартам, 18. ӑслӑ ҫынсем мӗн илтнине каласа парам, вӗсем хӑйсен ашшӗсенчен мӗн илтнине пытарса хӑварман, 19. ҫӗре пӗр вӗсенӗн ашшӗсене ҫеҫ панӑ пулнӑ, вӗсенӗн хушшинче ют ҫын ҫӳремен.

17. Я буду говорить тебе, слушай меня; я расскажу тебе, что видел, 18. что слышали мудрые и не скрыли слышанного от отцов своих, 19. которым одним отдана была земля, и среди которых чужой не ходил.

Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Чӗлхем-ҫӑварӑма чармӑп ӗнтӗ; сывлӑшӑм тӑвӑнса ҫитнине каласа парам, чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем.

11. Не буду же я удерживать уст моих; буду говорить в стеснении духа моего; буду жаловаться в горести души моей.

Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Рафаил вара Рагуила ҫав калаҫӑва каласа панӑ, Рагуил ӗнтӗ Товияна каланӑ: ӗҫ те ҫи, савӑн, манӑн хӗре эсӗ илме тивӗҫлӗ, ҫапах та эпӗ сана тӳррине каласа парам: 11. эпӗ хам хӗрӗме ҫичӗ ара ҫитиччен качча патӑм, анчах ҫиччӗшӗ те туй каҫах, ун патне кӗрсенех, виле-виле выртрӗҫ.

10. И он передал эту речь Рагуилу, а Рагуил сказал Товии: ешь, пей и веселись, ибо тебе надлежит взять мою дочь. Впрочем скажу тебе правду: 11. я отдавал свою дочь семи мужам и, когда они входили к ней, в ту же ночь умирали.

Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сана эпӗ кунне пӗрер драхма парам тата ывӑлӑмпа танах мӗн кирлине парса ярам; 16. чиперех кайса килсессӗн, тата хушса тӳлӗп, тенӗ.

Я дам тебе драхму на день и все необходимое для тебя и для сына моего, 16. и еще прибавлю тебе сверх этой платы, если благополучно возвратитесь.

Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Орна Давида каланӑ: илех; патша хуҫамӑм хӑйне кирлӗ пек тутӑр; акӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вӑкӑрсем парам, тӑпачӑ таврашӗ вутӑлӑх пултӑр, тулӑ та парне валли пултӑр, йӑлтах тӳлевсӗр, ахалех, паратӑп, тенӗ.

23. И сказал Орна Давиду: возьми себе; пусть делает господин мой царь что ему угодно; вот я отдаю и волов на всесожжение, и молотильные орудия на дрова, и пшеницу на приношение; все это отдаю даром.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Лот, вӗсем патне алӑк умне тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне питӗрнӗ те 7. каланӑ [вӗсене]: тӑванӑмсем, усал ан тӑвӑр; 8. манӑн акӑ икӗ хӗрӗм пур, вӗсем арҫынпа хутшӑнман-ха; пӗрех хут сирӗн пата ҫавсене кӑларса парам, вӗсене хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр; анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр: вӗсем ман килӗмре чарӑнса тӑнӑ ҫынсем, тенӗ.

6. Лот вышел к ним ко входу, и запер за собою дверь, 7. и сказал [им]: братья мои, не делайте зла; 8. вот у меня две дочери, которые не познали мужа; лучше я выведу их к вам, делайте с ними, что вам угодно, только людям сим не делайте ничего, так как они пришли под кров дома моего.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сӑмахӑма ҫирӗплетме паянхи мероприятие илсе парам.

Помоги переводом

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней