Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫпа вӑл нимӗн те пулман пекех, каллех арена ҫине тухса, хӑйне паракан сахӑр татӑкӗсене шатӑртаттарса ҫисе, тӗрлӗ номерсем туса кӑтартрӗ.Вечером он снова как ни в чём не бывало выступал на арене, похрустывая заработанным сахаром.
Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Пӗрре Оська вар чирӗпе чирлерӗ те, ӑна халиччен паракан сӗлӗ порцине паман.Раз Оська заболел расстройством желудка, и ему не дали обычной порции овса.
«Карлик» // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Чи маттур спортсменсене — Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисен членӗсене — хавхалантарма стипендисем туса хунӑ, Олимп, Паралимп, Сурдлимп вӑййисенче палӑрнӑ спортсменсемпе тренерсене паракан премисен виҫине палӑрмаллах пысӑклатнӑ.
Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/14/glav ... et-s-dnyom
Фронт паракан васкавлӑ заказсене пурнӑҫласа, рабочисем ҫӗрлехи вӑхӑтсенче те заводсенчен тухмасӑр ӗҫлеҫҫӗ, заданисене тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа тултараҫҫӗ.
6. Вӑрҫӑ кунӗсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ӑна чи лайӑх инструкторсенчен пӗри, опытлӑ та пултаракан учитель, вӗренекенсенчен хытӑ ыйтакан тата пур кӑлтӑксене те ҫийӗнчех кӑтартса паракан ҫын, теҫҫӗ.Говорят, он один из лучших инструкторов, умелый и опытный учитель, требовательный и придирчивый.
10. Малтанхи учительсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫар занятийӗнчи пекех яшт тӑратӑп, хама паракан ыйтусене хирӗҫ хӑвӑрт ответ паратӑп.Встал в струнку, как на военных занятиях, и, отвечая на вопросы слишком быстро, глотал слова.
4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Кунта мӗн пурри пурте творчествӑшӑн ҫунакан тӗнчене, чи ҫӳлти вырӑнта тӑракан искусствӑн вӑрттӑнлӑхне уҫса паракан тӗнчене кӗни ҫинчен калать.
Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ыйтусене ответленӗ чух эпӗ ҫакна туйса илтӗм: эпӗ каласа паракан япаласем ҫинчен Иосиф Виссарионович мансӑрӑнах лайӑх пӗлсе тӑрать иккен, вӑл мана темӗнле питех те кирлӗ шухӑш ҫине ӳкерес тесе кӑна ҫапла ыйтса тӗпчет, мана темӗнле чӑнлӑха тавҫӑрса илме пулӑшасшӑн.
Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хӑш чухне ҫав татӑк-кӗсӗк хутсем ҫине чӗркелесе тухнӑ сӑмахсене ӑнланма та йывӑрччӗ, ҫапах та никам курман-илтмен радист пире кашни кун кӳрсе паракан сӑмахсем ҫав тери хаклӑччӗ.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак хӗрарӑм Мускавран паракан передачӑна итлет, хӑйӗн питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем шапӑртатса юхаҫҫӗ.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Унӑн радиоприёмник пурччӗ, вӑл кунсерен Берлинран паракан передачӑсене итлетчӗ.У него был радиоприёмник, и он каждый день слушал передачи из Берлина.
Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Мускавран паракан радиопередачӑсене мана та итлеме тӳрӗ килкеленӗ.
Тӑванла // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Хаклӑрах экспонатсене, совет тапхӑрӗнчи пурӑнӑҫа ҫутатса паракан паха материалсене, хамӑрӑн кулленхи пурӑнӑҫпа, ӗҫпе ҫыхӑнса тӑракан япаласене пурне те музей смотрителе нимӗҫсенчен ӑҫта кирлӗ унта пытарса хунӑ: хӑшне подвала, хӑшне мачча ҫине, хӑшне чиркӗве, турӑшсем хыҫне.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Парада пухӑннӑ юлташсем мӗн тӗттӗм пуличченех Мускавран паракан музыкӑна итлесе савӑнчӗҫ.Собравшиеся на парад до темна веселились под музыку, передававшуюся из Москвы.
Дубовичири парад // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Олег ман ҫине пӑхса ӑшшӑн кулчӗ те: — Аннерен ан хӑрӑр, юлташсем. Анне — мана канаш паракан чи шанчӑклӑ ҫын, — терӗ.Олег улыбнулся мне и сказал: — Мамы не бойтесь, товарищи. Мама — свой человек.
Листовкӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Игорь Святославовичӑн чаплӑ походӗнченех сыхланса юлнӑ хула тулашӗнчи вырӑн халӗ те хула ҫыннисен уҫӑлса ҫӳремелли чи юратнӑ вырӑнӗ шутланать; Хула музейӗнче хамӑр хулан историне ҫутатса паракан экспонатсем темӗн чухлӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Нектар — турӑсене вилӗмсӗрлӗх паракан ӗҫмелли япала.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Ку сӑмахсене эпӗ сатурналий виҫ кунӗнче йӑла тӑрӑх чурасене паракан ирӗклӗхпе усӑ курса калатӑп.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чӑваш Республикинче халӑх культурине тӗрев паракан организацине пӗтерме хатӗрленеҫҫӗ.
«Ытлашши ҫӑвар» ятлӑ кино ӳкерес килет // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... eres-kilet
Сасартӑк алӑка шаккарӗҫ, вара асаннене кушак килсе паракан хӗрача кӗчӗ.Вдруг в дверь позвонили, и пришла девочка, которая бабушке кошку давала.
Газ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.