Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Эсӗ ӗмӗрӗпе хирӗҫсе, кураймасӑр тӑратӑн, Израиль ывӑлӗсене вӗсемшӗн хӗн-хурлӑ вӑхӑтра, тӗппипех пӗтнӗ вӑхӑтра, хӗҫ аллине патӑн: 6. ҫакӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — сана юн тӑвӑп, вара юн сана канӑҫ памӗ, хыҫран хӑвалӗ; эсӗ юна курайми пулмарӑн, ҫавӑнпа юн хыҫран хӑвалӗ ӗнтӗ сана.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ, ӑнланупа хӑватлӑх сывлӑшӗ, пӗлӳпе тасалӑх сывлӑшӗ тӑрӗ; 3. Ҫӳлхуҫана хисеплесси Унӑн савӑнӑҫӗ пулӗ, Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӳрӗ ҫын чунне Ҫӳлхуҫа выҫӑпа асапланма памӗ, усал та хапкӑн ҫынна вара нимӗнсӗр хӑварӗ.3. Не допустит Господь терпеть голод душе праведного, стяжание же нечестивых исторгнет.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кӗтмен инкек-синкекрен, усал ҫынсем хатӗрленӗ вилӗм-ҫӗтӗмрен те хӑрамӑн: 26. сана Ҫӳлхуҫана шанса тӑни пулӑшӗ, Вӑл санӑн уруна серепене ҫакланма памӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл санӑн уруна тайӑлма памӗ, сана упраканӗ ыйхӑламӗ; 4. Израиле упракан тӗлӗрмест, ҫывӑрмасть.
Пс 120 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл нихӑҫан та таса ҫынна такӑнма памӗ.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Усал ҫын тӳрӗ ҫынна вӑрттӑн сыхласа ҫӳрет, ӑна вӗлерме май шырать; 33. анчах Ҫӳлхуҫа ӑна ун аллине памӗ, сут тунӑ чухне ӑна айӑпа хӑварттармӗ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Озия каланӑ вӗсене: тӑванӑмсем, ан хуйхӑрӑр! тата пилӗк кун чӑтӑр-ха, ҫак хушӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӗ, Вӑл пире пӗтме памӗ, тенӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫамӑм, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! Ҫӳлхуҫа сана паян юн юхтарма ирӗк памӗ, санӑн аллуна тавӑрас шухӑшран тытса чарӗ; ӗнтӗ халӗ санӑн тӑшманусем, манӑн хуҫамӑма хирӗҫ усал ӗҫ тӑвас теекенсем, Навал пек пулччӑр.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Санӑн хутлӑхунта киленсе, рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ [арӑм], черченленсе кайнипе ҫӗр ҫине урине те пусса курманскер, хӑйпе хӗве хупӑннӑ упӑшки ҫине, хӑйӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 57. вӗсене вӑл пӗҫҫи хушшинчен тухакан ача кӗпине те, хӑй ҫуратакан ачисене те памӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑра тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑнӑ чухне, тӑшман хупӑрласа илсессӗн, пӗр нимӗн те ҫуккипе, вӗсене вӑл хӑй вӑрттӑн ҫисе тӑрӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Сирӗн хушшӑрта рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ ар хӑйӗн тӑванӗ ҫине, хӑйпе хӗве хупӑннӑ арӑмӗ ҫине, хӑйӗн чӗрӗ юлнӑ ачисем ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 55. вӗсенчен нихӑшне те вӑл хӑй ҫиес ачисен ӳтне памӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑшману хупӑрласа илсессӗн, пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑрсассӑн, унӑн пӗр нимӗн те юлмӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр; 17. унсӑрӑн сире ҫилленнипе Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тулса ҫитӗ, Вӑл пӗлӗте хупса лартӗ те, ҫумӑр пулмӗ, ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫӗсене памӗ, ҫапла эсир Ҫӳлхуҫа хӑвӑра паракан ырӑ ҫӗр ҫинчен часах пӗтсе ҫухалатӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Египета пӗтерме кайӗ, Ҫӳлхуҫа алӑк урлавӗпе икӗ янахӗ ҫинчи юна курӗ те алӑк ҫумӗнчен иртсе кайӗ, пӗтермӗше сирӗн килӗрсене кӗртмӗ, сире пӗтерме памӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫур ҫӗр тӗлӗнче Эпӗ Египет витӗр тухӑп, 5. вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ; 6. пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗрӗҫ, ун пекки пулман, ун пекки урӑх пулас та ҫук; 7. Израиль ывӑлӗсем патӗнче вара йытӑ та чӗлхине хускатмӗ, ҫынна е выльӑха вӗрсе сасӑ памӗ, ҫакӑнтан эсир Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет халӑхӗнчен мӗнле уйӑрса тӑнине курӑр, тет, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Анчах Эпӗ пӗлетӗп: Египет патши [фараон], хӑйне хӑватлӑ алӑпа хистемесессӗн, сире кайма ирӗк памӗ; 20. вара Хамӑн аллӑма тӑсӑп та Египета, унӑн ҫӗрӗнче Хамӑн пӗтӗм хӑватӑма кӑтартса, ҫӗмӗрсе тӑкӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кӑларса ярӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.