Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне асла хуман чӑнах та ҫӑмарта хуҫи: ялйышран уйрӑлман, пайтине ҫеҫ пайласшӑн пулман.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Итлекенсен пӗр йышӗ ахӑлтатсах кулать, хӑшӗ-пӗри тарӑхса кӑшкӑрашать, анчах артист пайтине пухрӗ-пухрех.Часть слушателей расхохоталась, иные вознегодовали, но артист все же собрал мзду.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Гелли, чӗлпӗк тытнӑ пӗчӗк чӑмӑрӗсемпе ҫӗртен тӗревленнӗскер, кирлӗ ӗҫе хӑйӗн пайтине питӗ тӑрӑшса хывать; куҫӗсене тӗтӗм ҫиет, анчах, куҫҫульне хӑюллӑн асӑрхамасӑр, тӗреклӗн ҫӗкленнӗ ҫулӑм кӑвайта ҫирӗппӗн ҫавӑрса ытамласан та хӑйӗн ӗҫне пӑрахмарӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ӗҫлӗ ҫынсен куҫӗ умӗнче хӑйсен вак-тӗвек ӗҫӗсенех сехетсерен темӗн пысӑкӑш ӳссе капланса пыраҫҫӗ, пӗтӗм пурнӑҫа хупласа хураҫҫӗ, халь акӑ, пурнӑҫӑн ҫав пайтине тахӑш енчен, ӑнланмалла мар тата куҫкӗретӗнех килсе тухнӑ хӑрушлӑх юнаса тӑрать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тахҫан сӗм-авалра — унтан вара миҫе черетлӗ ӗмӗрсем вӗҫе-вӗҫӗн иртнӗ-ши! — ҫичӗ ют пусмӑрӗнче кун курмасӑр тарӑхса пурӑннӑ пулсан та, вырӑс халӑхӗ ҫӑлнине пула, чӑваш хӑй пайтине ҫухатман, чӗлхине те, йӑлине те, ӗҫченлӗхне те, таса та ҫивӗч ӑсне те хатарлӑн усранӑ, упранӑ, малашне вара ҫавсене усраса ҫеҫ мар, чунтан пикенсе хӑй кунҫулне ӳстерме те амалантарма ҫунатланса ӗмӗтленет.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсем пусмапа анма тӑчӗҫ, герцог каллех кулса ячӗ те: — Сутасса ҫӑмӑл сутса ятӑмӑр та пайтине пач курмарӑмӑр! — тет.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Карчӑк, хӑй чеелӗхӗнчен нимӗн пайтине курмарӗ пулин те, малашне Том хӑйне итлекен пулӗ тесе хӗпӗртерӗ.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1