Поиск
Шырав ĕçĕ:
«4) Раҫҫей Федерацийӗн Культура ҫинчен калакан саккун никӗсӗсемпе палӑртнӑ йӗрке тата условисем тӑрӑх культура организацийӗсем, вӗсем Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ тата вӗсен учредителӗсем Чӑваш Республики, муниципалитет пӗрлӗхӗсем пулса тӑраҫҫӗ (муниципалитетӑн культура организацийӗсемсӗр пуҫне – вӗсен тӗлӗшпе никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем йӗркеленӗ обществӑлла канашсем ирттереҫҫӗ), ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмӗн тивӗҫлӗ бюджет укҫи-тенки шучӗпе культура сферинче пулӑшу ӗҫӗсем туса паракан патшалӑхӑн мар культура организацийӗсем (малалла ҫак пунктра – культура организацийӗсем) туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫе йӗркелеме майсем туса парасси:
Чӑваш Республикин "Культура ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 30 марта 2018 г.
1. Чӑваш Республикинче Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне (малалла – Уполномоченнӑй) Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче ача прависен тӗп гарантийӗсем ҫинчен» 1998 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 124-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен» 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 501-ФЗ №-лӗ саккунӗпе (малалла – Федераци саккунӗ) тата Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем, Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем (малалла – вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем), вӗренӳ тата медицина организацийӗсем, ачасене тата ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ тата ытти пулӑшу ӗҫӗсем туса паракан организацисем тата должноҫри ҫынсем ача прависемпе саккунлӑ интересӗсене пурнӑҫламалли, пӑхӑнмалли тата хӳтӗлемелли мелсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттермелли хушма гарантисене тивӗҫтерес тӗллевпе туса хунӑ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №34 от 07 мая 2019 г.
2) 3 статьян иккӗмӗш пайӗн саккӑрмӗш абзацӗнче «учрежденийӗсем» сӑмаха «организацийӗсем» сӑмахпа улӑштарас;2) в абзаце восьмом части второй статьи 3 слово «учреждениями» заменить словом «организациями»;
Чӑваш Республикин «Ветеринари ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №24 от 07 марта 2019 г.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 51 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2009, 82 №; 2010, 87 №; «Республика» хаҫат, 2012, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 11 №; 2015, 12 №; 2016, 6, 11 №-сем) 8 статйин 1-мӗш пайне улшӑну кӗртес, унта «вак тата вӑтам предпринимательлӗхе укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерекен микрофинанс организацийӗсем» сӑмахсем хыҫҫӑн «тата (е) вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене пулӑшу паракан инфратытӑма йӗркелекен организацисем» сӑмахсем хушса хурас.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №21 от 07 марта 2019 г.
Подряд организацийӗсем пӗтӗмпе уйрӑм ҫынсен 34 миллиард тенкине явӑҫтарнӑ.
Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20
Ҫирӗм икӗ ҫул каялла ВЛКСМ Шупашкар райкомӗпе вырӑнти спорт организацийӗсем Г.Калинин ҫуралнӑ кун ӑна асӑнса Ишекри шкулта кире пуканӗ йӑтаканӗсен турнирне йӗркеленӗччӗ.
Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15
Влаҫа Горбачев киличчен мелиораци организацийӗсем пысӑк ӗҫ турӗҫ: анлӑ пӗвесем курӑнса кайрӗҫ, шурлӑхсене типӗтрӗҫ, пахча-ҫимӗҫе, садсене шӑварма тытӑнчӗҫ т.ыт.те.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Паян кунашкал майсем пурин те ҫук, анчах та уйрӑм вӗренӳ организацийӗсем вӗренекенсене тӗрлӗ мелпе ҫулҫӳревсене илсе тухма тӑрӑшаҫҫӗ.
Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06
Ял хуҫалӑх организацийӗсем кадрсем ҫитменнине ан туйччӑр тесен специалистсене вӗрентсе хатӗрлекен тытӑм туса хумалла, вӑл аграри вӗренӳ учрежденийӗсене хӑйсен професси ҫул-йӗрне малтанах ҫирӗппӗн палӑртса хунӑ ҫамрӑксене явӑҫтарма пулӑшӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Асӑннӑ кластер «Energynet» Наци технологи пуҫарӑвне тата «Раҫҫейри ӑс-хакӑл энергетика тытӑмӗ» Наци проектне хутшӑнни 2020 ҫул тӗлне электротехника кластерӗн организацийӗсем туса кӑларакан продукци калӑпӑшне виҫӗ хут ӳстерме тата ӑна 106 миллиард тенке ҫитерме май парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Алтай крайӗн энергетикӗсене Чӑваш Енри электротехника кластерӗн предприятийӗсен продукцийӗ питех те кирлӗ, ҫав вӑхӑтрах ЧР агропромышленноҫ комплексӗн организацийӗсем Алтай крайӗнче тырӑпа комбикорм туянаҫҫӗ.
Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Ҫавӑн пекех спортсменсен массӑллӑ разрячӗсене малашне ЧР Спортминӗ мар, вырӑнсенчи хӑйтытӑмлӑх органӗсем, спорт организацийӗсем парӗҫ.
Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Республикӑри тата Комсомольски районӗнчи «Пограничниксен пӗрлӗхӗ» общество организацийӗсем йӗркелекен кашни мероприятирех курма пулать ӑна.
«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Фермерсем, кил хуҫалӑхӗсем пасарсенче тата ҫулла пысӑк район-хуласенчи учрежденисемпе килӗшӳ ҫирӗплетнӗ ял хуҫалӑх организацийӗсем бюджет, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тытӑмӗсенче, ытти ҫӗрте аванах вырнаҫтараҫҫӗ.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Шӑпах ачасен пуҫламӑш организацийӗсем ҫак тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.
Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
— Сирӗн унта парти, профсоюз организацийӗсем пур вӗт.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Пӗрлешӗве ҫамрӑк ученӑйсен канашӗ, Хусан волонтерӗсем, промышленность предприятийӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑксен организацийӗсем, спорт организацийӗсем тата ыттисем кӗнӗ.
Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Ҫамрӑксен кунӗ умӗн икӗ кун маларах Хусанти ҫамрӑксен организацийӗсем пӗрлешсе Хусан ҫамрӑкӗсен организацийӗн канашне (КСМО) туса хунӑ.
Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Ветстанци 2013 ҫулта «Раҫҫейри ертсе пыракан АПК тата ял хуҫалӑх организацийӗсем» наци реестрне кӗни — коллективӑн пысӑк ӳсӗмӗ.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Чӑнах та, Элмет районӗнчи лару-тӑрӑва ытти районсенчипе танлаштарсан, вырӑнти нефть организацийӗсем пулӑшни курӑнса тӑрать.
Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15