Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мухтанса (тĕпĕ: мухтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турра тав ту эсӗ тӗнчере Зуев мастер пулнӑшӑн! — старикле мухтанса илчӗ протезист, чӗнсене салтса, Алексейӑн хӑнӑхманнипе каштах тӑртанма та ӗлкӗрнӗ урисене пушатса.

Благодари бога, что есть на свете мастер Зуев! — по-стариковски хвалился протезист, осторожно развязывая ремни, освобождая слегка уже отекшие и опухшие с непривычки ноги Алексея.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑйӗн хӑнисем ӑна пӗр ҫирӗм хут ытла курнӑ пулин те, вӑл нихҫан та вара вӗсем умӗнче татах та мухтанса илес саманта вӗҫертмен.

И никогда не упускал случая похвастаться оным перед своими гостями, из коих каждый осматривал его по крайней мере уже в двадцатый раз.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑйне чӗнмесӗр итлекен Алексей умӗнче вӑл «хӗрарӑм ӑратти» ҫинчен пӗрре мар мухтанса калаҫнӑ:

Пользуясь покладистостью молчаливого Алексея, не раз принимался до небес превозносить «женское отродье»:

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Паллах, арӑмупа ман Ваньккана каласа памӑн эс, анчах та Люньккапа Санькка умӗнче мухтанса илес тейӗн пӗр-ик черкке ӗҫнӗ хыҫҫӑн, ҫапла-и?

Конечно же, ты не расскажешь Ване и своей жене, а вот перед Лёней и Сашей после рюмочки другой похвастаться можешь, я же права?

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Том мухтанса сумах чӑтлӑхӗ ӑшнех кӗрсе кайрӗ.

Том с гордостью вошел в густые кусты сумаха и сказал.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юратать мана, мӗншӗн тесен эпӗ ун умӗнче нихҫан та мухтанса сӑмсана каҫӑртса ҫӳреместӗп.

И меня любит за то, что я не деру нос перед неграми.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ вӗсене пӑрӑхса хӑварар-ха: табак туртса, лӑпӑртатса, мухтанса ларччӑрах вӗсем.

А теперь мы их оставим курить, болтать и хвастаться.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Яланах вара мухтанса ҫӳреҫҫӗ…

Постоянно ходят и хвастают.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗрачасем, хӑйсен черечӗпе, тӗрлӗ майлӑ «мухтанса хӑтланчӗҫ».

Девочки тоже старались как могли.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Библиотекарь та «мухтанса хӑтланчӗ»: ҫӗклемӗ-ҫӗклемӗпе кӗвене йӑтса каллӗ-маллӗ чупкаларӗ, шутсӑр тӑрӑшса, шавласа, чупкаласа ҫеҫ ҫӳрерӗ.

Библиотекарь старался, бегая взад и вперед с охапками книг и производя ненужный шум, какой любит поднимать мелкотравчатое начальство.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Уолтерс мистер хӑйне майлӑ «мухтанса хӑтланчӗ», вӑл, хӑй ӗҫченнине палӑртса, чупкаласа ҫеҫ тӑче: кам ҫине мӗн тиентерме пулать, кашнинех вӑл канашсем парса, ӗҫ хушса, приказсем парса тиентерсе ҫеҫ тӑчӗ.

Мистер Уолтерс старался, проявляя необыкновенную распорядительность и расторопность, отдавая приказания, делая замечания и рассыпая выговоры направо и налево, кому придется.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Эпӗ яланах савӑнса та мухтанса хам Комсомольскинче ҫут тӗнчене килнине палӑртатӑп. Пирӗн тӑрӑх паллӑ поэт-писательсемпе пуян. Малашне вӗсем тата та йышлӑланасса шанатӑп», — палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне Светлана Денисовна.

"Я всегда с радостью и гордостью отмечаю, что сама появилась на свет в Комсомольском. Наша земля богата известными поэтами и писателями. И верю что в будущем они будут множиться", - обозначила свои размышления Светлана Денисовна.

Сӑввисенче ытарайми тӗнче сӑнланнӑ // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/05/%d1%81a%d0% ... bd%d0%bda/

Паянхи ачасем ҫакна курса, пӗлсе ӳсни, вӑтанмасӑр, мухтанса хӑй чӑваш пулнине пӗлтерни малашлӑхра чӑвашлӑх аталанасса шанӑҫ парать.

То, что сегодняшние дети растут видя, зная это, заявляют без стеснения, гордясь, что они чуваши, даёт надежду, что чувашский мир будет развиваться.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Мухтанса каламастӑп: Раҫҫей чӗлхе пӗлӗвӗнче кун пек словарь тек ҫук.

Помоги переводом

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

1. Эсир ӗнтӗ Христос вӗрентнӗ пек пӗр-пӗрне лӑплантаратӑр пулсан, пӗр-пӗрне юратнипе савӑнса пурӑнатӑр пулсан, пӗр-пӗринпе чун-чӗререн хутшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫынна хӗрхенесси, ҫыншӑн хуйхӑрасси пулсан, 2. манӑн савӑнӑҫӑма тата туллирех тӑвӑсӑрччӗ: сирӗн шухӑшӑрсем пӗр пулччӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр чунлӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр; 3. нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр.

1. Итак, если есть какое утешение во Христе, если есть какая отрада любви, если есть какое общение духа, если есть какое милосердие и сострадательность, 2. то дополните мою радость: имейте одни мысли, имейте ту же любовь, будьте единодушны и единомысленны; 3. ничего не делайте по любопрению или по тщеславию, но по смиренномудрию почитайте один другого высшим себя.

Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эпӗ ӗнтӗ мухтанса ухмаха тухас патнех ҫитрӗм; ҫакна эсир мана ирӗксӗрех тутартӑр.

11. Я дошел до неразумия, хвалясь; вы меня к сему принудили.

2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Мухтанса калас сӑмахӑм Турӑран мар ӗнтӗ, эпӗ шӑпах ӑссӑр пек калӑп.

17. Что скажу, то скажу не в Господе, но как бы в неразумии при такой отважности на похвалу.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Манӑн халӑхӑмран кулса, Моав епле хурласа калаҫнине, Аммон ывӑлӗсем епле хӑртнине, вӗсем унӑн ҫӗрӗнче епле мухтанса пурӑннине илтрӗм Эпӗ.

8. Слышал Я поношение Моава и ругательства сынов Аммоновых, как они издевались над Моим народом и величались на пределах его.

Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8-9. Пӗтӗм халӑх пӗлтӗр тесе, Ефрем тата Самари ҫыннисем пӗлччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Иакова хирӗҫ калать, сӑмахӗ Израиль ҫине анать; ҫав халӑхсем мӑнаҫлӑн, мухтанса калаҫҫӗ: 10. «кирпӗчсем тухса ӳкнӗ-и — якатнӑ чулран тӑвӑпӑр, сикомор йывӑҫне касса тӑкнӑ-и — вӗсене кедрпа ылмаштарӑпӑр».

8. Слово посылает Господь на Иакова, и оно нисходит на Израиля, 9. чтобы знал весь народ, Ефрем и жители Самарии, которые с гордостью и надменным сердцем говорят: 10. кирпичи пали - построим из тесаного камня; сикоморы вырублены - заменим их кедрами.

Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ӗҫлекен, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнакан ҫын ҫӑкӑрӗ ҫук пулин те ӗҫсӗр мухтанса ҫӳрекен ҫынран аванрах.

30. Лучше тот, кто трудится и имеет во всем достаток, нежели кто праздно ходит и хвалится, но нуждается в хлебе.

Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней