Поиск
Шырав ĕçĕ:
моавсенчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
65. Ҫак ӗҫсене туса пӗтерсессӗн, ман патӑма пуҫлӑхсем пычӗҫ те каларӗҫ: 66. Израиль халӑхӗ, пуҫлӑхсем, священниксемпе левитсем ҫӗр ҫинчи ют халӑхсенчен, вӗсен ирсӗрлӗхӗнчен, ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, евусейсенчен, моавсенчен, египетсенчен, идумейсенчен хӑпман: 67. ӗнтӗ хӑйсем те, ывӑлӗсем те вӗсен хӗрӗсемпе мӑшӑрланнӑ, таса вӑрлӑх ют халӑх йӑхӗсемпе хутӑшса кайнӑ, вӗсенӗн ертсе пыраканӗсемпе улпучӗсем ҫак йӗркесӗр ӗҫе чи пуҫламӑшӗнченех хутшӑннӑ, терӗҫ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн ман патӑма халӑх пуҫлӑхӗсем пычӗҫ те каларӗҫ: Израиль халӑхӗ, священниксемпе левитсем ют халӑхсенчен, вӗсен ирсӗрлӗхӗнчен, ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, иевусейсенчен, аммонсенчен, моавсенчен, египетсенчен, амморейсенчен хӑпман, 2. хӑйсем те, ывӑлӗсем те ҫав халӑхсен хӗрӗсене качча илнӗ, ӗнтӗ таса вӑрлӑх ют халӑх йӑхӗсемпе хутӑшса кайнӑ; ҫакӑ йӗркесӗр ӗҫре паллӑ ҫынсемпе аслӑ ҫынсем вара чи малта пулнӑ, терӗҫ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11-12. Давид патша ҫакна та Ҫӳлхуҫана халалланӑ, хӑй пӑхӑнтарнӑ мӗнпур халӑхсенчен — Сири ҫыннисемпе моавсенчен, аммонсемпе филистимсенчен, амаликсенчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те, Адраазартан — Рехов ывӑлӗнчен, Сува патшинчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те Турра халалланӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1